Пятница, 16 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрçă ачи 95 çулта

Вăрçă ачи 95 çулта

Георгий Игнатьевич Кириллов Хăвăлçырма ялĕнче пурăнать. Çак кунсенче 95 çулхи юбилейне паллă тунă вăрçă ачи. Арçын пĕтĕм пурнăçне, вăй-халне тăван ялăн аталанăвĕ çине янă. Унăн ĕç биографийĕ тăван колхозпа уйрăлми çыхăннă. Хресченĕн йывăр ĕçĕн хакне ачаранах пĕлнĕскер хуçалăхра техникăпа ĕç алли çитмен çулсенче вăл шуçăмран пуçласа сĕм çĕрлеччен ĕçленĕ: çулла хирте тăрмашнă, ака-суха тата тыр-пул пухса кĕртме хутшăннă, хĕлле-фермăра выльăх-чĕрлĕх пăхнă. Çав вăхăтрах платник ĕçне кăмăлланă.

95 çул тултарнă ятпа Георгий Игнатьевича Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕн начальникĕ Инесса Воронова, Елчĕк муниципалитет округĕн общество палатин членĕ Зинаида Михеева тата ялти культура çурчĕн заведующийĕ Ираида Суркова саламланă, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвĕпе тата парнесемпе чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code