Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 402)

Шухăшлаттарма кирлех

Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура çивĕч ыйту сахал мар хускатрĕ. ВИЧ çăмăлттайлăха каçармасть Леонард Левый Чăваш Республикин Правительство комиссийĕн черетлĕ ларăвĕнче пирĕн района ВИЧ-инфекципе /çыннăн организм иммунитечĕ хавшани е пĕтни/ епле кĕрешни çинчен итленине пĕлтерчĕ. Вăл палăртнă тăрăх,

Подробнее

Республикăра

Ыйту пур – çырса яр Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхпа яланах уççăн калаçать. Республикăра пурăнакансен шухăш-кăмăлне пĕлес, тĕрлĕ ыйтăва татса парас тĕллевпе ертÿçĕ журналистсене пресс-конференцие пуçтарать, Чăваш наци телекуравĕн эфирĕнче «тÿрĕ лини» ирттерет. Кунашкал тĕл пулусем малашне те йĕркеленĕç. Çавна май Михаил Игнатьева памалли ыйтусене вулакансем «Хыпар» хаçат редакцине те çак

Подробнее

Район пурнăçĕ

Пушар – хăрушă Пушар хуралĕн ĕçченĕсем районти предприятисемпе организацисенче пулса пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнма хистес, инкек пулас пулсан ăна çухатусемсĕр сирсе яма хăнăхтарас тĕллевпе вĕренÿсем йĕркелеççĕ. Çакăн евĕр черетлĕ вĕренÿ Елчĕкри культура çуртĕнче иртнĕ. Кăçал районта 17 пушар тухнине регистрациленĕ /иртнĕ çул çак тапхăрта – 16/. Хĕрлĕ çулăм кÿнĕ тăкак 820 пин

Подробнее

Лайăх кăтарту

Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев çакна палăртса каланă: – Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн методологийĕпе шутласа кăларнă ĕçсĕрлĕх шайĕн кăтартăвĕ Чăваш Республикинче 2019 çулхи виççĕмĕш кварталта вăтамран 4,3 процентпа /2018 çулхи çак тапхăрта – 4,8 процент/ танлашнă. Регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп индикаторĕ шутланакан çак кăтарту Раççей

Подробнее

Çамрăк выльăхсене – тимлĕх

Сывă та тĕреклĕ пăру çитĕнтерес, продуктивлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тесен зооветеринари йĕркисене çирĕп пăхăнса ĕçлемелле. Пăруличчен 2 уйăх малтан ĕнесене уйрăм ушкăнра пăхса усрамалла. Рациона апат тăварĕ, пурă çăнăхĕ, минераллă тăварсем кĕртмелле. Пĕтĕ выльăхсене сума пăрахтарсан лайăх пахалăхлă симĕс утăпа, сĕтеклĕ ытти апатпа, концентратпа тăрантармалла. Утă пулмасан 3-4 килограмм кишĕр, шăтарса сăмсалантарнă

Подробнее

Ытлашши шывсăр пулмалла

Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен Еврази экономика союзĕн «Пулă тата унăн продукцийĕн хăрушсăрлăхĕ çинчен» техрегламентăн куçăм тапхăрĕн йĕрки вăйне çухатнă. Çапла майпа пулă суту-илĕвĕпе çыхăннă, çын сывлăхне хÿтĕлес тата ултавран хăтăлас тĕллевпе йышăннă пĕлтерĕшлĕ документсенчен пĕри вăя кĕрет. Ăна пилĕк çĕршыври ученăйсемпе специалистсем хатĕрленĕ. Техрегламент тĕп тĕллевĕ – пулă продукцине хăрушсăр тăвасси –

Подробнее

Лиза – призер

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ÿнер тата искусство шкулĕсенче вĕренекенсен тĕнче шайĕнчи «Солнечный круг» конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене чысланă. Кунтах вĕсен ĕçĕсенчен курав йĕркеленĕ. Ăна Чăваш Республикин халăх художникне Вольт Медведева халалланă. Конкурса Елчĕкри искусство шкулĕнче ăсталăх туптакан Елизавета Мурзакаевăпа Диана Афанасьева, Анастасия Сусметова хутшăннă. «Декораци живопиçĕ» номинацире Елизавета «Натюрморт с чайником»

Подробнее

АК-47 автомат хуçи

М.Калашников туса хатĕрленĕ АК-47 автомат тĕнчипе палăрнă. Тĕнчере çак пăшалăн 100 миллиона яхăн тĕслĕхне туса кăларнă, унпа çĕр ытла çĕршывра усă кураççĕ. Михаил ачаранах тĕрлĕ техникăпа интересленнĕ, вĕсен тытăмне тĕпченĕ. 1938 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă йĕкĕт. Вăрçа 1941 çулта августра кĕнĕ, октябрь уйăхĕнче Брянск патĕнчи хĕрÿ çапăçусенче йывăр аманнă. Госпитальте

Подробнее

Çĕнĕ оборудованисемпе пуянланаççĕ

Чăваш Енри больницăсем çĕнĕ йышши медицина оборудованийĕсемпе пуянланаççĕ, тухтăрсене хальхи сиплев мелĕсене вĕренме майсем туса параççĕ. Кăçал Чăваш Республикин Медицинăри ятарлă страховани территори фончĕ ялсенчи больницăсем валли оборудовани туянма тата медицина ĕçченĕсен професси ăсталăхне ÿстерме 26,4 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа 19 оборудовани туяннă, улттăшне юсанă, 90 тухтăрăн квалификацине ÿстернĕ.

Подробнее

«Ялти ипотека» программа

Раççейре 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче «Ялти ипотека» программа старт илет. Проекта пирĕн республика та хутшăнма хатĕрленет. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн ял çыннисем, çавăн пекех хуларан яла пурăнма куçма хатĕрленекенсем çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май паракан 3 процент ставкăпа кредит илме пултараççĕ. Ипотекăна 20 çуллăха 100 пин тенкĕрен пуçласа 3 миллион тенкĕ таран параççĕ.

Подробнее