Суббота, 19 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 670)

Сулмаклă утăмсемпе — малалла

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи юлашки планеркăра çулталăкри ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе хак панă. Пĕтĕм тĕнчипе хуçаланакан кризис та, чи хаяр "партнерсем" тăратнă санкцисем те Раççей, çавăн пекех Чăваш Ен экономикине те аркатайман. Пирĕн республика хăш-пĕр кăтартусемпе Раççейри чылай регионран, федерацин Атăлçи округĕн йышне кĕрекен ытти кỹршĕллĕ регионсенчен те малта пулнине

Подробнее

Анлă тавра курăм, ывăнми ĕçчен

Çак шухăша пусăмлăн палăртать чылайăшĕ хăйĕн пурнăçĕн юлашки çичĕ çулне "Колхоз ялавĕ" (хальхи "Елчĕк ен") хаçатпа унăн вулаканĕсене панă Александр Миллин çинчен сăмах пуçарсан. Район 90 çул тултарнă кунсенче те, каярах иртнĕ пысăкрах пулăмлă уявсенче те (хамăр ентеш Василий Васильев художник ĕçĕсен куравĕнче е "Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексĕн вунă çуллăхĕнче)

Подробнее

Умра — Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухнă. Декабрĕн вĕçĕнче Мускавра иртнĕ "Единая Россия" партин XVII съездне партин Генеральнăй канашĕн членĕ пулса хутшăннă Николай Миллин канашлăва съездра çĕкленĕ ыйтусене хускатнинчен пуçларĕ. Съезд ĕçне пурĕ

Подробнее

Уявсем умĕн — наградăсем

Район администрацийĕн пысăк залĕнче Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене халалланă савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пухăннисене çывхарса килекен уявсен ячĕпе саламланă, малашлăхра ăнăçупа ỹсĕмсем суннă, кăçалхи итогсемпе кĕскен паллаштарнă май ĕçре пысăк кăтартусемпе палăрнисене наградăсем парса чыс тунă. ЗАГС пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ В.Спиридонова ЧР

Подробнее

Конкурса пĕтĕмлетнĕ

Кашни çулхи йăлана асра тытса районти производство тата суту-илỹ, обществăлла апатлану тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисем хушшинче ирттернĕ "Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ çул çутисем" смотр-конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Конкурса пурĕ 16 предприяти хутшăннă. Вĕсенчен кашнийĕ хăйсен çурт-йĕр территорийĕсене тулаш, шал енчен те чăн-чăн Çĕнĕ çулхи, Раштав уявĕнчи пек капăр тăвассишĕн тăрăшса тимленине

Подробнее

Пирĕн ентеш — «Шупашкар» командăра

Республикăри "Шупашкар" хоккей команди Раççей чемпионачĕн черетлĕ вăййисенче "Шупашкар -Арена" пăр керменĕнче Çĕпĕрти "Алтай" хоккей командипе тĕл пулчĕ. Пирĕн командăн хапхине ашшĕ-амăшĕ Тĕмерте çуралса ỹснĕ Александр Муллин голпикер ăнăçлă хỹтĕлерĕ. Çак вăйăсенче пирĕн республика спортсменĕсене 4:1 тата 6:3 шутсемпе çĕнтерме май пачĕ. Александр Муллин Тĕмерти тĕп шкул директорĕн, районти Депутатсен пухăвĕн

Подробнее

Кăçал пĕр çемье те уйрăлман

Вырăнти хăй тытăмлăхăн çĕнĕ моделĕсене йĕркелеме çирĕп никĕс хывма пулăшнă федерацин 131 номерлĕ "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" саккун ĕçлеме пуçланăранпа пурнăç çакна кăтартса пачĕ: ял тăрăхĕн пуçлăхĕн кресли çинче халăх чăн та вĕсен ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакан ертỹçĕне анчах курасшăн. Халăх шанăçне çĕнсе илнĕ ертỹçĕсенчен пĕри -

Подробнее

Ял çынни усăллă кантăр

2017 çул Тăрăмри культура çурчĕшĕн пысăк та паллă пулăмпа асра юлчĕ. Кăçал эпир федерацин "Вырăнти культура çурчĕ" проектне хутшăнтăмăр. Унпа килĕшỹллĕн культура çуртĕнче ĕçлеме, канма условисем лайăхланчĕç. Патшалăх пире пысăк пулăшу кỹчĕ - 516,67 пин тенкĕлĕх çутă тата сасă, мультимедийлă аппаратурăсем, компьютер техники, сцена тумĕсем, костюмсем, инструментсем туянтăмăр. Çĕнелнĕ культура çуртĕнче

Подробнее

Паллă кунсем, юбилейсем

Январь, 1 Техника наукисен кандидачĕ Зинон Михайлович ДОБРОХОТОВ (Патреккел) çуралнăранпа - 85 çул. Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш АССР Верховнăй Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине, "Ĕçри хастарлăхшăн", СССР Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкин бронза медалĕсене тивĕçнĕ Ванифатий Михайлович ИВАНОВ (Энтепе) çуралнăранпа - 85 çул. Пĕрремĕш тĕнче, граждан, Аттелĕхĕн Аслă вăрçисене хутшăннă,

Подробнее