Воскресенье, 22 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 32)

Ыр кăмăллăх ĕçĕ — сăваплă

Григорьевсен çемйи Çын хăйĕн пурнăçĕнче мĕне ытларах хăнăхать - çавна çул уçса пырать. Ыр кăмăллăх аллине тăсма хăнăхнă çын пулăшусăр ларма пултараймасть. Унашкаллисем сахаллăн мар округра. Хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийĕ пынă май вĕсем çинчен ытларах та пĕлетпĕр. Елчĕкри "Ритуал" предприятие 20 çул ытла ертсе пынă Леонид Григорьева пĕлмен çын çуках. Ĕçĕ пирки

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

Тайваньрен - ылтăнпа Тăрăм ялĕнче çуралса ỹснĕ Александр Константинов Раççей спорт мастерĕ тăтăшах çĕнтерỹпе савăнтарать. Пĕлтĕр вăл Кăркăсстанра иртнĕ çамрăксен Ази шайĕнчи ăмăртăвĕнче малти пулнă. Кăçал та ăннă кире пуканçăна. Тайванĕн тĕп хулинче - Тайбэйра 95 килограммран йывăртарах атлетсем хушшинче вăрăм цикл мелĕпе вăл икĕ 32 кг пукана 64 хутчен çĕкленĕ. Анатолий

Подробнее

Банксен укçине куç хывнă

Каварлашнă ушкăн ултавлă майпа банксен 9 миллион яхăн тенкине вăрланă. Суд умне тăххăрăн тăнă. Следстви комитечĕн республикăри органĕсем пухнă материалсене суд вĕсем тĕлĕшпе приговор палăртмашкăн çителĕклĕ тесе хакланă. Следстви тата суд тĕпчесе палăртнă тăрăх, банксен укçине вăрлассине Çĕнĕ Шупашкар çынни,31 çултискер, хăйĕн пĕлĕшĕпе, 26-ри хĕрарăмпа, пĕрле 2021 çулхи раштавра йĕркеленĕ. Ансат

Подробнее

«Награда хуçине тупнă»

тенине час-часах илтме пулать. Вăрăмхăва ялĕнчи 81 çулхи Виталий Смирнов Елчĕкри тĕп больницăра сипленчĕ. Пĕр кунĕнче ун патне терапи уйрăмне иккĕн - Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланисен округри пĕрлĕхĕн ертỹçи Николай Павлов тата унăн çумĕ Анатолий Анисимов пырса кĕчĕç. Вĕсем пенсионера "Группа войск в Германии" медальпе чысларĕç, çирĕп сывлăх

Подробнее

Питĕ сиенлĕ

Табак туртни сывлăхшăн питĕ сиенлĕ пулнине пурте пĕлеççĕ, анчах пĕтĕмлетỹ тума шутламаççĕ. Пируспа туслă çыннăн чи малтан сывлăш органĕсем сиенленеççĕ. Пирус тĕтĕмĕнче 4 пин ытла химилле япала шутланать, вĕсенчен нумайăшĕ рак чирне те ярать. Кунсăр пуçне тата çĕр ытла наркăмăшлă япала, радиоактивлă хутăшсем пурри те паллă. Пĕр пачка сигарет çулталăкра 500 рентген

Подробнее

Инсультпа инфаркт патне илсе çитерет

Чылай çын артерири юн пусăмĕ хăпарнипе гипертони чирĕпе аптăрать. Ку чир инфарктпа инсульт патне илсе пырать. Çавна пулах çĕр чăмăрĕ çинче кашни улттăмĕш çын пурнăçран уйрăлать. Çынсем хушшинче тăтăшах гипертони аслă ỹсĕмрисен чирĕ тенине илтме пулать. Юлашки çулсенче вăл палăрмаллах "çамрăкланчĕ", ку чирпе халĕ 40 çула çитменнисем те аптăраççĕ. Гипертони хăй

Подробнее

Улталанар мар!

Шупашкарта пурăнакан тивĕçлĕ канури хĕрарăм темиçе уйăхра ултавçăсене пĕр миллион çурă ытла тенкĕ куçарса панă. Пĕрремĕш хут вăл полицие пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче пулăшу ыйтса пынă. Ун чухне инвестици хывса ĕçлесе илес тесе 150 пин тенкĕ çухатнă. Чỹк уйăхĕнче ун патне "банк ĕçченĕ" шăнкăравланă, "хăрушсăр счет" çине укçа куçарма ỹкĕте кĕртнĕ. Пенсионер

Подробнее

Çĕр улми лартаççĕ

Округри уй-хирсенче кăçал çĕр улми лаптăкĕ 378 гектар йышăнмалла. Чи пысăк лаптăк - 220 гектар, яланхиллех "АСК-Яльчики" ОООра. Ĕнерхи кун тĕлне илсен кунта апат-çимĕçре усă курмалли "иккĕмĕш çăкăра" 60 гектар çинче лартнă. Ытти пĕтĕмпех - вăрлăхлăх лаптăк. Кунти пĕтĕм ĕçе наука хушнă пек йĕркелеççĕ, çĕр улмие шăваракан лаптăксенче çитĕнтереççĕ. Вĕсен сорчĕсем

Подробнее

Ентешлĕх пĕрлештерет, çĕнĕ вăй-хăват кỹрет

Иртнĕ шăматкун Чăваш патшалăх академи драма театрĕ кунĕпех халăх шавĕпе тулса тăчĕ. Кунта Раççейри Çемье, Чăваш Енри Экологи культури тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курассин çулталăкне тата "Елчĕк ен ентешлĕхĕ" обществăлла организацине йĕркеленĕренпе 30 çул çитнине халалланă уяв иртрĕ. Фойене пырса кĕрсенех ентешсен - алă ăстисен тĕлĕнмелле паха ĕçĕсемпе, çыравçăсен пуян

Подробнее

Сỹтсе явмалли, канашламалли нумай пулнă

Иртнĕ эрнере округ шайĕнчи "Чăваш Ен тĕревĕ" ятпа йĕркеленĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ пулса иртнĕ. Унта предпринимательсене тỹррĕнех пырса тивекен çивĕч ыйтусене уçăмлатнипе пĕрлех бизнеса тухăçлă аталантарма май паракан мелсем пирки те сỹтсе явнă. Округри социаллă экономика аталанăвĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх пысăк вырăн йышăнать. Çакăн йышши мероприятисем шăпах предпринимательсен

Подробнее