Воскресенье, 12 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 311)

Сăваплă ĕçе – йышпа

Юлашки вăхăтра вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси анлă сарăлчĕ. Çак юхăм, çаплах палăртас килет, халăх хăй пурăнакан территорие хăтлăх кĕртессипе çыхăннă. Пĕр-пĕр пысăк ĕç пурнăçлама патшалăх укçан 60 процентне хывиччен, 40-шне вара, маларах, вырăнта тупмалла. Çавна май кашни çын пуçарулăх, активлăх кăтартнинчен нумай килет проекта çул

Подробнее

Африка чуми хăратать

Кăçалхи июнь-август уйăхĕсенче Самар облаçĕнче сыснасем Африка чумипе чирленин 40 тĕслĕхне тупса палăртни, паллах, Чăваш Республикинче пурăнакансене те сисчĕвлентерет. Чулхула облаçĕн территорийĕнче те çак хăрушă чирĕн 6 вучахне регистрациленĕ. Хир тата килти сыснасем классикăлла тата Африка чумипе чирлеççĕ. Классикăлла чумапа кĕрешмелли вакцинăсем пур, вĕсене патшалăх çителĕклĕ таран уйăрса парать. Çавна май

Подробнее

Вăхăтлăх киленÿ хаклă-и?

Мĕн вăл наркотик? Мĕншĕн хăш-пĕр çамрăксем ун тарçи пулса тăраççĕ? Чылайăшне канăç памасть çак ыйту. Мĕн тери ырă та телейлĕ вăл çамрăк вăхăт. Вĕренме, ĕçлеме, ăс-хакăла аталантарма ÿркенмесен, киревсĕр йăласемпе туслашмасан çутă малашлăха çул уçă. Усалли пирки пачах шутламасть пурнăç çине çăмăллăн тинкерме хăнăхнă çамрăк. Самантлăха киленÿ илессишĕн наркотик тутанни те шиклентермест

Подробнее

Хисеплĕ ят панă

Район администрацийĕн 2020 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчи 229-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн район умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн Алексей Владимирович Сайкин генерал-лейтенанта Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ ят панă. А.Сайкин Вăрăмхăва ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх службин тивĕçтерÿ службин ертÿçин çумĕнче

Подробнее

Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă

Кипеç ялĕ мĕнле пуçланса кайни çинчен ваттисем каласа хăварнине халĕ никам та астăвакан çук. Истори материалĕсем тăрăх çеç тупсăмне тупма пулать. XVII ĕмĕр варринче ун чухнехи Сĕве уесĕн Кармами вулăсне кĕнĕ Кипеч ялĕнчен /халĕ Канаш районĕ/ Апанаспа Эштепен хăйсен тăванĕсемпе Кĕçĕн Пăла тăрăхĕнчи вĕтлĕхпе ÿссе ларнă шурлăхлă тăлăх хире куçса

Подробнее

Виçĕ бюллетень пулĕ

Суйлав кунĕсенче суйлавçăсем алла виçĕ бюллетень илеççĕ. Пĕрремĕшĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхне, иккĕмĕш – районти Депутатсен Пухăвĕн депутачĕсене, виççĕмĕш – ял тăрăхĕсен Депутачĕсен пухăвĕн депутачĕсене суйламалли бюллетеньсем. Августăн 3-мĕшĕ тĕлне суйлава хутшăнакан мĕн пур кандидата регистрацилес ĕç вĕçленнĕ. Республика пуçлăхĕн лавне туртса пыма кăмăл тăвас текен 11 кандидатран 5-ĕшне регистрациленĕ. Çакăн

Подробнее

Заявленисем йышăнатпăр

Суйлавçă сентябрĕн 11-13-мĕшĕсенче иртекен суйлава хăй пропискăра тăракан вырăнта хутшăнаймасан /тĕрлĕ сăлтава пула Чăваш Республикинчи тĕрлĕ хулара е районта пулма тÿр килсен/ çак кун унăн вăхăтлăх пурăнакан вырăнта сасăлама ирĕк пур. Çапла тăвас тесен гражданинăн сентябрĕн 9-мĕшĕччен Елчĕк районĕнчи территори суйлав комиссине паспортпа пырса заявлени çырмалла. Çавăн пекех заявление Елчĕкри Тĕп

Подробнее

Парăмсем чакнă

ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 42-мĕш сессийĕнче Чăваш Енре республика бюджечĕ 2019 çулта мĕнле пурнăçланнине пăхса тухнă. Республика бюджечĕ пĕлтĕр, тĕпрен илсен, экономика аталанăвĕн йĕркеллĕ условийĕсенче пурнăçланнă. Пĕтĕм макрокăтарту тĕлĕшĕнчен, тĕслĕхрен, промышленность производствин индексĕ, ял хуçалăх продукцине туса илес енĕпе ÿсĕм пулнă, вĕсем Раççейри вăтам кăтартуран пысăкрах. Тĕп капитала хывакан инвестицисен калăпăшĕ

Подробнее

Шкула кайма – пулăшу

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн «Виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене пулăшасси çинчен» хушăвĕпе вулакан маларахах паллашнă ĕнтĕ. Тунтикунран вара документсене йышăнма пуçланă. Чăваш Енре пурăнакан, Раççей гражданинĕ шутланакан нумай ачаллă ашшĕ-амăшне, ача усрава илнисене тата опекунсене шкула çÿрекен кашни ачашăн 5000-шер тенкĕ парĕç. Пулăшăва çемьери кашни çын пуçне

Подробнее

50-мĕш ача

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче кăçалхи 50-мĕш пепкене регистрациленĕ. Аслă Елчĕкри Петрпа Татьяна Немцевсем çут тĕнчене килнĕ иккĕмĕш ачине Тимофей ят панă. Çав ятпа вĕсене ЗАГС пайĕн специалисчĕ Валентина Спиридонова саламланă.

Подробнее