Вторник, 7 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 660)

Чун юрласан, чĕре ташласан

Шупашкарти Трактор тăвакансен завочĕн культура керменĕнче "Çирĕп пирĕн çунатсем" ятпа республикăри аслă ăру çыннисен пĕрремĕш фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Ăна республикăри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Аслă Çĕнтерỹ 72 çул тултарнине халалланă. Конкурс-фестивале хутшăнакансемпе куракансене Чăваш Республикин культура министрĕ К.Яковлев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Аршинова, Чăваш Республикинчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен организацийĕн председателĕ Г.Васильев

Подробнее

Хĕле мĕнле хатĕрленеççĕ?

Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тата ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов ял хуçалăх предприятийĕсенчи выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕл тапхăрне мĕнле хатĕрленипе паллашас тĕллевпе "Сатурн" ЯХПКра пулнă. Çĕнĕ Пăвара вырнаçнă ĕне ферминче хальхи вăхăтра 653 мăйракаллă шултра выльăх шутланать, çав шутран 164-шĕ - сăвăнакан ĕнесем. Кăçалхи 9 уйăхра пĕр

Подробнее

Ĕç укçипе вăхăтра татăлмалла

Чăваш Республикинчи патшалăх ĕç инспекцийĕн ĕçченĕсем 2017 çулхи 9 уйăхра предприятисемпе организацисен ертỹçисем, уйрăм предпринимательсем ĕçлев саккунĕсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслевсен вăхăтĕнче (пурĕ 721 тĕрĕслев ирттернĕ) вĕсем ĕçлев саккунĕсене пăснă 2844 тĕслĕхе тупса палăртнă. Ĕçчене ĕç укçине вăхăтра парса татасси _ ертỹçĕн тĕп тивĕçĕ. Инспекци ĕçченĕсем ку енĕпе 9 уйăхра

Подробнее

Пирĕн ĕçтешĕн — сумлă юбилей

Çак кунсенче Елчĕк типографийĕнче чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Алексей Пантелеймонович Синин 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Алексей Пантелеймонович Тăрнашур ялĕнче çуралса ỹснĕ. Аслă Елчĕкри шкултан вĕренсе тухсан Çĕрпỹри ялхуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Виçĕ çул Совет çарĕн ретĕнче тăнă. Салтак шинельне хывсан тăван хуçалăхра, районти сельхозтехникăра, Елчĕкри строительство организацийĕнче производство начальникĕнче

Подробнее

Хаçат-журнал кăмăллакан çемье

Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕн тапхăрĕнче Аслă Елчĕкри почта çыхăну уйрăмĕнче вăй хуракан Надежда Чернова хаçат-журнал валеçнĕ май пур вулаканпа та тĕл пулма тăрăшать. Ку тăрăхра хаçата юратакансен йышĕ чылай пулнипе кăмăллă вăл. Ырă та ăшă чунлă почтальонкăна кашни килтех тараватлăн кĕтсе илеççĕ. Çак кунсенче Надежда Николаевна Евгения Васильевнăпа Вячеслав Петрович Маловсен

Подробнее

Кадетсем — çĕршыв пуласлăхĕ

Темиçе çул каялла пирĕн шкулта та, районта та кадетсем пирки пĕлмен те, шутламан та... Паян вара Елчĕк шкулĕн пурнăçне кадетсемсĕр шутлама та май çук. Вĕсем шкулти, районти пĕр мероприятирен те юлмаççĕ. Раççейре кадетсем çĕнĕрен çĕкленсе кайни тĕрлĕ тапхăрпа çыхăннă. Пур чухне те кадет корпусĕсем чăн-чăн Раççей гражданинĕсене хатĕрленĕ. Вĕсене спорта явăçтарнă,

Подробнее

Малашлăх çулне хывакансем

Экономика çĕнелсе аталанса пынă май информаци технологийĕ те пуянланса пырать. Çавна май вĕрентекенĕн çĕнĕ те тарăн пĕлỹ парасси çине тимлĕх ытларах уйăрмалла. Шкулта çулран-çул çĕнĕлĕхсем ĕçе кĕрсе пыраççĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче шкулта агро-экономика класĕ уçăлчĕ. Вуннăмĕшĕнче 21 вĕренекен ăс пухать: 6 арçын ача, 15 хĕрача. Агро-экономика класĕнче математика, хими, биологи, физика

Подробнее