Пятница, 20 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 8)

«Ăслă» технологисем çĕнĕлĕх ыйтаççĕ

Тĕнче улшăнать, унпа пĕрлех пирĕн пурнăç та. "Цифра экономики" термин паян анлăн сарăлчĕ. Тĕнче шайĕнчи çак программа чылай çĕршывра ăнăçлă пурнăçланса пырать. Экономикăна цифрăлани вăхăта та, укçана та перекетлет. Темиçе пускăч пуснипе апат-çимĕç саккас паратпăр. Ăна мĕнле пĕçернине, ăçта илсе çитернине те сăнаса тăратпăр. Паян килтен тухмасăрах кирлĕ тавара туянма пулать,

Подробнее

Хỹтлĕхсĕр граждансене пулăшса

Чăваш Енре социаллă хỹтлĕх кирлĕ граждансем валли ĕç резервламалли йĕркене çирĕплетĕç. Çакă ытти çынпа пĕр тан конкурентлă пулайман граждансене (инвалидсене, тĕрлĕ çĕртен ирĕксĕртен тарса е куçса килнисене, çул çитмен çамрăксене, тĕрме-колонирен ирĕке тухнисене, пĕччен е нумай ачаллă ашшĕ-амăшне…) пулăшĕ. Ĕçлев центрĕ асăннă категорине кĕрекен çынсене хатĕрлессине сăнаса-йĕркелесе тăрĕ.

Подробнее

12 командăран — 1-мĕш

Вăрнар округĕнчи Пăртас ялĕнче футболистсен "Туслăх кубокĕ" уçă турнирĕ (5х5) иртнĕ. Ăмăртăва республикăри округсенчен, тĕп хуларан пĕтĕмпе 12 команда хутшăннă. Лаш Таяпа территори пайĕн вăйăçисем вырăнти турнирсенче тăтăшах палăрнине эпир хăнăхнă ĕнтĕ. Хăнара та "Лаш Таяпа-Хорнсор" командăпа танлашакан тупăнман: вĕсем - кубок хуçисем.

Подробнее

Призерсен йышĕнче

Тутарстанри Зеленодольск хулинче роликлă йĕлтĕрсемпе ярăнакансен уçă чемпионатне йĕркеленĕ. "Маяк" спорт комплексĕнчи ăмăртура пирĕн енчисем те аптăраман. 2009-2010 çулсенче çуралнă хĕр ачасен йышĕнче Аслă Елчĕк шкулĕнчи Софья Афанасьева 4,5 километра чупса 3-мĕш вырăна тухнă. Хăнăхман спорт хатĕрĕпе çапла çĕкленни - пысăк çитĕнỹ. Валерия Яковлева чи лайăх вунă атлет йышне кĕни те

Подробнее

Шухăшсем…

Кĕвĕçлĕх чуна кăшлать. Çуркунне - сĕреке, кĕркунне - кĕреке. Шур хут çине çырнине кĕреçепе хырма çук. Муллă çынпа ан тавлаш, вăйлă çынпа ан кĕреш. Малтан ăспа, кайран вăйпа кĕреш. Çичĕ кин кĕртекен пуйса кайнă, çичĕ хĕр паракан çука юлнă. Кĕртлешекен йытăсенчен пăрăнма хушнă. Çемьесĕр çын шапа калекĕпе ишет, çемьелли - кĕсменпе. Н.ГАВРИЛОВ.

Подробнее

ТОС пуçаруллă пулнăран

Кивĕ Эйпеçĕнче обществăлла хăй тытăмлăх территорийĕ (ТОС) йĕркеленни икĕ çул кăна-ха. Унăн председателĕ Николай Кожевников ертсе пынипе ялта чылай ĕç пурнăçланă. Коллективăн яла хăтлăлатас, тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе çыхăннă ĕçĕсем çинчен хаçатра та пĕр хутчен мар çырнă. ТОС Пĕтĕм Раççейри "Сирĕнпе хутшăнмасăр, туссем, ниепле те" проекта хутшăнса президент грантне (307 пин тенкĕ)

Подробнее

Пĕтĕм ĕçе пĕрле

Вăрăмхăвара ялти пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пысăк ушкăнпа йĕркелесси ĕлĕкрен пырать. Йывăç лартмалла-и, урамсене е масар таврашне тасатмалла-и - шкул ачи те, шур сухал та айккинче юлмасть. Хальтерех кăна ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли маскировка сеткине çыхма та пысăк йыш хутшăннă.

Подробнее

Халăха савăнтарнă

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-90-мĕш çулĕсенче Аслă Пăла Тимешри вăтам шкулта художествăлла пултарулăх коллективĕ 50 вĕренекене тата 30 ытла вĕрентекене пĕрлештерсе тăнă. 1962-1975 çулсенче хорсене шкулта музыка вĕрентекен Петр Иванович Елисеев ертсе пынă. 1979 çултан 2012 çулччен ертỹçĕре Канашри педагогика училищин музыка уйрăмне пĕтернĕ хыççăн çак шкулта Владимир Нестерович Дергачев тăрăшнă. Вĕрентекенсем

Подробнее

Йывăрлăхсене парăнманскер

Спорта юратасси Витьăн ашшĕнчен - штанга йăтассипе Чăваш Енĕн икĕ хут чемпионĕнчен - Петр Моисеевичран куçнă. Ача яланах асли çумĕнче пулма тăрăшнă, пĕрле тракторпа ĕçленĕ. 1981 çулта вăтам шкула пĕтерсен хулана вĕренме кайма шутлать, анчах ашшĕ чирлекелеме пуçланипе вăл ялтах юлать - "Беларусь" трактора алла илет. Çулталăкран комсомол путевкипе чикĕ хуралне

Подробнее

Чи усăллă апат

Пепкене кăкăр ĕмĕртесси чи тухăçлă майсенчен пĕри шутланать. Ку вăл ача сывлăхне çирĕплетессипе тачă çыхăннă. Çапах та юлашки вăхăтра çĕршывра ултă уйăха çитмен 3 пепкерен 2-шне амăшĕн сĕчĕ тивмест. Кăкăр сĕчĕ пĕчĕк ачашăн чи усăллă апат шутланать. Вăл организма тĕрĕс-тĕкел аталанма май парать. Пыршă çулĕн сывă микрофлорне йĕркелеме, çивĕч респираторлă вирус

Подробнее