Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 679)

Раççей кубокĕ иртнĕ

Декабрĕн 4-5-мĕшĕсенче "Шупашкар-Арена" пăр керменĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекен хĕрарăмсен хушшинче Раççейĕн уçă кубокĕ иртнĕ. Унта Раççей, Эстони, Монголи, Испани, АПШ тата Казахстан спортсменĕсем тупăшнă. Ăмăртăва тĕнчери паллă спортсменсем - Алелайн Грей (АПШ), Эпп Мае (Эстони), Батцецек Соронзонболд, Орхон Пуревдож (Монголи) тата ыттисем те хутшăннă. Парне фончĕ

Подробнее

«Раççей чăваш пики» — Йĕпреç районĕнчен

Декабрĕн 2-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе Шупашкарта çиччĕмĕш хут Пĕтĕм Раççейри "Чăваш пики" конкурс иртнĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 21 пике хутшăннă. Вĕсен йышĕнче пирĕн район чысне Елчĕк шкулĕнче 11 класра вĕренекен Виктория Викторова хỹтĕленĕ. Чăваш хĕрĕсем пилĕк тĕрлĕ тупăшура хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Хĕрỹ тупăшура

Подробнее

Çамрăк кĕрешỹçĕсем вăй виçнĕ

Комсомольски районĕнчи Асанкасси шкулĕнче Совет Союзĕн Геройне Ф.Н.Чернова асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе йăлана кĕнĕ республика турнирĕ иртнĕ. Унта Канаш, Комсомольски, Йĕпреç, Шупашкар районĕсенчи, Ульяновск облаçĕнчи кĕрешỹçĕсемпе пĕрле Елчĕксем те хутшăннă. 30 тата 36 килограмлă виçесенче Елчĕк шкулĕнчи Д.Крысовпа Д.Иванов кĕрешỹçĕсем ылтăн тата кĕмĕл медальсене çĕнсе илнĕ. С.АЛЕКСАНДРОВ.

Подробнее

Елена Портнова призĕсемшĕн

"Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕнче Европа чемпионĕн Елена Портнован призĕсене çĕнсе илессишĕн армрестлинг енĕпе ăмăрту иртнĕ. Ăмăртăва 2000 çулхи тата унран кĕçĕнрех 63 хĕрача тата 75 арçын ача хутшăннă. 16 виçере ăмăртнă шкул ачисем хушшинче пынă ăмăрту çивĕч иртнĕ. Мала тухнисене ăмăртăва йĕркеленĕ Еленăпа Денис Портновсем грамотăсемпе медальсем, призсем парса хавхалантарнă. Тĕп

Подробнее

Хушма взнос тỹлемешкĕн вăхăт

Чăваш Енри пенси служби патшалăх софинансированийĕн программине хутшăннă граждансене 2017 çулшăн хăйсен ирĕкĕпе взнос тỹлемеллине аса илтерсе çырусем янă. Пухăнса пыракан пенси валли çуллен 2 пинрен пуçласа 12 пин таран хушма взнос куçарсан патшалăх малтанхи тỹлеве хывнă хыççăнхи 10 çулта çав суммăна 2-шер хут пысăклатса пырать. 2009 çулта укçана пуçласа

Подробнее

Умра — çĕнĕ ĕçсем

Районта халăх коллективĕсем виççĕ: Патреккелти халăх хорĕ, Елчĕкри халăх театрĕ тата Вырăскассинчи "Шанăç" фольклор ансамблĕ. Кашни концертпа театр сезонĕ уçăлмассерен коллективсем çĕнĕ ĕçсем палăртаççĕ. Халăх ятне çĕнсе илнĕ республикăри пултарулăх коллективĕсем иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, çĕнĕ репертуар планне çирĕплетрĕç. Республикăри халăх пултарулăхĕн специалисчĕсем мастер-класс ирттерчĕç. Елчĕк халăх театрĕ кăçалти сезонта çĕнĕ

Подробнее

Ырра вĕрентекен хайлавсем

Пурнăçăн илемĕ - çынна вăхăтра ăнланма пĕлни, кун-çул уттинчен юлмасăр пурăнни. "Манра мĕн лайăххи пурришĕн эпĕ кĕнекене тав тума тивĕçлĕ", - тенĕ Максим Горький. Хам пурнăçа кĕнекесен ытамĕнче пурăнса ирттернĕшĕн эпĕ Турра тав тăватăп. Нумаях пулмасть Роман Чепуновăн иртнĕ çулсенчех тухнă калавĕсене тепĕр хутчен вуласа тухма тỹр килчĕ. "Ахальтен чĕре çунмарĕ", "Шăпчăксем

Подробнее

Ветеринари докуменчĕсем — электронлă майпа

Юлашки вăхăтра "электронлă майпа" ăнлав пурнăçа çирĕп кĕрсе пынине нумайăшĕ туйса та илчĕ пулĕ. 2018 çулта ветеринари докуменчĕсене те çакнашкал меслетпе хатĕрлеме тытăнĕç. Республикăра ветеринари докуменчĕсене электронлă майпа хатĕрлесси вăй илсе пырать. Кăçалхи çул - куçăм тапхăрĕ шутланать. Хальлĕхе хут çинче те ветеринари сертификачĕсене илме май пур. Анчах 2018 çултан тытăнса

Подробнее

Çамрăк çемьесене чысланă

Календарьти чи илемлĕ те ăшă уявсенчен пĕрне - Амăшĕн кунне районта анлă паллă тунă. Районта нумай ачаллă 292 çемье пурăнать, вĕсенче 975 ача çитĕнет. Кăçал кăна 28 çемье нумай ачаллисен йышне кĕнĕ. Çемьене пĕчĕк кайăк вĕçсе килни калама çук пысăк телей. Ача çуралнине уявланин йăли-йĕркине Лаш Таяпари фольклор ушкăнĕ питĕ витĕмлĕ

Подробнее

Фестиваль çĕнтерỹçисем

Декабрĕн 3-мĕшĕнче çулсеренех пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тăваççĕ. Унăн тĕллевĕ - сусăрсене обществăра тимлĕх уйăрасси, вĕсене май килнĕ таран пулăшасси. Сывлăх енчен хавшакрах пулсан та вĕсем мал ĕмĕтлĕ. Чылайăшĕ хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне республикăра çулсерен иртекен спорт ăмăртăвĕсенче кăтартаççĕ. Кăçал та Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕнче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах ачасем тĕрлĕ ăмăртура

Подробнее