Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 583)

Кашни ĕçĕн йĕрки пур

«АСК-Яльчики» ОООра 250 гектар лаптăкри çĕр улмине кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа лартса хăварма ĕлкĕрнĕ. Тĕпрен илсен, ÿсен-тăран отрасльне аталантарассине тĕп вырăна хурса тимлекен çак ял хуçалăх предприятийĕнче кашни ĕçе пĕлсе йĕркелеççĕ. Чи çирĕп йĕркене - агротехникăна пăхăнса пурнăçланăран кунта кашни çул тухăçлă тыр-пул, çĕр улми туса илеççĕ. Сăн ÿкерчĕкри Лев Пудовкин

Подробнее

Вулавăш халăха кирлĕ

Юлашки вăхăтра, çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕрсе пынă май, библиотекăсем хăйсен пĕлтерĕшне çухатрĕç, кĕнеке вулакансен йышĕ чакнă тенине час-часах илтме пулать. Çапла, паян килтен тухмасăрах кăмăла каякан кĕнеке, хаçат-журнал вулама пулать. Пурнăç куç умĕнчех улшăнса пыни аван, çапах кĕнекене алла тытса вуланинчен пахи нимĕн те çук. Аса илер-ха иртнĕ ĕмĕрти ял библиотекисене.

Подробнее

Ĕçчен çынна ял савать

Ĕç кунĕ пуçланманччĕ те - редакцие ирхине-ирех вашават арçын кĕрсе тăчĕ. Вăл сăпайлă, тараватлă, уçă кăмăллă çын пулни тÿрех куçа курăнчĕ. Пĕр-пĕринпе наччас паллашрăмăр та. Аслă Пăла Тимеш ялĕнчен килсе çитнĕ Алексей Николаевич Платонов хăй мĕн çăмăлпа çÿренине пĕлтерме васкарĕ: - Вĕлле хурчĕсем сутатăп, çакăн çинчен хаçат урлă пĕлтересшĕн, - тесе сăмах

Подробнее

Бизнеса — анлă çул

Районти предпринимательсем муниципалитет экономикине çирĕплетессинче çулсерен тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен, вĕсенче ĕçлекен çынсен йышĕ ÿссе пыни çинчен, пушшех, савăнса каласа кăтартатпăр. Хальхи вăхăтра пирĕн районта пĕчĕк предпринимательлĕхĕн 578 субъекчĕ /вăл шутра 96 пĕчĕк тата вăтам предприяти/ тата 482 уйрăм предприниматель шутланать. Кăçал çак вăхăтчен 45 уйрăм предпринимателе

Подробнее

Экономика форумĕ хутшăнусене çирĕплетет

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен делегацийĕпе Санкт-Петербург хулинче майăн 24-мĕшĕнчен пуçласа иртекен экономика форумне хутшăнать. Малтанхи кун Михаил Игнатьев «Просвещение» управляющи компани президенчĕ Владимир Узун йыхравĕпе «Регионсен инфратытăмне аталантарасси: малашлăха инвестицисем хывни» ирхи ĕçлĕ апатланăва хутшăннă. Унта социаллă инфратытăма инвестицисем ытларах явăçтарас, этем капиталĕн аталанăвĕн тухăçлăхне ÿстерес, вĕрентÿ тытăмĕнчи

Подробнее

Сывлăх сыхлавĕн пункчĕ

«Шкул медицини», «Сывă куç» федераци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ачасем çамрăкранах тĕл пулакан куç чирĕсенчен асăрханас тата вĕсене кая юлмасăр сиплес тĕлĕшпе сывлăх сыхлавĕн пункчĕ уçăлнă. Çĕнĕ йышши офтальмологи оборудованийĕсемпе - «Визотроник», «Ручеек» аппаратсемпе тата «Лазервижн» куçлăх-тренажерпа усă курса профилактика сиплевĕсене ирттерме тытăннă. Районти тĕп больницăри Алевтина

Подробнее

Хулаша тĕпчеме хутшăнар-и?

Таяпа хулашĕ – федераци пĕлтерĕшлĕ археологи палăкĕ. 10-14-мĕш ĕмĕрсенчех тытăнса тăнăскер, унти 28 гектара яхăн йышăнакан территорие пилĕк çĕр çул каяллах тĕпченĕ кăштах. Аслă Таяпа ялĕ çумĕнчи çак вырăн вăрттăнлăхĕ паянхи ăсчахсене те питĕ кăсăклантарать. Çавна май кăçалхи июнĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 10-мĕшĕччен унта археологи экспедицийĕ ирттерме палăртнă. Ăна Чăваш патшалăх

Подробнее

Экзаменсене çирĕп сăнаççĕ

Вĕренÿ министрĕ Александр Иванов шкул ачисене экзаменсенче хăйсен пĕлĕвĕ çине шанма чĕнсе каланă, информаци хăрушсăрлăхĕн мерисем çинчен аса илтернĕ. Май уйăхĕн вĕçĕ - 9 тата 11 класс пĕтерекенсемшĕн хĕрÿ вăхăт. Майăн 25-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 29-мĕшĕччен 9-мĕш класс пĕтерекенсен тĕп патшалăх экзаменĕсем иртеççĕ. Кăçал вĕсене 11,7 пин ытла çын тытать. Аттестат илес

Подробнее

Елчĕксен çитĕнĕвĕсем курăмлă

Майăн 18-19-мĕшĕсенче Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти спорт объекчĕсенче Чăваш Республикин чемпионачĕ иртнĕ. Унта Елчĕк районĕн çăмăл атлечĕсем палăрнă. 2001-2002 çулсенче çуралнă яш-кĕрĕм хушшинче Хăвăлçырма ялĕнчи Анастасия Удалова - 400 метра, Владимир Кузьмин 800 метра чупассипе 2-3-мĕш вырăнсене йышăннă. 10 çухрăма хăвăрт утассипе Стелла Абдулкинăна /Лаш Таяпа/ çитекенни пулман. Чăваш Енĕн пĕлтĕрхи

Подробнее

Чăтăмлă, пултаруллă, хăюллă

... Ашшĕ сасартăк вилни çинчен илтсен Галя-студент пĕр вăхăт нимĕн тума та пĕлмерĕ. Мĕншĕн тесен çав хура хыпара унăн ниепле те ĕненес килмерĕ. Ара, хĕр хулана килнĕ чухне вăл чип-чиперех çÿретчĕ, нимĕн ыратни çинчен те каламастчĕ-çке! Çитменнине кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек ĕçреччĕ. Нумаях пулмасть вĕр çĕнĕ çăмăл машина панăччĕ те чирлĕ

Подробнее