Понедельник, 30 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 886)

«Нумай сăнлă Чăваш Ен»

ятпа иртнĕ Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче наци тумĕсен виççĕмĕш фестивалĕ. ЧР Культура министерстви пулăшнипе Чăваш Ен халăхĕсен туслăхĕн çурчĕ йĕркеленĕ уява республикăри паллă модельер-художниксем – ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш наци конгресĕ çумĕнчи Халăх ăстисен ассоциацийĕн ертÿçи Зинаида Воронова, ЧР халăх промыслисен мастерĕ Людмила Балтаева, ЧР тава

Подробнее

Вăрнара çитсе курнă

Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый ертсе пынипе пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисен пĕр ушкăнĕ «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерсен обществинче çĕнĕрен хута кайнă, 2400 пуç ĕне выльăх вырнаçакан выльăх-чĕрлĕх комплексне уçма хутшăннă. Савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ мероприятие Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Михаил Васильевич шучĕпе, çакăн йышши çĕнĕ ферма

Подробнее

Бюджета тишкернĕ

Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче республикăн 2019 çулхи, планпа пăхнă 2020 тата 2021 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне тишкерсе ырланă. Бюджет укçи-тенкине хăш тĕллевсемпе усă курассипе финанс министрĕ Светлана Енилина тĕплĕн паллаштарнă. Çитес çулхи бюджетăн тупăш пайĕ 47,4 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Анчах та ку юлашки цифра мар, федераци шайĕнчи министерствăсем

Подробнее

Шкул ачисене – тÿлевлĕ ĕç

Кăçал республикăри 14-18 çулсенчи çамрăксене вĕренÿрен ирĕклĕ вăхăтра ĕçе вырнаçтарма 7 миллион тенкĕ уйăрнă. Октябрĕн 12-мĕшĕ тĕлне илсен, çул çитмен 14,5 пин çамрăка ĕçе вырнаçтарнă. Çапла майпа вĕсем шкулта вĕреннипе пĕрлех укçа ĕçлесе илме те пултарнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăсем те 850-1275-шер тенкĕ уйăраççĕ. Çул çитменнисем шкулсене, спорт площадкисене, ял-хулана хăтлăх кĕртме

Подробнее

Эпир пурте пĕр тан

Октябрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕнче Ю.Яковлевăн «Умка» спектаклĕн премьери иртнĕ. Ăна пăхма сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасене, вĕсен çемйисене йыхравланă. Мероприятие Президент гранчĕсен фончĕ «Особые-разные-равные» конкурс çĕнтерÿçисен проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Вăл «Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ» общество организацийĕн, «Чăваш патшалăх пукане театрĕ» автономлă учрежденин тата Шупашкарти сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасем вĕренекен пĕтĕмĕшле

Подробнее

Хĕрарăмсем спортра та харсăр

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ» общество организацийĕн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕн VI спартакиадине уçма хутшăннă. Спартакиада пĕрремĕш хут 2013 çулта иртнĕ. Ун чухне тăхăр команда тупăшнă. Кăçал спорткомплекса химиксен хулинчи хĕрарăмсен 30 клубĕ е 300 ытла çын пухăннă. Спорт уявне уçнă май Михаил Игнатьев союз пултаруллă та пуçаруллă, ĕçчен

Подробнее

Тĕрлĕ майпа уçăмлатаççĕ

РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн тытăмĕнче криминалистика уйрăмĕ ĕçлет. Асăннă уйрăм сотрудникĕсен тĕп тĕллевĕ – талăкăн хăш вăхăтĕнче те йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем пулнă вырăна çитсе ĕç-пуçа уçăмлатасси, çителĕклĕ çирĕплетÿсем тупса следовательсене паха пулăшупа тивĕçтересси. Кăçалхи 9 уйăхра республикăра çыннăн пурнăçне тата сывлăхне хирĕç тунă хăрушă преступленисен шучĕ

Подробнее

Граждансене сĕнÿсемпе пулăшаççĕ

Паян, октябрĕн 24-мĕшĕнче, 13 сехетрен пуçласа 15 сехетчен, Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн тата Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн специалисчĕсем потребительсен общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсемпе пĕрле халăхăн потребитель пĕлÿлĕхне ÿстерес тĕллевпе консультацисем параççĕ. Хальхинче сăмах апат-çимĕçре усă курман таварсен пахалăхĕ тата унăн хăрушсăрлăхĕ пирки пырĕ. Тĕрлĕ сĕнÿ-канаш илес тесен «хĕрÿ линин» 56-46-66 номерлĕ

Подробнее

Куçса çÿрекен ФАПсем

Федерацин «Медицинăн малтанхи пулăшăвĕпе тивĕçтересси» программинче палăртнă тĕллевĕсенчен пĕри – 100 çынран сахалрах йышлă ялсенче пурăнакан çынсен тĕлĕшпе медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатасси. Çак тĕллеве пурнăçласа РФ Правительствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2018 çулта регионсене медицинăн куçса çÿрекен комплексĕсене туянма финансăн малтанхи траншне куçарса панă. Чăваш Республикине 47872 пин тенкĕ килсе çитнĕ. Çак укçа-тенкĕпе

Подробнее

Николай Петрова манмаççĕ

Иртнĕ шăматкун, Спортпа сывлăх кунĕнче, районта тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Елчĕкри Спорт çуртне сĕтелçи теннис вăййине кăмăллакансем йышлăн пуçтарăнчĕç. Çак ăмăртăва сĕтелçи тенниспа район чысне республикăра пĕрре мар хÿтĕленĕ Николай Петрова асăнса ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçса район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый, «Улăп» спорт комплексĕн директорĕ Роберт Григорьев,

Подробнее