Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 585)

Елчĕксем — «Вирьял шевлинче»

Чăваш эстрада юрăçисен регион шайĕнчи «Вирьял шевлисем» фестиваль конкурсĕ Элĕкре иртнĕ. Унта 36 юрăç хутшăннă. Елчĕкри Сергей Баранов «Çуркунне» юрăпа сцена çине тухнă. Çавăн пекех Çĕнĕ Пăвари «Камбрэ» ташă ушкăнĕ те хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Елчĕксем дипломпа тата парнесемпе таврăннă.

Подробнее

Ăнăçу пултăр

Апрель-май уйăхĕсенче çĕршыври 40 хулара Пĕтĕм Раççейри çамрăк талантсен «Синяя птица» конкурса суйласа илессишĕн пыракан юлашки тапхăр иртнĕ. Шупашкарти конкурса Елчĕкри искусство шкулĕнче юрлас ăсталăха туптакан Ульяна Патшина «Балалайка», Виктория Романова «Ой, ты, вишенка», Елизавета Казначеева «Вдоль по Питерской» юрăсемпе тĕрлĕ номинацире хутшăннă. Елчĕк шăпчăкĕсем юрлакан видеоматериалсене Мускава ярса панă. Ăнăçу

Подробнее

Мăн асаттесен çул-йĕрĕпе

Елчĕк районĕ хăйĕн историйĕпе, паллă çыннисемпе пуян. Июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртекен велочупăвăн виççĕмĕш тапхăрĕнче районти археологи палăкĕсемпе паллашма майсем пур. Маршрут 10 сехетре «Улăп» спорт комплексĕ патĕнчен пуçланать. Сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакансем тата район историйĕпе кăсăкланакансем çак кун Курнавăш, Хĕрлĕçыр, Тĕмер ялĕсен çывăхĕнчи улăп тăприсем патне, хулаша, чиркÿ вырăнĕсене çитсе килĕç. Елчĕкри

Подробнее

Саккуна пăснă

Алкоголь продукцийĕпе ятарлă лицензи илсен анчах суту-илÿ тума ирĕк пур. Елчĕк район сучĕ Елчĕкри пĕр кафере тăрăшакан Г. тĕлĕшпе пуçарнă административлă ĕçе пăхса тухнă. Арçын Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 14.17.1 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн айăпланнă. Вăл 2018 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче кафере алкоголь продукцийĕ сутма лицензи çуккине курах тавар туянакан А.-на эрех

Подробнее

Укçа сĕннĕ

Республикăри пĕр районта пурăнакан 31 çулхи арçынна ÇÇХПИ ĕçченне укçа-тенкĕ сĕннĕшĕн айăплаççĕ. Арçын хăйĕн автомашинине пĕлĕшне шанса панă, лешĕ водитель удостоверенийĕ çук пулин те республика тăрăх ярăнма тухса кайма хăраман. Автомашина хуçи юнашар пулнă. Çул-йĕр патруль службин инспекторĕсем чарсан айăплавран пăрăнас тесе автомобиль хуçи 36 пин тенкĕ сĕннĕ, анчах та лешсем

Подробнее

Шăпа пĕрлештернĕ мăшăр

 Икĕ хĕрĕ шкултан, мăшăрĕ ĕçрен килнĕ çĕре апат хатĕрлес тесе ăшталанчĕ Валерия. Çемье юратакан купăстапа какай кукăлĕ, духовкăра пĕçернĕ хур тутлă шăршă кăларчĕç. Ĕçрен черетлĕ отпуск илнĕскер кун каçа чылай ĕç туса ĕлкĕрет хĕрарăм. Хăш та пĕрисем отпуск вăхăтĕнче путевкăсем туянса Хура тинĕс хĕррине кайма ĕмĕтленеççĕ пулсан, Валерийăн кану вăхăтне

Подробнее

Янăрарĕ юлашки шăнкăрав

Майăн 23-мĕшĕнче районти шкулсенче пĕлÿ пухнă 304 вĕренекеншĕн, вăл шутран вунпĕрмĕшсем 112, тăххăрмĕшсем 192, юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Уяв мероприятийĕсене район, ял тăрăхĕсен администрацийĕн представителĕсем, педагогсем, ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç. Елчĕк шкулĕ. Çын пурнăçĕнчи ĕмĕр асра юлмалли самантсенчен пĕри вăл – шкултан вĕренсе тухнă ятпа янăракан юлашки шăнкăрав уявĕ. Вăл кăçал 11 класран вĕренсе

Подробнее

Йыша ÿстерессишĕн

Паянхи библиотекаре сăнлакан пахалăхсем - çынпа хутшăнма пĕлни, тарăн пĕлÿ, кăмăллăх. Библиотекарь умĕнче тăракан тĕп тĕллев - кĕнеке çуртне килекенсене хăтлăх туса парасси, пĕрре килсе курнă вулаканăн малашне тата та кунта килес туйăмне аталантарасси. Паянхи библиотекарь вăхăтпа пĕр тан утма ăнтăлать, çавна май кĕнекесене халăх хушшинче сарас, вулакансен йышне ÿстерес ĕçре

Подробнее

Кашни ĕçĕн йĕрки пур

«АСК-Яльчики» ОООра 250 гектар лаптăкри çĕр улмине кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа лартса хăварма ĕлкĕрнĕ. Тĕпрен илсен, ÿсен-тăран отрасльне аталантарассине тĕп вырăна хурса тимлекен çак ял хуçалăх предприятийĕнче кашни ĕçе пĕлсе йĕркелеççĕ. Чи çирĕп йĕркене - агротехникăна пăхăнса пурнăçланăран кунта кашни çул тухăçлă тыр-пул, çĕр улми туса илеççĕ. Сăн ÿкерчĕкри Лев Пудовкин

Подробнее

Вулавăш халăха кирлĕ

Юлашки вăхăтра, çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕрсе пынă май, библиотекăсем хăйсен пĕлтерĕшне çухатрĕç, кĕнеке вулакансен йышĕ чакнă тенине час-часах илтме пулать. Çапла, паян килтен тухмасăрах кăмăла каякан кĕнеке, хаçат-журнал вулама пулать. Пурнăç куç умĕнчех улшăнса пыни аван, çапах кĕнекене алла тытса вуланинчен пахи нимĕн те çук. Аса илер-ха иртнĕ ĕмĕрти ял библиотекисене.

Подробнее