Пятница, 20 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 9)

Юн çăралчĕ

Юн панă хыççăн вăл çăра пулнине, тромб пулас хăрушлăх пуррине пĕлтĕм. Епле упранмалла? Ỹт-тир шуранка та ал-ура сивĕ пулни, пỹрне вĕçĕсем çывăрни - юн çăралнине систерекен паллăсем. Унсăр пуçне вăй çукки, пĕрмаях вĕчĕрхентерни, пуçра-хăлхара шав тăни канăçсăрлантарать. Самăр çынсен, диабетпа, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе тата усал шыçăпа чирлисен, хирурги операцийĕ тỹссе ирттернисен,

Подробнее

Пурнăçран…

-Тимĕр шапа васкамасть, çавăнпа нумай пурăнать. -Нумаййине хаклама пĕлмеççĕ. -Тăван кил мăрйинчен тухакан тĕтĕм те пылак. -Пурнăçра чи хакли - çемье. Карьера сана килте кĕтмĕ, укçа куççуле шăлса типĕтмĕ, мухтав та каçсерен ыталамĕ. -Тарăхăва тарăхупа тавăрман çын хăйне те, теприне те хăтарать.

Подробнее

Çĕр вырăнне — укçа

Республикăри нумай ачаллă çемьесем тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ илес вырăнне пĕр хутчен паракан 250 пин тенкĕлĕх тỹлеве илме пултараççĕ. Çакна тăвас тесен çемьен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче пурăнмалли вырăн çитменнисен черетне тăмалла. 250 пин тенке алăран тыттармаççĕ, ятарлă сертификат параççĕ. Вĕсенчен 276 çемье сертификат укçипе усă курма ĕлкĕрнĕ те, çав шутра 14-шĕ

Подробнее

Хула кунĕ иртет

Кăçал Шупашкар хули хăйĕн 555 çулне паллă тăвать. Уяв мероприятийĕсем августăн 10-мĕшĕнчех пуçланнă. Çак кун "Раççейĕн симĕс ылтăнĕ" фестивале тата шахбокс енĕпе тĕнче кубокне ирттернĕ. Августăн 16-19-мĕшĕсенче пукане театрĕсен халăхсем хушшинчи V фестивалĕ иртет. Çавăн пекех Анне монуменчĕ умĕнчи лапамра ал ăстисем хăйсен ĕçĕсен куравне йĕркелеççĕ. Кунтах вĕсене туянма та пулĕ.Тĕп

Подробнее

Çул çỹрев питĕ килĕшрĕ

Кăçал округра нумаях пулмасть иртнĕ эковелочупăва çемьепе хутшăнма тỹр килчĕ. Мукавран килнĕ тăвансем те юлмарĕç пиртен. Тĕрĕссипе калатăп, питĕ килĕшрĕ мана çак мероприяти. Халĕччен хам пулса курман чылай яла куçпа курса хаклама май пачĕ вăл. Ял-ял витĕр тухса хирти сукмакпа çỹресе çут çанталăк палăкĕсемпе паллашни питĕ кăсăклă пулчĕ. Çуткỹл тата Вырăскасси

Подробнее

Кашни кун хĕрỹ ĕçре иртет

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый çĕнĕлĕхсене алла илессине малти вырăна хуракан "Урожай" ОООра кашни хутĕнче пулса курмассеренех хуçалăх тирпейлĕ хуçа аллинче пулнине палăртса каланине илтме тỹр килнĕ. Хальхинче те унăн калаçăвĕнче çак шухăш яр уççăн йĕрленчĕ. Унсăр пуçне, ял хуçалăх предприятийĕнче йĕпе-сапаллă çанталăкра та вырма ĕçĕсене тивĕçлипе йĕркелесе пыма пултарнипе

Подробнее

15 миллион тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ

Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствинче хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçисене тата уйрăм предпринимательсене çемье фермине аталантарма грант парса пулăшакан конкурса пĕтĕмлетнĕ. Ятарлă комисси грантсене çирĕплетнĕ чух проект тухăçлăхне, харпăрлăхри ял хуçалăх çĕрĕсен лаптăкне, хуçалăхри ял хуçалăх техникипе выльăх-чĕрлĕх шайне, хуçан ĕçлес пĕлỹлĕхĕн шайне шута илет. Черетлĕ конкурсра пирĕн округ представителĕ -

Подробнее

Коллективпа тĕл пулнă, ĕç планĕсемпе паллашнă

Строительсен кунĕ умĕн муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Елчĕкре вырнаçнă "Канашгаздорсервис 1" ООО предприятин малашлăх ĕç планĕсемпе паллашнă, шăпах професси уявĕ умĕн коллективпа та тĕл пулнă май вĕсене уяв ячĕпе саламланă, ĕçре ăнăçусем суннă. "Канашгаздорсервис" ООО асфальтпа бетон ĕçĕнче усă куракан минераллă порошок тата органоминераллă хутăш кăларассипе тимлет. Производствăра 13 çын

Подробнее

Строительство отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп! Строитель ĕçĕ - паянхишĕн те, пуласлăх валли те. Эсир пурăнмалли çурт-йĕр, социаллă объектсен, культура, инженерипе промышленность инфратытăмĕн объекчĕсен строительствинчи пысăк стандартсене упратăр. Çулсем тăвассипе, архитектура палăкĕсене реконструкцилессипе, нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕпе çыхăннă ансат мар ыйтусене татса паратăр. Общество территорийĕсене, картишсене, парксемпе скверсене тирпейлесе хăтлăх кỹрес тĕлĕшпе тимлĕх

Подробнее

Хисеплĕ физкультура ĕçченĕсем, спортсменсем тата спортпа туслă çынсем!

Сире чĕререн Физкультурник кунĕ ячĕпе саламлатăп! Спортпа туслă, сывлăхлă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çынсем чунпа пуян. Çамрăксем сывлăхлă, спортпа туслă çитĕнччĕр тесе сахал мар тăрăшатпăр. Çак енĕпе физкультура ĕçченĕсем, тренерсемпе вĕрентекенсем те тăрăшса ĕçлеççĕ. Округран республика, Раççей, тĕнче шайĕнче палăрнă спортсменсем сахал мар тухнă, вĕсемпе эпир савăнатпăр, мăнаçланатпăр. Çамрăксене вĕсенчен тĕслĕх

Подробнее