Воскресенье, 22 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 30)

Аграрисене — 1,2 миллиард тенкĕ

РФ ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев кăçалхи апрель уйăхĕнче Шупашкарта ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулнă май аграрисене патшалăхран пулăшу пама тата ял территорийĕсене аталантарма 2024 çулта Чăваш Ене федераци бюджетĕнчен 1,2 миллиард тенкĕ субсиди куçарасси çинчен пĕлтернĕ.

Подробнее

Субсиди куçарас ĕçе хăвăртлатнă

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов федераци тата республика программисемпе килĕшỹллĕн хуçалăхсене субсиди куçарса парас ĕçе хăвăртлатнине пĕлтернĕ. 2024 çулхи виçĕ уйăхра вĕсем патне 371,5 миллион тенкĕ çитернĕ. Çур аки умĕн - апрель уйăхĕнче вĕсем пурĕ 118,3 млн, çав шутра çĕр улми тата пахча çимĕç туса

Подробнее

Вулаканăм, эсĕ те хутшăнма пултаратăн!

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин грант шучĕпе "Елчĕк ен" хаçатра вăя кĕрекен "Ял малашлăхĕ - пирĕн алăра" проектпа эсĕ, хисеплĕ вулаканăм, малашне кашни уйăхрах - ноябрьччен паллашма пултарăн. Палăртнă темăсене çутатма, паллах, хăвăр та хутшăнасса шанса тăратпăр. Сире редакци тĕпелĕнче хапăл туса кĕтетпĕр. Ку чухне эпир

Подробнее

Инвестици политики — тĕп вырăнта

Марина ПАВЛОВА, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн экономика, ял хуçалăхĕ тата пурлăх хутшăнăвĕсен енĕпе ĕçлекен çумĕ - экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици пайĕн начальникĕ: - Экономика аталанăвĕнче инвестици политики тĕп вырăн йышăнать. Çавна май округ ертỹлĕхĕ ку ыйтăва куçран вĕçертмест. 2023 çулта муниципалитет округĕнче тĕп капитала хывнă инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 402 миллион тенкĕпе

Подробнее

Çамрăк çемьене — свидетельство

Питтĕпел ялĕнче пурăнакан Васильевсем нумаях пулмасть "Ял территорийĕсене комплекслăн аталантарасси" программăпа килĕшỹллĕн патшалăхран çурт-йĕр хăпартма е туянма уйăракан социаллă тỹлеве (пурĕ 700 пин тенке яхăнлăх) илме тивĕçлĕ пулнă. Çак ятпа çамрăк мăшăра округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламланă. Çамрăк çемьешĕн патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕ малашлăх пурнăçра хавхаланса ĕçлеме хистекен пысăк тĕрев

Подробнее

Тĕлĕнмелле ырă чунлă, ĕçчен

2020-2021 çулсенче тĕнчипех хăрушă чир - коронавирус алхасрĕ. Пирĕн çĕршывра та ку хăрушă чирпе чирлемен çын юлмарĕ пуль. Хамăр çемье те нушапа тĕл пулнăран аса илтĕм çак вăхăта. Участокри тухтăрпа медицина сестри сипленмелли эмелсемпе укол тумалли препаратсене киле пырсах пачĕç. Çемьене карантина хупрĕç - çак вăхăтра пирĕн пата никама та

Подробнее

Стать инженером или химиком?

Поступить в вуз и получить нужную на рынке профессию - это цель абитуриентов. Что выбрать в большом перечне направлений? Самый популярный ответ, конечно, технические. Выпускники востребованы среди работодателей, на них выделяется наибольшее количество бюджетных мест - 30 000, трудоустройство возможно с 3 курса. По данным Минцифры в 2023 году среди поступающих

Подробнее

«Ăса пула — инкек»

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче "халявщик" сăмах анлă сарăлнăччĕ, "Поле чудес" шоура та çăмăл автомашина таранчченех выляса илме пултаратчĕç. Пуринчен те "ăслă" мошенниксем çĕршыв саланнă тапхăрта уйрăмах аван пуйса юлчĕç. Халĕ вара "кешбэк" модăра. Укçашăн çынсем тем те тума хатĕр. Блогерсем хунаса кайрĕç: янтă пурлăх пухма кунĕн-çĕрĕн Интернет уçлăхĕнче "ĕçлеççĕ" нумайăшĕ. Тĕрлĕрен

Подробнее

Хĕветĕр Уяр: «Çырнисен пуххи»

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Хĕветĕр Уярăн "Çырнисен пуххин" тăваттăмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ. Унта очерксем, асаилỹсем тата статьясем кĕнĕ. Пухса хатĕрлекенĕ - Валерий Алексеев, редакторĕ - Надежда Вечеркина, ỹнерçи - Светлана Бритвина. Пĕрремĕш том 2021 çулта тухнă, унта "Шурча таврашĕнче" историлле романăн пĕрремĕш кĕнеки - "Таната" - кĕнĕ. Иккĕмĕш томра (2022)

Подробнее

«Темп» çĕнтернĕ

Елчĕкри стадион-площадкăра 40 çултан аслăрах футболистсен Чăваш Ен ăмăртăвĕн тăваттăмĕш турĕ иртнĕ. Патăрьел тата Елчĕк муниципаллă округсен пĕрлештернĕ "Темп" команди Шупашкарти "Сталь-ЮККА" коллектива йышăннă. Çивĕч тапăнусем малтанхи таймра никама та ăнăçу кỹреймен. Вăй-йăн иккĕмĕш пайĕнче, тактикăна улăштарнă май, пирĕннисем хăнасен вратарьне çине-çинех канăçсăрлантарма пуçланă. Çакăн усси пулнах: Владимир Ишмуратов тĕл пулун

Подробнее