Воскресенье, 25 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 4)

Хыçра — 90 çул

- Атте çинчен аса илсен куç умне ачалăхри çак ăшă самант тухса тăрать: ĕç укçи илнĕскер кĕлчечексем ỹкернĕ темиçе сумкăпа киле таврăнчĕ. Сумкăсенче канфет-пĕремĕк, печени, ытти ĕçмелли-çимелли. Хăйĕн сăнĕ кăмăллă, пит-куçĕнче ăшă кулă вылять. Çак ырă кулăра вăл мăшăрне, ачисене чун-чĕререн юратни яр уççăн курăнать. Кун пек тĕслĕхсем пурнăçра сахал

Подробнее

Прививка тума вăхăт

Кашни çулах çанталăк сивĕтсен гриппа, шăннипе пулакан ытти чирпе аптракансен йышĕ ỹсет. Шел те, çынсем час-часах сывлăхĕпе тимлĕ мар, чир хăй тĕллĕнех иртессе шанаççĕ. Анчах сипленмесен чир шала кайма пултарать. Сăмах паян грипп пирки пулĕ. Вăл - вирус пуçаракан çивĕч инфекци чирĕ. Вирус ялан улшăнса тăнипе палăрать, çавăнпа кашни çулах унăн

Подробнее

Пĕр сукмакпа 65 çул

Утмăл пилĕк çул - çакă пысăк цифра пулнипе пĕрлех Викторовсен çемйишĕн алла-аллăн пурăнса ирттернĕ пĕтĕм пурнăç. Елчĕк ялĕнче пурăнакан Алексей Алексеевичпа Евдокия Алексеевна Викторовсен - тимĕр туй. Çак сахал мар çул хушшинче мăшăр пĕр-пĕрне юратса тата хакласа, çур сăмахран ăнланса алла-аллăн пĕр сукмакпа утнă. Çемье ĕçпе палăрнă. Пĕрлешсен чи малтанах пысăк ĕмĕтпе

Подробнее

Ачалăх тĕнчине йыхравлать

Вĕренỹ çулĕ тин кăна пуçланчĕ пек, пĕрремĕш классемшĕн анчахрах пирвайхи шăнкăрав янăрарĕ пек - сентябрь уйăхĕ сисĕнмесĕрех иртсе те кайрĕ, кĕçех октябрь уйăхĕ вĕçленет. Чăваш кĕнеке издательствинче вара нумаях пулмасть чăн-чăн кĕрхи кăларăм кун çути курчĕ. Лидия Саринен "Пĕчĕк шкул ачи. Братик" сăвă пуххин хуплашки çинче икĕ арçын ачана куратпăр.

Подробнее

Диабетпа кĕрешсе

Сывлăх сыхлавĕн министерстви республикăри медицина учрежденийĕсем валли сахăр диабетне тупса палăртмалли материалсем туянать. Сахăр диабечĕпе кĕрешесси "Вăрăм та хастар пурнăç" наци проекчĕн çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать. Специалистсем çак чир çулăхнă çынсене кỹрекен медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатас, сиплев майĕсене анлăлатас енĕпе нумай ĕç тăваççĕ. Клиникăпа диагностика лабораторийĕ валли сахăр диабетне тупса палăртмалли

Подробнее

«Стас контракт çырас пулсан — эпĕ те юлмастăп»

Кавал ялĕнчи ятарлă çар операцине хутшăнакан Станислав Мазюкин вăтам пỹ-силлĕ, типшĕм сăн-питлĕ каччă. Степан Мазюкин Станислав Мазюкин Çапах асăннă паллăсем унăн кулленхи пурнăçĕнче пачах хирĕçле витĕмпе çирĕпленнĕ. Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулĕн 9 класне пĕтерсен Стас Çĕнĕ Шупашкарти технологи тата управлени академине вĕренме кĕрет. "Пушар хăрушсăрлăхĕ" специальноçа алла илме тĕв тытнăскере,

Подробнее

Юратупа кĕвĕç

КАЛАВ Аслă шкулта медицина факультетĕнче вĕренекен ывăлĕ сасартăк каçсерен ĕçлеме юлма пуçласан малтанласа савăнчĕ хĕрарăм. Анчах та амăш чĕри çак хыпара темшĕн лăпкăн йышăнас темерĕ. Мăшăрĕ ĕçлесе илекен укçа килти тăкаксене саплаштарма та, виççĕмĕш курсра вĕренекен ывăлне паркалама та çитсе пырать. Хăй те, Рената Васильевна, нумаях пулмасть çеç ĕçе çỹреме пăрахрĕ.

Подробнее

Фотографсем

1990 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕ. КПСС Елчĕк райкомĕн çурчĕ умĕнче Октябрьти Аслă революци кунне уявлама пуçтарăннă. Юсавпа техника предприятийĕн линипе монтаж участокĕн ертỹçи Вячеслав Александрович Осипов (сылтăмри) тата эпĕ митинг саманчĕсене ỹкерме хатĕрленсе тăратпăр. Вăл, пушă вăхăтпа усă курса, пире çав самантри тĕтреллĕ çанталăкра фотоаппаратпа ỹкерес меслете ăнлантарать: 65 единицăллă фотопленка

Подробнее

Вĕренỹ ăнăçлă иртнĕ

Елчĕк округĕнче гражданла хỹтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тĕлĕшпе командăпа штаб тренировки иртнĕ. Легенда тăрăх, Елчĕк ялĕнчи газ валеçекен станцире ракета пăрахнă хыççăн взрыв пулнă. Вĕренĕве оперативлă службăсемпе организацисен ертỹçисем хутшăннă, вĕсем чрезвычайлă лару-тăру вăхăтĕнче пĕрле ăнланура ĕçленĕ. Çак тренировкăсен тĕп тĕллевĕ - чăн-чăн инкек пулсан çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн хатĕр

Подробнее

Вăрçă ачи 95 çулта

Георгий Игнатьевич Кириллов Хăвăлçырма ялĕнче пурăнать. Çак кунсенче 95 çулхи юбилейне паллă тунă вăрçă ачи. Арçын пĕтĕм пурнăçне, вăй-халне тăван ялăн аталанăвĕ çине янă. Унăн ĕç биографийĕ тăван колхозпа уйрăлми çыхăннă. Хресченĕн йывăр ĕçĕн хакне ачаранах пĕлнĕскер хуçалăхра техникăпа ĕç алли çитмен çулсенче вăл шуçăмран пуçласа сĕм çĕрлеччен ĕçленĕ: çулла

Подробнее