Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 581)

Шаннă йăвара кайăк пулмасан…

 Сехет йĕпписем пĕр вĕçĕмсĕр шаккаççĕ. Вăхăт тăхтавсăр васкать. Сехет, кун, эрне, уйăх, çул - ĕмĕр те çаплах иртсе каять. Натиш 55 çула çитрĕ. Тивĕçлĕ канура вăл халĕ. Кунĕпе, çĕрĕпе пĕччен. Хăш чухне ыйхă вĕçнĕрен çĕрле тăрса кăштăртатса çỹрет, канăç тупаймасăр чỹрече умне пырса тăрать. Качча тухса пỹрт тулли ача çитĕнтернĕ

Подробнее

Тимлĕх — чи малти вырăнта

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура иртнĕ эрнери пĕлтерĕшлĕ ĕçсене хак панă, район пурнăçĕнчи ытти кирлĕ ыйтусене те сÿтсе явнă. Чăваш Республикинчи гражданла оборона ĕçĕсен тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ, Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕн правленийĕ вырăна тухса

Подробнее

Ĕçе вĕçлесен канма лайăх

«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн ака пăттин уявне йĕркелесси, çапла майпа çĕр ĕçченне унăн пархатарлă ĕçĕшĕн кĕрекене лартса чысласси йăлана кĕнĕ. Тăрăм ялĕн кăнтăр енче пысăках мар кÿлĕ пур. Канмалли вырăн тăвас тĕллевпех, правлени ĕçченĕсем ун йĕри-тавра чылай çул каяллах хурăн, йăмра йывăççисен хунавĕсене лартса хăварнă.

Подробнее

Тивĕç çывăхлатнă

- Елчĕкри электросеть коллективĕнче Борис Албарцевпа пĕр вăхăтра - 2007 çулта ĕçлеме пуçларăмăр эпир: эпĕ - электромонтерта, вăл - водительте. Чылай çул пĕр сменăра тăрăшса пĕрне-пĕри çывăх пĕлсе çитрĕмĕр. Çил-тăвăлта е шалкăм çумăрлă çанталăкра авари пулнă вырăна яланах пĕр йышпа тухса кайнă, кирек хăш чăрмава та халĕ те пĕрлех çĕнтерсе

Подробнее

Ÿркенмесен ÿркев пусараймасть

Çу кунĕсем пулсассăн та çанталăк сулхăн та çиллĕ тăрать. Çурçĕртен вĕрекен çил çĕр каçа та лăпланмарĕ. Ир енне кăна кăштах кăтăш пулса илчĕ Тамара. Çĕрĕпе канлĕ çывăраймарĕ пулсан та тул çутăличчен ура çине ваштах сиксе тăчĕ. Кил картинче выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, хур-кăвакал сахал мар, ĕçе кайиччен вĕсене пăхмалла, айсарăмне тасатмалла, тислĕк

Подробнее

Раççей Президенчĕ «тÿрĕ лини» ирттерет

Ыран, июнĕн 7-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тÿрĕ эфирта çынсене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хуравлать. Мускав вăхăчĕпе кăнтăрла 12 сехетре «Первый», «Россия 1», «Россия 24», «ОТР 2» телеканалсен, «Маяк», «Радио России», «Вести ФМ» радиостанцисен эфирне кашни çул кăларакан «Владимир Путинпа «тÿрĕ лини» пулать. Вăл кăçалхипе 16-мĕш хут иртет. Президент граждансен çĕршыв

Подробнее

Нумай хваттерлĕ 252 çурта юсаççĕ

Кăçал республикăри нумай хваттерлĕ 252 çурта, пурĕ 813,5 миллион тенкĕлĕх тĕпрен юсама палăртнă. Капиталлă юсав фончĕн генеральнăй директорĕ Олимпиада Епифанова пĕлтернĕ тăрăх, çак çуртсенче 22,8 пин çын пурăнать. Апла пулсан, вĕсен пурнăç условине лайăхлатма май пулĕ. Юсав ĕçĕсен пĕтĕм калăпăшĕн çурри çуртсен тăррисене улăштарассипе тата çĕнетессипе çыхăннă. Ытти - ăшă, шыв,

Подробнее

Энергетиксене — пысăк тав

Юлашки вăхăтра çут çанталăкри тĕлĕнмелле пулăмсемпе тĕл пулатпăр. Ĕнер кăнтăрла иртсен 3 сехет тĕлнелле Елчĕк ялĕ çийĕн вăйлă çил-тăвăл алхасрĕ, шалкăм çумăр çурĕ, çынсем ниçта тарса пытанма пĕлмерĕç. Первомайски тата Кооператив урамĕсенчи кермен пек икĕ хутлă хăтлă çуртсен çÿллĕ те анлă хуралтисен тăррисене алхаснă вăйлă çил лапкăшĕпех çын çÿрекен вырăна -

Подробнее

«Сувар» парнисемшĕн

Тутарстанри Пăва хулинче чăвашсен «Сувар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн 5-6 классенче вĕренекенсем хушшинче черетлĕ мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Ăмăртура Елчĕкри вăтам шкул команди те вăй виçнĕ. Николай Волков физкультура учителĕ ертсе пынипе футболистсем 9 командăран иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. Вĕсем çивĕч тупăшура вырăнти вăйлă командăна 0:1 шутпа çеç выляса янă.

Подробнее

Елчĕк енĕм

Эсĕ, Елчĕк енĕм, Пуринчен хитри. Ман чунри кĕтесĕм, Эсĕ - чăн ырри. Çыннусем хастаррăн Тăрăшаç хирте, Паттăрсем маттуррăн Чи малти ретре. Сан çине пăхсассăн Чунăм савăнать. Эс ĕçчен пулсассăн Вăйăм хушăнать. Кашни çын кар тăтăр Упрама яла. Кашниех пултартăр Уншăн вăй хума. Кунран-кун янратăр Иксĕлми сассу. Çын çинче янратăр Санăн ыр яту. Т.МИХАЙЛОВА. Ĕнел.

Подробнее