Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 584)

Пурнăç саккунĕнчен иртеймĕн

Василий Павлович Павлов 1916 çулта Кÿлпуç ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăрçă чарăнсан тăван яла таврăннă. Колхозра тĕрлĕ ĕçе хутшăннă. Ял хĕрĕпе, Елена Александровнăпа, çемье çавăрнă, 5 хĕрпе 1 ывăл çуратса кун çути парнеленĕ. Ÿссе çитĕнсен хĕрĕсем хамăр районти тĕрлĕ ялсен йĕкĕчĕсене качча тухса çемье çавăрнă: Галинăпа

Подробнее

Хаçата кăмăлласах çырăнаççĕ

Кÿлпуçри почта çыхăну уйрăмĕнче хаçат-журнала çырăнтарас плана çулсеренех тултарса пыраççĕ. Светлана Яшина ертÿçĕ Валентина Охотина тата Елена Анисимова почтальонкăсен ĕçĕпе кăмăллă. Харсăр ĕçченсем кирек хăш çанталăкра та вулакансем патне вăхăтра çитсе хаçат-журнал салатаççĕ, пенсипе тата ытти тÿлевпе тивĕçтереççĕ. «Елчĕк ен» хаçата ку тăрăхра кăмăлласах çырăннине хыпарлаççĕ вĕсем. Сăн ÿкерчĕкре: почта çыхăну уйрăмĕн

Подробнее

Хĕрне çапнă

Елчĕкре пурăнакан 47 çулхи гражданина район прокуратури Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 156 статйинче пăхса хăварнă преступленишĕн айăплать. А. çул çитмен хĕрне воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçламан, эрех ĕçнĕ хыççăн ăна час-часах килĕнчен хăваласа кăларса ярса психика тата мораль тĕлĕшĕнчен сиен кÿнĕ. 2018 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче вăл, ÿсĕрскер, хĕрĕпе вăрçăнма пуçланă,

Подробнее

Вĕренмесĕрех диплом?

Ултавпа инçе каяймăн. Хăçан та пулсан çиеле тухатех вăл. Елчĕк район прокуратури Интернет çыхăнăвĕнчи сайтсене тĕрĕсленĕ май Раççей Федерацийĕн территорийĕнчи хуласенчи, çав шутран Шупашкарти вĕренÿ учрежденийĕсен дипломĕсене /вĕренсе пĕлÿ илмесĕрех/ туянма сĕнекен сайтсене асăрханă. Саккуна хирĕçлекен информаци вырнаçтарнă сайтсене хупса лартас тĕллевпе район прокуратури Елчĕк район судне тавăç тăратнă. Суд прокуратура тавăçне

Подробнее

Сăвăсран асăрханăр

Сăвăссем вăрманта кăна мар, пахчара та тапăнаççĕ. Чăваш Енри 130 çын вĕсенчен шар курнипе тухтăрсем патне пынă, вĕсенчен 1/4 пайĕ - ачасем. Çурхи кунсем пуçлансанах эпир вăрман сывлăшĕпе киленме юрататпăр. Анчах чылай чухне йывăç-тĕм ÿсекен çĕрте пĕчĕк çеç сăвăссем пуррине шута та илместпĕр. Çак пĕчĕк чĕр чунсем питĕ хăрушă, вĕсем сăвăс

Подробнее

Программа пулăшать

Ачасен каникула кайма шутлă кунсем юлчĕç. Каникул вăхăчĕ ашшĕ-амăшĕн тимлĕхне ÿстерме хистет. Ача урамра, çул çинче, кÿлĕсемпе юхан шывсен хĕррисенче инкек тÿсме пултарнисĕр пуçне ăна Интернетпа çыхăннă компьютер та пысăк сиен кÿме пултарать. Виртуаллă тĕнче ача-пăчана анчах мар, аслисене те хÿтлĕхпе тивĕçтерет тесе никам та шантараймĕ. Мĕншĕн тесен Интернет усăллă хыпарсемпе

Подробнее

«Тантăш», ĕмĕрÿ вăрăм пултăр

Çамрăк калемçĕсене хавхалантарни, пултаруллисене тупса палăртни, тĕрĕс çул-йĕр çине тăма пулăшни çав тери аван. Сăмахăм «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕн пуçарăвĕпе ирттернĕ çамрăк корреспондентсен 2-мĕш слечĕ пирки. Ăна кăçал «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă. «Хыпар» издательство çурчĕн çамрăк корреспондентсене пĕрле пухас йăли вăй илсе пырать.

Подробнее

Хĕр пĕрчисен конкурсĕнче

Пĕчĕкскерсен талантне тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ районти «Маленькая фея» конкурс тăххăрмĕш хут иртрĕ. Ача садне çÿрекенсемпе воспитательсем çак тупăшăва чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Кăçал 4-6 çулсенчи 11 хĕр пĕрчи хутшăнчĕ унта. Вĕсем чи малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç, унтан куракансене пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Конкурс çĕнтерÿçи Курнавăшри «Золотая рыбка» ача сачĕн воспитанникĕ Ксения Цветкова пулчĕ.

Подробнее

Кинофестиваль иртнĕ

Юлашки çулсенче ÿкернĕ чи лайăх фильмсем, паллă актерсемпе ирттерекен тĕлпулусем, автограф-сессисем, ача-пăча программисем тата пресс-конференцисем... Çаксемпе асра юлчĕ Шупашкарта майăн 21-25-мĕшĕсенче иртнĕ сахал йышлă халăхсен кинематографине халалланă Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль. Кинофорум хăнисене Чăваш Ен вун пĕрмĕш хут йышăнчĕ. Унта 6 регионтан 15 ĕç тăратнă, унсăр пуçне илемлĕ фильмсен конкурсне - 9

Подробнее

Хисепе тивĕç тухтăр

Нумай çул хушши район больницинче терапевт тухтăр пулса ĕçлет Вера Алексеевна Лапшина. Малтанхи вăхăтра вăл стационарта выртакан чирлĕ çынсене сиплетчĕ. Хальхи вăхăтра участок врачĕнче тăрăшать. Хăйне çирĕплетсе панă ялсенчен пыракан чирлĕ çынсене поликлиникăра та, ялсене кайса çÿремелли палăртнă кунсенче фельдшерпа акушер пунктĕнче те йышăнать. Ватă çынсемшĕн питĕ меллĕ ку. Вĕсене район

Подробнее