Елчĕк округĕнче гражданла хỹтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тĕлĕшпе командăпа штаб тренировки иртнĕ. Легенда тăрăх, Елчĕк ялĕнчи газ валеçекен станцире ракета пăрахнă хыççăн взрыв пулнă. Вĕренĕве оперативлă службăсемпе организацисен ертỹçисем хутшăннă, вĕсем чрезвычайлă лару-тăру вăхăтĕнче пĕрле ăнланура ĕçленĕ. Çак тренировкăсен тĕп тĕллевĕ — чăн-чăн инкек пулсан çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн хатĕр пуласси.

Командăпа штаб тренировки шайĕнче çавăн пекех Чăваш Республикин чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттармалли тата пĕтермелли пĕрлехи патшалăх тытăмĕн территори уйрăмĕн муниципалитет звенин вăй-хатĕрĕсене тĕрĕсленĕ. Чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтермелли мероприятисен планĕпе схемисене, пурлăхпа техника никĕсне тишкернĕ.
Мероприяти округри пур служба та пĕрлехи механизм пек ăнăçлă ĕçленине, çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ĕçсене кĕске вăхăтрах пурнăçлама хатĕррине яр уççăн кăтартса панă.

