Воскресенье, 25 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 10)

Мĕнле кăна чăтать-ши çĕр-аннемĕр?

Енчен те калаçма пĕлнĕ пулсассăн,Мĕн тенĕ пулĕччĕ-ши çĕр-анне?Малтан сывлатчĕ пулĕ ассăн-ассăнКăшт сĕртĕнсе суранлă кăкăрне. Унтан вăл пăхĕччĕ пĕр васкамасăрЙĕри-тавра хăрушшăн чĕтренсе,Кăшкăрĕччĕ пит хытă, тарăхса-тăр,Вĕри куççỹлĕ витĕр вăл йĕрсе. "Çынсем, мĕскер çитменшĕн çапăçатăр?!Мĕн-ма-ши вĕлеретĕр пĕр-пĕрне?!Вататăр, амантатăр, çунтаратăр,Тискерлететĕр мĕншĕн çĕр питне?!Пĕлеп, Раççей салтакĕ сăмах панăХỹтĕлемешкĕн хамăр çĕрсене!Тăшмансене вара кам ирĕк панăТатмашкăн мирлĕ халăх шăпине?! Тархасшăн,

Подробнее

Юрату хĕлхемĕ

Тĕнчере пур пĕр сăмахЫлтăн евĕр вăл ахах.Çав сăмахăм - юрату -Илĕртỹпе паллашу. Пирвайхи тĕл пулусем,Асран кайми самантсем."Юрататăп", - тенисем,Вăрттăн тупа тунисем. Черчен, ачаш туйăмаПурнăç парать савăнма.Анчах ăна упрамаПĕлесчĕ çамрăкла. Татьяна МИХАЙЛОВА. Ĕнел.

Подробнее

Çук, пĕрре те кулянмастăп

Çук, пĕрре те кулянмастăпВатлăх çитсе пынăран.Чунпала вĕт ватăлмастăпПурнăçпа тан утнăран. Мул çуккишĕн хурланмастăпВăй хумасăр пурăнман.Пур кăмăлтан савăнатăпЧунпа пуян пулнăран. Чĕвĕл-чĕвĕл сăмахлаççĕЧун юратнă мăнуксем.Хамăра сума сăваççĕЫтарайми ачасем. Килĕштерсе пурăнатпăрТус-тăвансемпе ялан.Кĕреке юрри юрлатпăрХăна-вĕрле пухăнсан. Çук, пĕрре те кулянмастăпÇул хушăнса пынăран.Çỹлти Турра тав тăватăпЫрлăх-сывлăх панăран. Мария ПЕТРОВСКАЯ.

Подробнее

Кĕрхи çулçăсем

Çу вĕçленет. Чечексем кушăхаççĕ.Лартăм салхуллăн садри сак çине.Ура айĕнче çулçăсем калаçаççĕ,Эп итлетĕп вĕсен сăмахне: "Нумай та пулмасть эпир симĕсленнĕШăрăх кунсен ăшшипе савăнса,Ак часах кĕрхи кун сивĕсем илсе килĕ,Ырă кунсем вара юлĕç хыçа. Хĕлле пире сивĕпе ан хăраттăр -Телейлĕ эпир паянхи ăшăпа.Пурнăç вĕçне ытларах-çке хаклатпăрЙăпанса юлашки самантпа. Йывăçсем ылтăнпа, калăн, сăрланнă,Юлашки хут çиçеç чечексем.Вăрман

Подробнее

Шăпа

Калав Юрла, юрла сăра сĕрет Ульха. Вăхăт-вăхăт пĕчĕк куркана тултарать те астивсе пăхать. Техĕмлĕ, кăпăклă сăри. Ара, пĕтĕм чун хăватне, пĕтĕм çепĕçлĕхне, юратăвне хушса хатĕрленĕ-çке ăна. Пĕртен-пĕр ывăлне авлантарать Ульха. Пĕчченех пăхса çитĕнтернĕ ăна хĕрарăм. Радиопа юрă сасси илтĕнет: Красивая и смелаяДорогу перешла.Черешней скороспелоюЛюбовь ее была… Пĕтĕм чуна çурса юрлать Анна Герман юрăç. Çак

Подробнее

Усал курăка пĕтересшĕн

Чăваш Енре Сосновский пултранĕпе кĕрешес ĕç пырать. Кăçал ăна республикăра 800 ытла гектар çинче пĕтерме палăртнă. Округсен администрацийĕсем ĕçсен пĕрремĕш тапхăрне ăнăçлă вĕçленĕ. Сиенлĕ çак ỹсен-тăрана Йĕпреç (161 гектар) тата Етĕрне тăрăхĕсенче (150 гектар) уйрăмах нумай пĕтернĕ. Халĕ округсенче Сосновский пултранĕпе кĕрешес ĕçĕн 2-мĕш тапхăрĕ пырать. Тĕп тĕллев - сиенлĕ курăк тепĕр

Подробнее

Хĕл хăратмĕ

"Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем çанталăкăн йывăр условийĕсенче тыр-пула алла илнĕ хыççăн выльăх апачĕ хатĕрлессипе малалла тимлеççĕ. Хуçалăхра паян-ыран кукуруза вырассине вĕçлĕç. Вăл 100 гектар йышăнать. Юнкун тĕлне унăн 72 проценте управа хывнă. Хальтерех тыр-пул уйĕнчен куçнă харсăрсем - Николай Круглов комбайнер, Петр Мазюкин, Владимирпа Николай, Кирилл Крысовсем, Радик Квасов,

Подробнее

«Карт çырăвĕ»

Аслă Елчĕк шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекенсен чăваш литератури урокĕ чăн-чăн тĕпчев тата пултарулăх кĕтесĕ пек иртнĕ: асаттесен чи пысăк вăрттăнлăхĕсенчен пĕринпе - рунă çырулăхĕпе паллашнă. Вĕсем ахаль паллăсем çеç мар. Ку пирĕн халăхăн кун-çулĕ, философийĕ, тĕнче курăмĕ тата чун ăшши. Кашни йĕр хыççăн хăйне евĕрлĕ вăрттăнлăх, ырă суннине тата вăй

Подробнее

«Юрă-кĕвĕ çунат хуштăр»

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсем хыççăн юрă-кĕвĕ уйĕнче Виталий Адюков ячĕ янăраса тăратчĕ. Вăл юрлакан "Ватăлатпăр çав тăван, ватăлатпăр", "Аттепе анне пулсассăн…", "Сивĕтессе пĕлнĕ пулсан", "Утмăлтурат" юрăсене радиопа тăтăшах паратчĕç. Халăхра та анлă сарăлнăччĕ вĕсем. Асăрханă-и, юрă сăввисен авторне чылай чухне асăнмаççĕ те. Виталий Ивановичпа пĕр "кимĕре ишекенĕ" вара Аслă Елчĕк ачиех

Подробнее

Вĕренме чĕнеççĕ

Кадрсене хатĕрлес енĕпе тимлекен "Работа России" центр ĕçсĕр çынсене вĕрентес тĕллевпе ушкăн пухассине пĕлтерет. Кунта 4-мĕш разрядлă хуралçăн, делопроизводство, программăпа йĕркелесе пыракан станоксен операторĕн, 1С программăпа ĕçлекенĕн специальноçĕсене алла илме май пулĕ. Тĕплĕнрех Елчĕкри ĕçпе тивĕçтерекен центра 8 (83549) 2-51-67 номерпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр. Е.ЖУКОВА.

Подробнее