Воскресенье, 22 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 36)

Курмалăх пур, тунă ĕç те — куç умĕнче

Республикăра "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕсем пулăшнипе юлашки пилĕк çулта сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкĕн 152 объектне тунă: врач офисĕсем, амбулаторисем, фельдшер-акушер пункчĕсем… Федераци укçине явăçтарса 2020 çулта Шупашкарта пысăк тата нумай профильлĕ поликлиника хута янă, 2021 çулта ача-пăча 2-мĕш больницин çĕнĕ инфекци корпусĕ ĕçлесе кайнă. Кăçал Канаш округĕнчи Шăхасанти поликлиника строительстви

Подробнее

Электрон мелпе çырăнаççĕ

Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ майĕпен цифрăна куçать. Кун пирки ЧР Информаципе аналитика медицина центрĕн директорĕ Светлана Ананьева пĕлтернĕ. Сăмахран, патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă тухтăр патне çырăнассипе пирĕн регион малтисен йышĕнче. Республикăри ФАПсем телемедицинăпа анлă усă курни те çĕнĕлĕх мар. Çак мел чылай ыйтăва вырăнта татса пама пулăшать. 2023 çулта аякра вырнаçнă ялсенче

Подробнее

Ан улталанăр!

Юлашки вăхăтра чи нумай преступлени мошенниксемпе çыхăннă. Тĕрĕссипе, хăшĕ-пĕрисем преступниксене хăйсем пулăшаççĕ мар-и? Кашни уйăхра 220 миллион тенкĕ ытла çухатни çавăн çинчен калать те. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ултавçăсен ĕçĕсем çинчен тăтăшах çыраççĕ, кăтартаççĕ, каласа параççĕ. Эпир те, Елчĕкри полици пайĕнче ĕçлекенсем, асăннă темăна кун йĕркинчен кăлармастпăр. Иртнĕ кунсенче Елчĕкри вăтам шкулта

Подробнее

Патриотсем пуртан çĕршыв çирĕп

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи шкула ачасем çывăхри ялсенчен те вăтам пĕлỹ илме çỹретчĕç. Шкулта çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕç çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратчĕç, ку енĕпе сахал мар ĕç туса ирттеретчĕç. Ачасене мĕн пĕчĕкренех Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентмеллине тĕпе хурса тăрăшатчĕç вĕрентекенсем. Уйрăмах вăл вăхăтра

Подробнее

10 ача амăшĕ

Тĕмер ялĕнче çуралса ỹснĕ, унтах пурăнакан Римма Аркадьевна Васильева пирки пырать ман сăмахăм. Вăрçă пуçланиччен, 1939 çулта çуралса, ачалăхне хаяр вăрçă çулĕсенче ирттерме тỹр килнĕ Римма аппана. Çав çулсенчи йывăр, асаплă пурнăç ĕмĕрлĕхех асра юлнă унăн. Ялти шкула лайăх вĕренсе пĕтерет хĕр. Малаллахи пĕлĕве ỹстерес тесен Аслă Таяпа шкулне каймалла пулнă.

Подробнее

Икĕ вăрçă ветеранĕ

Кашни килте тенĕ пекех çемье архивĕнче кивĕ хутсемпе документсем, сăнỹкерчĕксем упранаççĕ. Вĕсем утса тухнă пурнăç çулне, событисене аса илтереççĕ. Патреккелти Демьян Никифорович Клементьевăн пурăннă çулсенче хăйне евĕрлĕ пĕчĕк архив упраннă. Уяв кунĕсенче унти документсене час-час алла илнĕ вăл. Уйрăмах Демьян красноармеец кĕнекине куç пек упранă. 1935 çулта кĕçĕн командирсем хатĕрлекен

Подробнее

Ашшĕпе ывăлĕ те фашиста хирĕç çапăçнă

Вăрçă ветеранĕсем пирĕн хушăмăрта текех çук ĕнтĕ. Вĕсен паттăрлăхĕ пирки аса илĕвĕсем каласа параççĕ. Елчĕк ялĕнче пурăннă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ - иккĕмĕш ушкăнри инваличĕ пулнă Владимир Васильевич Емельянов вăрçă çулĕсене çапларах аса илнĕ: "Мана 1942 çулхи августăн 13-мĕшĕнче çара илчĕç. Эпĕ ун чухне Тутарстанри Пăва хулинчи ветеринари техникумĕнче виççĕмĕш

Подробнее

Кандидат нормативне тултарнă

Канаш округĕнчи Аслă Пикшикри спорт шкулĕнче СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн, Олимп вăййисен бронза призерĕн Сергей Корнилаевăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Пĕтĕм Раççейри 36-мĕш турнирĕ иртнĕ. Елчĕк округĕн чысне унта Сергей Александров тренерăн вĕренекенĕ Денис Иванов хỹтĕленĕ. Ăнăçлă та! 71 килограма çитичченхи виçере вăл кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарнă.

Подробнее

Иккĕмĕш вырăнта

Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерстви "Ĕçе тата оборонăна хатĕр" Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн кăçалхи I кварталти рейтингне пĕтĕмлетнĕ. Ăна тăхăр кăтартăва пăхса хакланă, çав шутра хаçатра пичетленĕ материалсене те шута илнĕ. Пирĕн округ, Каçалсем хыççăн, 2-мĕш вырăн йышăннă. Виççĕмĕш - Тăвайсем. Вĕсем 2023 çула та çак йĕркепех вĕçленĕччĕ.

Подробнее

Конкурс иртнĕ

Раççейри Çемье, Чăваш Енри Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăкĕсене, иртнĕ кунсенче пулса иртнĕ Чăваш чĕлхин кунне халалласа тĕп библиотекăра И.Я.Яковлев тата Г.Н.Волков çырнă калавсем тăрăх "Чăвашри ачалăх тĕнчи" ятпа инсценировкăсен конкурсĕ иртнĕ. Унта шкул çулне çитмен тата шкулта вĕренекен ача-пăча хутшăннă. Ку чухне вĕсен чăвашла лайăх калаçма

Подробнее