Воскресенье, 22 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 31)

…Аслă Елчĕксем те виççĕмĕш

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкул футболисчĕсем Тутарстанри Пăвари турнира хутшăннă. Вĕсем унта урам командисен "Уçă Кубокĕнче" вăй виçнĕ, хулари 11 ушкăн йышĕнче тупăшса виççĕмĕш вырăна тухма пултарнă.

Подробнее

Елчĕксем те…

Çĕрпỹри "Асамат" спорт шкулĕнче ачасен "Президент спорт вăййисем" программипе килĕшỹллĕн юлашки тапхăр - çăмăл атлетсен ăмăртăвĕсем иртнĕ. Унта Елчĕкри вăтам шкул командинчи арçын ачасем эстафетăра (4х200) иккĕмĕш, çăмăл атлетикăн нумай енлĕ кĕрешĕвĕнче (60 м, 800 м, тăршшĕне сикесси) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Команда, пĕтĕмĕшле кăтартупа, 3-мĕш призер пулса тăнă. Уйрăм спортсменсенчен пĕр

Подробнее

София та…

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен София Афанасьева час-часах пысăк ăмăртусенчи çитĕнỹсемпе савăнтарать. Çу уйăхĕнче вăл ГТО нормативĕсене пурнăçлассипе республикăри тупăшура çĕнтернĕччĕ. Хальтерех Шупашкарти "Амазония" этнокомплексра иртнĕ регионсем хушшинчи çăмăл атлетсен Çуллахи Кубокĕнчен те пушă алăпа килмен вăл. 2009-2010 çулсенче çуралнă спортсменкăсен йышĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ. Унта Чăваш Ен,

Подробнее

Юн пусăмне тĕрĕслесех тăмалла

Юн пусăмĕ пысăк пулни (гипертони) чĕрепе юн тымарĕсен чирĕ патне илсе çитерме пултарать. Сиплеве вăхăтра пуçăнманни вилĕме çывхартать. Гипертони чухне пуç ыратать, çаврăнать. Ывăннине, вăй чакнине туятăн. Физкультура тунă чухне сывлăш пỹлĕнет, кăкăр тĕлĕнчен ыратни палăрать. Куç япăх курма пуçлать. Ура тăртанать. Çак палăрăмсене туймастăр пулсан та юн пусăмне виçсех тăмалла.

Подробнее

«Комбайн» ЯХПК — çĕнтерỹçĕ

Раççейри предпринимательлĕх кунне халалласа Шупашкарти "Амазония" этнокомплексра пайтаçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă тĕрлĕ мероприяти иртнĕ. Унта социаллă фонд, налог службин тата бизнес представителĕсем хăйсен ĕçне йĕркелес, çĕнĕ специалистсене явăçтарас, тытса тăрас тĕлĕшри ыйтусене те тишкернĕ. Мероприятин савăнăçлă пайĕнче 2023 çулта усламра пысăк тỹпе хывнисене чысланă. Вăл йышра пирĕн округри "Комбайн" ЯХПК та пур.

Подробнее

Конференцинче — вăрçă ачисем пирки

Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи 11-мĕш класран вĕренсе тухакан Татьяна Черновăпа Анна Шкапова Республикăри вĕрентỹ институтĕнче "Тăван çĕршыв паттăрсен ятне асра тытать" ятпа иртнĕ наукăпа практика конференцине хутшăннă. Унта вĕсем хăйсен çывăх тăванĕсем - Александр Черновпа Елизавета Михеева вăрçă ачисем пирки каласа кăтартнă. "Вăрçă ачисем" акцие пурĕ

Подробнее

Аваллăхсăр малашлăх çук

Хальхи вăхăтра çĕнĕ технологи пуç пулса тăнă май çынсем те ун уттинчен юлас мар тенĕн, çĕнĕ шухăшлав, ăнтăлу вăй илет. Вăл çапла пулмалла та: паянхи пурнăç пуçарулăхпа çаврăнăçулăха хаклать, пултаруллисене çул уçать. Çĕннипе юнашар вара - авалхи, анчах нихăçан кивелменскер. Чуна çывăхскер. Тăванскер. Музей пирки сăмахăм. Тем тесен те, этем, общество

Подробнее

«Раççей» куравра

"Çамрăксем тата ачасем" наци проекчĕ старт илнĕ. Вăл çамрăксемшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене, тĕслĕхрен, ачасен пултарулăхне аталантармалли условисене йĕркелессине, хальхи йышши вĕрентỹ уçлăхне туса хурассине татса парать, ултă федераци проектĕнче тăрать. Çак пуçару пулăшăвĕпе Чăваш Енри 450 пин ытла çамрăк усă курĕ. Куравра çамрăксен политикине тата çитĕнекен ăрăва воспитани парассине халалланă наци тĕллевĕсен кунĕ

Подробнее

Бюджета çирĕплетрĕç

Округ администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, администрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пычĕ. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ

Подробнее

«Пуçару бюджечĕ» пулăшать

Халăхпа пĕр-пĕрне ăнланса, тăрăшса ĕçлени паха çимĕç парать - территори пайĕнче пурăнакансен пурнăç условийĕ лайăхланнипе пĕрлех ялсен сăн-сăпачĕ ырă енне улшăнса тата тирпейленсе пырать. Аслă Пăла Тимеш территори пайĕнче пурĕ 1538 хуçалăх шутланать, 2200 ытла çын пурăнать. Территори пайĕ Питтĕпел, Кивĕ Эйпеç, Кавал, Исемпел, Аслă Пăла Тимеш, Кушкă, Кивĕ Арланкасси, Энтепе,

Подробнее