Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 31)

Чăваш Енри Республика кунне

уявласси мĕнле йăла-йĕркепе çыхăннине кĕскен каласа парсамăр. И.ДАНИЛОВ. - Чăваш Республикин кунĕ - патшалăхăн тĕп уявĕ. Ăна кашни çулах июнĕн 24-мĕшĕнче паллă тăватпăр. Савăнăçлă мероприяти çулсеренех Чăваш Республикин патшалăх ялавне çĕкленинчен пуçланать. Ун хыççăн ĕçре палăрнисене патшалăх наградисемпе чысласси тата хисеплĕ ят парасси йăлара. Чăваш культурин фестивалĕ, халăх промыслисемпе ал ĕçĕсен куравĕсем,

Подробнее

Сывлăх урокĕ

Пĕтĕм Раççейри "Культура шкул ачисем валли" проектпа килĕшỹллĕн Шăмалакри библиотекăра "Патша хĕрĕ Гигиена тата унăн тусĕсем" ятпа сывлăх урокĕ иртнĕ. Малтанах Венера Усанова библиотекарь ачасемпе харпăр хăйĕн сывлăхне упрани, сывă пурнăç йĕрки, гигиена çине тимлĕх уйăрнин пĕлтерĕшĕ пирки калаçу ирттернĕ. Унтан ачасем "Гигиена патĕнче хăнара" видеофильм курса пĕлĕвне анлăлатнă. "Шăм-шака

Подробнее

Асаннен арчи мĕн упрать?

Кĕçĕн Таяпари мини-музейра иртнĕ эрнере "Арча: çемье хаклăхĕсен управçи" республика проекчĕн шайĕнче "Асаннен арчи мĕн упрать?" ятпа хăйне евĕрлĕ краеведени сехечĕ иртнĕ. Тĕл пулу чăваш культурин историйĕпе кăсăкланакансене - çитĕннисене те, ачасене те - пуçтарнă. Вулавăш ертỹçи Светлана Агеева историпе паллаштарнă май авалхи арча çемье вучахĕн управçи пулнине, унăн тарăн

Подробнее

«Агро-100» клуб йышĕнче

Çĕрпỹ округĕнчи Чăваш ял хуçалăх ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн никĕсĕ çинче республикăри XXI "Уй кунĕ-2026" курав иртнĕ. Унта 32 компани 200 ытла единица ятарлă техника институт экспозицийĕнче ял хуçалăх культурин 254 тĕсне кăтартнă. Çĕнĕлĕхсенчен: тритикале (тулăпа ыраш гибричĕ), çурхи тулă сорчĕсем - кунти условисенче вăй илме пултараканнисем. Ырă йăлана кĕнĕ тăрăх, куравра республикăри

Подробнее

Тĕп вырăнта — хăрушсăрлăх ыйтăвĕ

Республикăри Гостехнадзор инспекторĕсем вырма кампанийĕ пуçланас умĕн тыр-пул пухса кĕртмелли техникăна çулсерен тĕрĕслессине тĕпе хураççĕ. Елчĕк округĕнче пĕрремĕш тĕрĕслев "Прогресс" хуçалăхра иртнĕ (сăн ỹкерчĕкре). Инспекторсем механизаторсемпе тĕл пулнă май ĕç сыхлавĕпе, хăрушсăрлăх темипе çыхăннă темăсене те тишкернĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ те тимлĕхре пулнă. Техника тĕрĕслевĕ иртекен графика Чăваш Енри Гостехнадзорăн официаллă

Подробнее

Васкавлă пулăшу çăл куçĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă "Сывлăх патне - утăм" проектпа килĕшỹллĕн йĕркеленĕ "Сывлăх пункчĕн" тата "Кардиопуйăсĕн" специалисчĕсем округсене тухма пуçласси пирки çырнăччĕ ĕнтĕ. Экспертсем - республикăн ертсе пыракан клиникисен кардиологĕсем А.Чермакова, Т.Русскова, Э.Васильевпа И.Розаренова неврологсем - йышăну йĕркеленĕ. Сывлăх тĕлĕшĕпе пĕчĕк кăлтăк асăрхасанах вĕсем пациентсене пĕр тăхтаса тăмасăр УЗИне направлени

Подробнее

Техника культурисен

лаптăкĕ республикăри хуçалăхсенче 38,84 пин гектара çитнĕ. Унчченхинчен 20,6 процент пысăкланнă. Республикипе илсен, кăçал рапс - 15,8 пин, хĕвел çаврăнăш - 11,3 пин, сарă пăрăç - 5,5 пин, йĕтĕн - 2 пин, соя - 1,4 пин, сахăр чĕкĕнтĕрĕ 1 пин гектара яхăн акнă. Техника культурисен лаптăкне уйрăмах Канаш, Шăмăршă, Çĕрпỹ, Улатăр

Подробнее

Уй-хир хыпарĕсем

Округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ панă информацирен çакă курăнать. Июлĕн 22-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕтĕмпе 2746 тонна (55 процент) утă, 42972 тонна (112 процент) сенаж хатĕрленĕ. Типĕ курăк янтăлассипе "Труд", "Комбайн", "Энтепе", "Эмметево", "Прогресс", "Клевер", сенаж хывассипе "Рассвет", "Труд", "Эмметево", "Сатурн", "Комбайн", Ленин ячĕллĕ хуçалăхсем

Подробнее

Саламлатпăр!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев "Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысласси çинчен" указа алă пусса çирĕплетнĕ. Професси ĕçĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн хисеплĕ ятсем илнĕ ĕçченсен йышĕнче Елчĕк районĕн тĕп больницин тĕп тухтăрĕ те пур: Алина Геннадиевна ВАСИЛЬЕВĂНА "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ" ят парса чысланă.

Подробнее

Тĕп тĕллев — граждансене хỹтĕлесси

Пирĕн тĕпелте - Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи пайĕн ертỹçи, юстици подполковникĕ Ильнар Гиннетуллин. Вăл хаçат вулаканĕсене хăй ертсе пыракан пайăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать. - Ильнар Рафикович, Раççейĕн Следстви комитечĕ граждансен пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнать? - Раççейĕн Следстви комитетне 2011 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ

Подробнее