Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 8)

Давидăн пысăк çитĕнĕвĕ

Хусанта "Корэш" енĕпе Раççей Кубокĕ иртнĕ. Унта хальччен нумай ăмăртура палăрма ĕлкернĕ Давид Крысов 60 килограмлă 14 атлет йышĕнче бронза медаль çĕнсе илнĕ. Çапла майпа Сергей Александров тренерăн вĕренекенĕ спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Саламлатпăр!

Подробнее

Каçалта та палăрнă

Кỹршĕллĕ округри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри турнирĕнче Елчĕксем пьедестал çине хăпарнă. Вунă хулапа округран 170 спортсмен вăй виçнĕ унта. Михаил Миллин (сăн ỹкерчĕкре) хăй виçинче 1-мĕш, Арсений Адюков 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Кирилл Александров 4-мĕш позицире "чарăннă" пулсан та, куракансен ятарлă призне тивĕçни те питĕ паха.

Подробнее

Юрий Карпов парнисемшĕн

Елчĕкри "Улăп" ФОКра Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, СССР спорт мастерĕн Юрий Карповăн парнисене çĕнсе илессишĕн уçă турнир иртнĕ. Тимĕр вăййине юратакансем 4 округран тата Чулхуларан пуçтарăннă. Елчĕксенчен ылтăн медальсене çаксем çĕнсе илнĕ: Виктория Андреева, Валерия Доброхотова, Евгения Изратова, Артур Мустаев, Алиса Пупина, Роман Николаев, Константин Филиппов, София Соловьева,

Подробнее

Команда — 2-мĕш

Канаш хулинчи кире пуканĕ йăтакансен чемпионачĕ те вăйлисене палăртнă. Олег Муравьевпа Анатолий Константинов тренерсем ертсе пынă округ команди Куславккасем хыççăн 2-мĕш вырăн йышăннă. Уйрăм чемпионсем - пурте Курнавăш шкулĕнчен: Егор Смирнов, Карина Кубикова, Злата Федорова. Пĕтĕмпе чыслава тата 7 спортсмен тивĕçнĕ.

Подробнее

Штангистсем медальсемпе пуян

Шупашкарта иртнĕ йывăр атлетсен чемпионатĕнчен ентешсем чылай медальпе таврăннă. Хăйсен виçисенче Глеб Викторов, Артур Портнов, Глеб Ласточкин (Елчĕк шкулĕ), Данил Купташкин (Çĕнĕ Пăва), Никита Филимонов (Аслă Елчĕк), Герман Романов (Патреккел), Анастасия Абрамова, Дмитрий Перцев (Питтĕпел ялĕ) ылтăнлă пулнă пулсан, тепĕр 11 штангист - призерсен йышĕнче.

Подробнее

Афганец ячĕпе

Елчĕкри "Улăп" ФОКра воин-интернационалиста, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Анатолий Митрофанович Патшина асăнса чăваш наци спорт кĕрешĕвĕ енĕпе округăн уçă ăмăртăвне ирттернĕ. Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски округĕсенчи тата Чулхула облаçĕнчи Сергач хулинчи 50 яхăн спортсмен вăй виçнĕ унта. Ентешсенчен ылтăн медальсене Арсений Кульмаков (Аслă Таяпа), Артур Тимагин (Лаш Таяпа), Виктор Катеров, Богдан Казначеев,

Подробнее

Шашистсем ăмăртнă

Тĕп вулавăшра ирттернĕ шашка турнирĕнче чи вăйлисене палăртнă. Командăсем хушшинче вĕсен йышне Кĕçĕн Таяпа, Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕсем кĕнĕ. Уйрăм шашистсенчен округ çĕнтерỹçисем Кĕçĕн Таяпари Ольга Козловăпа Кỹлпуçри Владислав Сазонов пулса тăнă. Елена Рахмуллинăпа (Яманчỹрел) Владимир Власовăн (Кĕçĕн Таяпа) кĕмĕл, Галина Ивановăпа (Кавал) Сергей Кирилловăн (Елчĕк) - бронза медальсем.

Подробнее

Шывра ишессипе

Округра шывра ишессипе чемпионат иртнĕ. Шкул ачисем 10, çитĕннисем 9 ỹсĕм категорийĕнче тупăшнă. Шкулсенчен малти вырăнсене Елчĕк, Çĕнĕ Пăва, Аслă Елчĕк, территори пайĕсенчен Кĕçĕн Таяпа, Елчĕк, Аслă Таяпа командисем йышăннă. Хăш-пĕр территори пайĕсен администрацийĕсем ăмăртăва пĕрер çын тăратнипех çырлахнă.

Подробнее

Харсăр та маттур

Елчĕкри "Улăп" ФОКра сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисен ăмăртăвне йĕркеленĕ. Пирваях вĕсене округ пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Николаев, инвалидсен округри уйрăмĕн председателĕ Людмила Анисимова, РФ Пенси фончĕн Елчĕкри клиент службин ертỹçи Владимир Егоров саламланă, общество ĕçне хастар хутшăнакансен пысăк йышне Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысланă. Пуçтарăннисенчен чылайăшĕ хăйсене ултă тĕрлĕ спорт вăййинче

Подробнее

Манăн пĕрремĕш çитĕнỹ

Эпĕ Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренетĕп. Пирĕн шкул питĕ çутă та ăшă. Вăл çулран-çул илемленсе, çĕнелсех пырать. Урăхла каласан, кунта тăрăшса вĕренме мĕн пур услови пур. Пирĕн шкулти вĕрентекенсем те пĕри тепринчен пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ. Пуçару бюджечĕн программипе усă курса 2024 çулта шкулта сывлăха çирĕплетмелли - йывăр атлетика енĕпе

Подробнее