Суббота, 21 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 854)

Çуралаççĕ, мăшăрланаççĕ…

Кашни çын хăйĕн пурнăçне çак çуртран пуçлать те çакăнтах вĕçлет. Гражданла тăрăм акчĕсене çыракан орган /ЗАГС/ обществăра курăмлă вырăн йышăнать. Çут тĕнчене килекен çĕнĕ çынна кунтан пĕрремĕш документ – çуралнине ĕнентерекен свидетельство параççĕ. Пурнăç иртнĕçемĕн унтах вăл хăй мăшăрлă пулнине çирĕплетет, каярахпа тĕрлĕ савăнăçлă пулăмсене /ывăл-хĕрĕсем çуралсан/ регистрацилет, ĕмĕрĕн вĕçĕнче

Подробнее

Пушар хурал ĕçченĕсем тĕрĕсленчĕç

Пушар хурал чаçĕнче тăрăшакансен çирĕп сывлăхлă тата пысăк вăй-халлă, вăр-вар та тÿсĕмлĕ пулмалла. Унсăр пуçне ĕçпе çыхăннă теори ыйтăвĕсен хуравĕсене, пушар сÿнтермелли кашни хатĕрпе тĕплĕн ĕçлеме тата ыттине те пĕлмелле, лару-тăрăва маларах курса, ăнланса пыма пултармалла. Çак паха енсем шăпах инкеке лекнĕ çынсене вăхăтлă пулăшу пама, синкерлĕ лару-тăрăва кĕске тата пысăк

Подробнее

Халăха йышăннă

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче вырăнти вăхăтпа 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен Елчĕк районĕн администрацийĕнче райадминистрацин пуçлăхĕ Николай Миллин, пай пуçлăхĕсем, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче, федерацин центрта вырнаçнă предприяти-организацийĕсенче вĕсен ертÿçисем халăха тĕрлĕ ыйтусемпе йышăннă. Елчĕк район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Татьяна Пекпатрова пĕлтернĕ тăрăх, çак кун район администрацине – 25, районĕпе 70 çын

Подробнее

Кĕпер уçăлнă

Ĕнер – декабрĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти Мускав кĕперне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Ăна Шупашкар хулине никĕсленĕренпе – 550 çул, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленнĕ май пурнăçланă. Сăмах май, çĕнĕ кĕперĕн пĕр пайне 2017 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче ĕçе кĕртнĕ пулнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ултă ретлĕ кĕпер транспорт юхăмĕн

Подробнее

Сывлăх – чи хаклă пуянлăх

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов онкологи чирĕсемпе кĕрешес тĕлĕшпе малашне тата пысăк тимлĕх уйăрма кирлине палăртать. Чире маларах тупса палăртни нумай çын пурнăçне çăлса хăварма май парать. Владимир Викторов çитес çул тĕп хулара çĕнĕ поликлиника хута каяссине пĕлтерет. Ялсенче çĕнĕ ФАПсем уçăлмалла, çийĕнчен куçса çÿрекен 18 медицина комплексĕ туянма

Подробнее

Театр çулталăкĕ

РФ Президенчĕн В.Путинăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2019 çул Раççейре Театр çулталăкĕ пулĕ. Çавна май кĕçнерникун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев хутшăннă. ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çитес çул республикăра Театр çулталăкне ирттерес тĕлĕшпе мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Унпа

Подробнее

Пурнăç илемĕ – юратнă ĕç, ачасем

«Прогресс» хуçалăхĕн Патреккелти сысна ферминче тирпейлĕх хуçаланни пурин чунне те савăнтарать. Ферма йĕри-тавра карта тытса çавăрнă, унти чечек клумбисенче çу каçипех тĕрлĕрен илемлĕ чечексем ешереççĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен çурчĕ таса та хăтлă, кану кĕтесĕсем илемлĕ. Витесен умĕнче, картишĕнче кирлĕ мар япала выртнине кураймăн. Зооветеринари требованийĕпе килĕшÿллĕн сысна фермине ют çынсем кĕмеççĕ. Сысна

Подробнее

Хĕрлĕ Кĕнекене кĕртмĕç-ши?

Урхамахсем тăраç тăпăртатса, Çилхи вĕçĕсене вĕçтерсе...                                                       Юрăран. Лаша питĕ сапăрлă выпьăх. Этемлĕх ĕмĕрĕнчи чи юратнă, чи шанчăклă чĕр чун. Тăрантакан, хÿтĕлекен, савăнтаракан... Ун вăйĕпе пурнăçланă ĕç

Подробнее

Ял хуçалăхĕнче ĕçленисене ÿстереççĕ

Ял хуçалăх производствинче 30 тата ытларах çул ĕçленĕ, хальхи вăхăтра ялта пурăнакан, ĕçлемен пенсионерсене ватлăх пенсийĕн çирĕплетнĕ тÿлевне 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 25 процент ÿстерме палăртнă. Малтан шутласа пăхнă тăрăх – Чăваш Республикинче ку хушăма 25 пине яхăн пенсионер тивĕçет. 2019 çулта хушăм виçи 1333 тенкĕ те 55 пуспа танлашĕ е

Подробнее

Газшăн ытларах тÿлĕпĕр

Тариф службин ертÿçи Марина Кадилова 2019 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа çут çанталăк газĕ хакланасси пирки пĕлтерет. Çакă кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа хушма хакран илекен налук виçи 18 процентран 20 процент таран пысăкланнипе сăлтавланнă. Юрать, газ хакĕн ÿсĕмĕ пысăк мар – уйрăм çынсемшĕн 1 кубла метршăн 9 пус, 1,7 процент хутшăнать.

Подробнее