Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асаннен арчи мĕн упрать?

Асаннен арчи мĕн упрать?

Кĕçĕн Таяпари мини-музейра иртнĕ эрнере «Арча: çемье хаклăхĕсен управçи» республика проекчĕн шайĕнче «Асаннен арчи мĕн упрать?» ятпа хăйне евĕрлĕ краеведени сехечĕ иртнĕ. Тĕл пулу чăваш культурин историйĕпе кăсăкланакансене — çитĕннисене те, ачасене те — пуçтарнă. Вулавăш ертỹçи Светлана Агеева историпе паллаштарнă май авалхи арча çемье вучахĕн управçи пулнине, унăн тарăн пĕлтерĕшне уçса панă. Хăнасем наци атрибучĕсемпе те паллашма пултарнă: арчаран тĕрĕллĕ кĕпесем, мăнаçлă та капмар пуçа тăхăнмалли хатĕрсем, пирсем, алăпа эрешленĕ тĕрĕсем… кăларнă. Библиотекарь кашни экспонатăн, тĕрĕ эрешĕсен пĕлтерĕшĕ, вĕсемпе çыхăннă йăла-йĕрке çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. Чуна витермелле каласа панине итленĕ май пуçтарăннисем ăрусем тăршшĕпе пухнă еткерлĕхе упрани, йăла-йĕркесене манманни çитес ăрусемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Чăн та, асăннă проект çемье хаклăхне, унăн биографине упрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code