Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 32)

Çул çитменнисене

эрех ĕçме явăçтарнăшăн штрафсем ỹснĕ. 2026 çулхи майăн 22-мĕшĕнчен РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодекса тỹрлетỹсем кĕртнипе çыхăннă çакă. Улшăнусен тĕп сăлтавĕ - çул çитменнисене эрех-сăрапа, спиртлă продукципе, çавăн пекех психотроплă е минретекен япаласемпе усă курма явăçтарасси ỹснинче. Йĕркене пăсакан граждансен 5000 тенкĕрен пуçласа 10 000 тенкĕ таран (маларах

Подробнее

Саккуна хирĕç кайсан…

Россельхознадзор регионта тĕрĕс мар декларациленĕ 13 пин тонна ытла тырра тупса палăртнă. "Росаккредитацин информаци тытăмне тĕрĕсленĕ май йĕркене пăснă ултă тĕслĕхе асăрханă, - пĕлтерчĕ Светлана Ярусова тĕп инспектор. - Пилĕк декларацие тĕрĕс мар тесе йышăннин сăлтавĕсем - лаборатори тĕпчевĕсен кăтартăвĕсен тулли списокĕ çукки, çавăн пекех требованисене пурнăçлама кирлĕ стандартсен çирĕплетнĕ списокне

Подробнее

«Тăнăç пурнăçа — утăм»

Пирĕн округра ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе йĕркеленĕ "Пулăшу десанчĕ" мобильлĕ бригада пулни пирки хаçатра çырнăччĕ. Тĕл пулăва хутшăннă СВО салтакĕсен çемйисем ертỹлĕх умĕнче пурĕ 11 ыйту çĕкленĕ. Вĕсенчен пĕр пайне вырăнтах татса панă. Кунта социаллă фондăн, çар комиссариачĕн тата кадрсен службин ĕçченĕсем хутшăннă.

Подробнее

Çĕнĕ биопрепарат

Чăваш патшалăх аграри университечĕн ăсчахĕсем мăйракаллă шултра выльăхăн генетика хăватне уçмашкăн çĕнĕ йышши иммуномодулятор шухăшласа кăларнă. Биопрепарат хатĕрлес енĕпе ветеринари медицинипе зоотехника факультечĕн морфологи, акушерство тата терапи кафедрин тĕпчев ушкăнĕ ĕçленĕ. Патент никĕсĕнчи тĕпчевсем ветеринари иммунологийĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Подробнее

Калăпăшĕ ỹсĕмлĕ

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра налук органĕсем администрацилекен тỹлевсене 143,8 миллиард тенкĕ пухнă. Ку иртнĕ çулхи 6 уйăхри виçерен 50,8 процент нумайрах. Çав шутра хыснана кĕнĕ налуксен калăпăшĕ 112,3 млрд тенкĕпе танлашнă - пĕлтĕрхинчен 1,7 хут пысăкрах кăтарту. Çакăнта хушма хакран илекен налук тỹпи чи пысăкки - 40,3 процент. Усламран илекеннин те пĕчĕкех

Подробнее

Сасăлав çывхарса пырать

Çавна май республикăри мĕн пур округра общество сăнав штабĕсем ĕçлеме пуçларĕç. Сентябрĕн 18-20-мĕшĕсенче РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлăпăр. Суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче общество сăнавçисен витĕмĕ пысăк вырăн йышăнать. Унăн йышне Чăваш Республикин Общество Палатин, Юристсен ассоциацийĕн членĕсене кĕртнĕ. Вĕсем сасăлава суйлав саккунĕпе килĕшỹллĕн тата йĕркелĕхе пăхăнса ирттернине сăнаççĕ. Çав шутра

Подробнее

Ача-пăча савăнĕ

Курнавăшсем асăннă программăпа çĕнĕ ача-пăча площадкиллĕ пулса тăнă. Кунта ĕçе "Строй-Сфера" ООО подрядчик пурнăçланă. Контракт сумми 895 500 тенкĕпе танлашнă. Çĕнĕ объекта чаплă йышăнма кĕçĕнни-асли чылаййăн хутшăннă. Ял халăхĕ строительсене пархатарлă та пахалăхлă ĕçшĕн чун-чĕререн тав тунă. Кунта халь ачасене савăнма, выляма услови çителĕклĕ.

Подробнее

Шкулта — юсав

Хальхи вăхăтра çак проектпа Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн çурчĕн тăррине юсаççĕ. Ĕçе кĕртмелли сумма та пĕчĕк мар: 5,6 миллион тенкĕ. С.Федотов подрядчик юсав процесĕнче çĕнĕ технологисемпе усă курни объектăн "кун-çулне" те нумай çула тăсасса шанатпăр. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче ачасем партăсен хушшине яланхи хаваслă сăн-питпе ларччăр. Галина ЧЕРНОВА.

Подробнее

Шыва кĕме

Проектпа килĕшỹллĕн Аслă Таяпа ялĕнче "ДПМК Яльчикское" сахал яваплă общество хальхи требованисене тивĕçтерекен шыва кĕмелли ятарлă вырăн йĕркелеме пуçăннă. Пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшĕ 717,4 пин тенкĕпе танлашать.

Подробнее

Масара тирпейлеççĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă "Ниме - халăх бюджечĕ" республика программипе Аслă Елчĕк ялĕнчи масара тирпей-илем кĕртес ĕçсем пыраççĕ. 4 млн тенке яхăн тăракан социаллă пĕлтерĕшлĕ çак проект сăваплă вырăна хăтлăхпа тата тирпейлĕхпе тивĕçтерĕ. - Çак программа çынсене хăйсен ялĕсен аталанăвне витĕм кỹме чăннипех те пулăшать. Ял халăхĕ хастарлă пулнăран

Подробнее