Суббота, 18 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Редакция (Страница 896)

Çу кунĕсем савăнăç кăна кÿччĕр

Тинех çанталăк пире ăшă кунсемпе савăнтарать. Çакăн пек тапхăрта хĕвел çинче хĕртĕнме, шыва кĕме каяс шухăш çуралать. Çу кунĕсем ырă пулăмпа асра юлччăр, сывлăха сиен ан кÿччĕр тесен мĕн асра тытмалла-ха? Хĕвел хĕртсе пăхни пĕр енчен, паллах, усăллă. Унăн пайăркисем иммунитета ÿстерме, эндокрин системине лайăх ĕçлеме, гормонсене туса кăларассине ÿстерме пулăшаççĕ.

Подробнее

Уй кунне хутшăннă

Утă уйăхĕн 12-13-мĕшĕсенче Çĕрпÿ районĕнчи Чăваш ял хуçалăх ăслăлăх-тĕпчев институчĕн никĕсĕ çинче иртнĕ Уй кунне хутшăннă Елчĕк районĕн делегацине район администрацийн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов ертсе пынă. Малтанах Михайловка ялĕнчи культура çуртĕнче выльăх апачĕ хывассипе тата вырма ĕçĕсене хатĕрленес ыйтусемпе канашлу иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе

Подробнее

Кайăк-кĕшĕк грипĕ алхасать. Тимлĕ пулар! Асăрхануллă пулар!

Елчĕк районĕнчи чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарассипе тата ăна сирсе ярассипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе ĕçлекен район администрацийĕ çумĕнчи комиссин черетсĕр ларăвне кĕçнерникун васкавлăн ирттернин тĕп сăлтавĕ - районта кайăк-кĕшĕк грипне тупса палăртни. Паянхи кун çак пулăм Республика Правительстви шайĕнчи çивĕч ыйту пулса тăчĕ. Лару ĕçне хутшăннă Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин аслă патшалăх

Подробнее

Аслă ÿсĕмрисене — ĕç вырăнĕ

Паян аслă ÿсĕмрисем хушшинче, çамрăксемпе танлаштарсан, ĕçсĕррисем сахалтарах. Çав вăхăтрах пĕрремĕшсене ĕçе вырнаçма çăмăлах та мар. Елчĕкри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра кăçал пенси çулне çывхаракан 21 çын ыйтупа тухнă пулсан, 18-шне ĕçе вырнаçтарнă. Унсăр пуçне 14-шĕ профориентаци енĕпе пулăшу илнĕ. Асăннă йышри çынсене ĕçпе тивĕçтерни 86 процентпа танлашать. Аслă ăрурисемпе учрежденире тăтăшах

Подробнее

ЧР Журналистсен союзĕ — 95 çулта

Хальхи вăхăтра 500-е яхăн хастар журналиста пĕрлештерсе тăракан Чăваш Республикинчи Журналистсен союзне йĕркеленĕренпе 95 çул тулчĕ. Пысăк вăй пулса тăракан çак творчество ушкăнĕнчи çынсем хальхи вăхăтра республика шайĕнче, районсенче тухса тăракан изданисенче, телевиденипе радио компанийĕсенче тăрăшаççĕ. 1992 çултанпа Чăваш Республикинчи Журналистсен союзне пирĕн ентеш - Яманчÿрел ялĕнче çуралса ÿснĕ Валерий Комиссаров ăнăçлă

Подробнее

Интернет урлă ан туянăр

Хальхи вăхăтра Интернетпа тем тĕрлĕ те усă куратпăр. Мĕн пытармалли, эмеле те электрон мелĕпе çырăнса илекенсем сахаллăн мар. Интернет урлă сывалма тăрăшса пăхакансем хăйсен умне мĕнле пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине шутламаççĕ те. Пĕр таблетка ĕçсех сывлăха çирĕплетесси - нумай çыннăн ĕмĕчĕ. Чылайăшĕн тухтăрпа канашласа илес вырăнне часрах эмел ĕçес кăмăл çуралать.

Подробнее

Шывăн турачĕ çук

Шăрăх кунсенче шыва кĕнĕ чухне асăрханусăр пулнăран, ашшĕ-амăшĕн, аслисен тимлĕхĕ çителĕклĕ пулманран ачасемпе инкексем сиксе тухаççĕ. Регионта ăшă çанталăк пуçланнă хыççăн ачасем шывра куракан хăрушлăх ÿссе кайрĕ. Уйрăмах пĕчĕк ачасем путнă тĕслĕхсем нумайланчĕç. Инкексем ытларах пепкисене ашшĕ-амăшĕ пăхса тăманран тата ача-пăча шывра ишме пĕлменрен сиксе тухаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне хăйсем пурăнакан вырăнтан инçе

Подробнее

Тĕп вырăнта – профилактика

Раççей ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн полици уйрăмĕн акт залĕнче оперативлă службăн кăçалхи çур çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Канашлăва Чăваш Республикин ШĔМĕн наркотиксен çавăрăнăшне контрольлекен управленин начальникĕ, полици полковникĕ Д.Шакуров ертсе пычĕ. Чи малтанах «Комсомольский» уйрăмĕн полици пайĕн начальникĕ Р.Зайнуллин тухса калаçрĕ. Отчетлă тапхăрта шута илнĕ преступленисен йышĕ чакнă. Ку вăл ытларах ют

Подробнее

Михаил Игнатьев подписал распоряжения об ограничительных мероприятиях (карантину) по высокопатогенному гриппу птиц

Сегодня, 13 июля, Глава Чувашии Михаил Игнатьев подписал распоряжения (№ 280-рг и № 281-рг) об установлении ограничительных мероприятий (карантина) по высокопатогенному гриппу птиц в Батыревском и Комсомольском районах. На данный момент птичий грипп подтвердился и установлены ограничительные мероприятия (карантин) по высокопатогенному гриппу птиц на часть ул. Крепкова в с. Батырево Батыревского района, прилегающую к

Подробнее