Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 9)

Пысăк йышпа

Патреккелĕнчи тĕп шкулта вĕренекенсен пысăк йышĕ ГТО хастарĕсен ретне тăнă. Çакна çирĕплетекен удостоверенисене тата значоксене тỹрех 21 ача илнĕ. Савăнăçпа çунатланнăскерсем, вĕсем малашне те спортпа туслă пулма сăмах панă.

Подробнее

Тăрăшулăх çимĕçне парать

МЦЕНСК. Орел облаçĕнчи хулара аслă ỹсĕмрисен хушшинче йывăр атлетика енĕпе XXIX Раççейĕн уçă Кубокне ирттернĕ. Атлетсем 30 регионтан хутшăннă. Унта çĕршыв шайĕнче хăйĕн ятне унчченех пĕлтернĕ РФ спорт мастерĕ Илья Ишмуратов (Елчĕк) мала тухнă. Вăл икĕ енлĕ кĕрешỹре штангăна 223 килограмм йăтнă. КỸКЕÇ. Дмитрий Семенов Раççей Геройне асăнса ирттернĕ турнирта Чăваш

Подробнее

Ардалион çăлтăрĕ ялкăштăр ялан

Пĕрремĕшсен çăлтăрĕ нихăçан та сỹнмест. Вĕсем чи малтанхисем пулнăран, хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнмелле пысăк çитĕнỹсем тунăран тата хыççăн пыракансем валли çул уçнăран. Ардалион Игнатьевăн (24.11.1930-24.11.1998) çăлтăрĕ те халĕ те ялтăрать, мĕншĕн тесен вăл - манăçми. Хăй вăхăтĕнче ун пирки çĕршыври тата ытти патшалăх пичет изданийĕсенче "Чăвашсен хăйне евĕрлĕ спринтерĕ" тесе çырнă. Унăн

Подробнее

ГТО хастарĕсен йышĕнче

Округра "Ĕçе тата оборонăна хатĕр" Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлакансен йышĕ ỹссех пырать. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулти кĕçĕн классенчи сакăр вĕренекен те çак ушкăна кĕнĕ. Директорăн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алиса Смирнова тата физкультура учителĕ Борис Клементьев савăнăçлă лару-тăрура вĕсене ГТОн 2-мĕш сыпăкри значокĕсене тата ăна çирĕплетекен удостоверенисене панă.

Подробнее

Хăнасем вăйлăрах

Елчĕкри "Улăп" ФОКра вăхăтсăр çĕре кĕнĕ спортсменсене асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирĕ иртнĕ. Йăлана кĕнĕ ăмăртура Патăрьел, Комсомольски, Вăрнар, Канаш, Елчĕк округĕсенчен, Шупашкар хулинчен, Ульяновск облаçĕнчен 130 атлет кĕрешнĕ. Вунпĕр виçе категорийĕнче ылтăн медальсене пĕтĕмпех хăнасем выляса илнĕ. Елчĕксен - 7 призлă вырăн. Турнира йĕркелесе ирттерессинче спорт шкулĕнче ĕçлекенсемпе "Елчĕк çамрăкĕсем"

Подробнее

Вăйлисене палăртнă

Елчĕкри Спорт шкулĕнче 2011-2012 çулсенче çуралнă ачасем алă вăйĕ виçессипе ăмăртнă. Çичĕ виçе категорийĕнче ылтăн медальсене çаксем çĕнсе илнĕ: Валерия Зайцева, Андрей Евдокимовпа Арина Константинова (Кушкă шкулĕ), Анна Смирновăпа Максим Никифоров (Çирĕклĕ Шăхаль), Анна Теллинăпа Данил Симаков (Елчĕк), Милана Мижеровăпа Артур Тимагин (Лаш Таяпа), Кирилл Кубиковпа Давид Павлов (Курнавăш), Маргарита Макарова

Подробнее

Миша — çĕнтерỹçĕ

Шупашкарти В.Н.Кочков ячĕллĕ Олимп резервĕсен спорт шкулĕнче ачасен Пĕтĕм Раççейри спорт кĕрешĕвĕн регион тапхăрĕнчи ăмăртăвне ирттернĕ. Турнира хутшăннă 500 яхăн атлетран 32 килограмлă виçе категорийĕнче Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен Михаил Миллин (тренерĕ - Константин Миллин) çĕнтернĕ.

Подробнее

Каллех медальлĕ

Хутăш çапăçу енĕпе ирттерекен тĕрлĕ ăмăртура Давид Крысов медальсем çĕнсе илнине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Хальхинче каллех савăнтарчĕ ентеш. Çĕрпỹре иртнĕ Чăваш Енĕн уçă турнирĕнче 56,7 килограмлă виçе категорийĕнче вăл 1-мĕш пулнă.

Подробнее

Сĕтел çи теннисне

юратаççĕ Елчĕк тăрăхĕнче. Елчĕкри ФОКра Н.В.Петрова асăнса йĕркеленĕ турнир çавна çирĕплетнĕ те. Шкулсен тата территори пайĕсен 111 спортсменĕ хутшăнма кăмăл тунă унта. Вĕсен пысăк йышĕ "Елчĕк çамрăкĕсем" фонд уйăрнă хаклă призсене тивĕçнĕ. Ỹсĕмсене шута илсе шкулсенчен 1-мĕш вырăнсене Патреккелсем, Елчĕксем, Кушкăсем йышăннă. Территори пайĕсен командисем протокола çак йĕркепе çырăннă: Елчĕк, Кĕçĕн

Подробнее

Кĕмĕл призерсем

Тĕп хулари В.Н.Кочков ячĕллĕ 5-мĕш номерлĕ Олимп резервĕсен спорт шкулĕнче спорт кĕрешĕвĕ енĕпе Чăваш Ен чемпионачĕ ирттернĕ. 350 атлет хушшинче Сергей Александров тренерăн вĕренекенĕсем - Т.Антоновпа (Элекçей Тимеш) Д. Иванов (Елчĕк) кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Вĕсен ушкăнĕсенче вăй виçнисен шутне пăхсан, çитĕнỹсем ылтăнпа танах: Тимофейăн (52 кг) категорийĕнче 28-ăн, Денис (70

Подробнее