Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 3)

Спорт хыпарĕсем

Тĕнче шайĕнче те… Çурла уйăхĕн 22-25-мĕшĕсенче Кăркăсстанри Чолпан-Ата хулинче кире пуканĕ йăтакансен тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче унта Тăрăм каччи Александр Константинов спорт мастерĕ те хутшăннă. 95 килограмран йывăртарах виçере тупăшнăскер, вăл вăрăм циклта 2 пăтлă икĕ пукана 59 хутчен тĕртсе кĕмĕл призер пулса тăнă. Аса илтеретпĕр: Сашăн "тимĕр вăййипе" кăсăкланасси

Подробнее

Юлташĕсем хыççăн

Вырăскассинчи Шкул урамĕнчен ятарлă çар операцине виçĕ çын хутшăнать. Илья Федоров (ун çинчен хаçатра маларах çырнăччĕ), Николай Федотов тата Николай Лисицын. Иртнĕ кунсенче виççĕмĕшĕн тăван килĕнче пулма тỹр килчĕ. Николай черетлĕ отпускра пулнине пĕлсе кайнăччĕ эпир. Йăнăшнă иккен: вăл эрне каялла тухса кайнă. Çапах та каялла "пушă алăпа" каяс темерĕмĕр, ашшĕ-амăшĕпе,

Подробнее

Курска хỹтĕленĕ

Ентешсене - С.А.Андреева, А.Ф.Беляева, Н.П.Иванова Совет Союзĕн Геройĕ ята пурне те пĕр çулта - 1943-мĕшĕнче панă. Вĕсенчен виççĕмĕшне, чи аслине, тăван тăрăха çĕнтерỹпе таврăнма пỹрнĕ. Николай Иванов Хĕрлĕ Çар ретĕнче Теччĕри çар комиссариачĕ урлă 1926-1927, 1934-1954 çулсенче тăнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче Тĕп, Белорусси, 3-мĕш Прибалтика, Япони самурайĕсене хирĕç 1-мĕш

Подробнее

Мария Муратова — Мускаври форумра

Çĕршывăн тĕп хулинче иртнĕ ачасен культура форумне Чăваш Енрен 12 вĕренекен хутшăннă. Вĕсем пурте - халăхсем хушшинчи, пĕтĕм Раççейри, республикăри конкурсен лауреачĕсемпе çĕнтерỹçисем. Пултаруллă ачасен делегацийĕн йышĕнче Елчĕкри искусство шкулĕнче ỹнер ăсталăхне ỹстерекен Мария Муратова та пулнă. Виççĕмĕш çул йĕркеленĕ 3 кунлăх форумра ачасене тĕрлĕ мероприятисене - музыкăпа, хореографипе, кинематографипе тата

Подробнее

Черетлĕ çитĕнỹ

Елчĕкри вăтам шкулти педагогсемпе вĕренекенсен коллективĕсем тĕрлĕ проектсене, ăслăлăхпа пултарулăх конкурсĕсене хутшăнса час-часах палăрни кĕтменлĕх мар. Ачасен "Малтисен юхăмĕ" пуçламăш уйрăмĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра 3-мĕш вырăн йышăнса 200 пин тенкĕлĕх премие çĕнсе илни - черетлĕ çитĕнỹ. Хастарсем виçĕ модуле пĕрлештернĕ "ыр кăмăллăх", "патриотлăх", "наставник ĕçĕ" проектсене тăратнă. Экспертсем конкурса хутшăннă 13 пин

Подробнее

«Савнă Шупашкарăм, эп сана юратрăм…»

Çак юрăри йĕркесем тĕп хуламăрăн 555 çулхи юбилейне хутшăннă кашни çын чун-чĕрине кĕрсе вырнаçнă-тăр. Тĕп мероприятисем çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ. Вăл кун çанталăк та уяв пĕлтерĕшне ăнланнă тейĕн: çумăр çуман, сивĕ пулман. Юбилей кунĕ Хĕрлĕ лапамра çăлтăрпа зарядка тунинчен пуçланнă. Пухăннисене сывлăха çирĕплетме пулăшакан хусканусене республикăри паллă спортсменсем - Алексей Германов, Владислав

Подробнее

Хăрушсăрлăха пăхăнни инкекрен сыхлать

Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче республикăри мĕн пур муниципаллă округсемпе хуласенче, çав шутра Елчĕкре те, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.Округ администрацийĕн пысăк залĕнче пухăннă активпа çак ыйтусене тишкернĕ: Чăваш Республикинчи вĕренỹ организацийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрлени.Пурăнмалли çуртсенчи газ оборудованийĕсемпе хăрушсăрлăха пăхăнса усă курасси тата вĕсене техника тĕлĕшĕнчен тĕрĕслесе тăрасси.Нумай функциллĕ центрăн халăха паракан

Подробнее

«Геройсен вăхăчĕ» программăра

Вулакан пĕлет пулĕ, Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе "Геройсен вăхăчĕ" программа ĕçлеме пуçларĕ. Унпа килĕшỹллĕн ятарлă çар операцине хутшăннă 83 çар служащийĕ пĕлỹ илет, вĕсене пурне те тĕплĕн тĕрĕслесе йышăннă. Вăл йышра Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ пилĕк орден кавалерĕ Александр Тихонов полковник та пур. Унăн наставникĕ - Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи

Подробнее

Автотуризм та вăй илет

Чăваш Енре туризм индустрине аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Олег НИКОЛАЕВ,Чăваш Республикин Пуçлăхĕ: - Пирĕн тĕллев - туристсен çул çỹревĕ хăрушлăхсăр пултăр тесе вĕсем валли хăтлă условисем йĕркелесси. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ анлă сарăлнă автотуризма аталантарассине те пусăм тăвать. Регион урлă федерацин темиçе çулĕ иртет. Вĕсен йышĕнче М-12 автоçул та пур. Шупашкарпа Комсомольски

Подробнее

Тĕллев — тыр-пула алла илесси

Ăнăçлă çулсенче округри ял хуçалăх организацийĕсем çак вăхăтра вырма ĕçĕсене вĕçленĕ пулсан, кăçал çакна калаймăн. Ĕнерхи кун тĕлне те округри ял хуçалăх организацийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 9507 гектар (43 процент) анчах вырнă, 8990 гектарне пухса кĕртнĕ. Çакăншăн пĕтĕмпех çанталăк айăплă. Çумăр вăраха тăсăлни ял çыннин алли-урине çыхлантарса тăчĕ. Çанталăк

Подробнее