Понедельник, 26 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 7)

Триатлонта ăмăртнă

Елчĕкри стадион-площадкăра Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, йĕлтĕрпе чупассипе тата хĕллехи полиатлон енĕпе спорт мастерĕн кандидатне Николай Филиппович Адюкова асăнса округри триатлонистсен 2-мĕш турнирне ирттернĕ. Хĕр ачасем йĕлтĕрпе 2 çухрăма чупассипе, урайĕнчен тĕртĕнессипе ăмăртнă пулсан, арçын ачасен дистанцийĕ 3 километрпа танлашнă, унсăр пуçне турник çинче туртăннă. Икĕ ушкăнĕ те

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

РЕГБОЛ. "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕнче "Чăваш Ен" тата "Елчĕк" командисен тĕл пулăвĕ иртрĕ. Пухăннисене малтанах округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, регбол спорчĕн республикăри федерацийĕн председателĕ Роман Алексеев тата ыттисем саламларĕç. Регионти регболистсен пĕрлештернĕ команди пĕлтĕр Раççейре чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Вăл йышра пирĕн тăрăхри çамрăксем те сахаллăн мар.

Подробнее

«Йĕлме йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр…»

Пĕлтĕр "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" массăллă чупăва çумăр çуса тăнипе каярахри вăхăта куçарнăччĕ. Иртнĕ канмалли кунсене те синоптиксем çавнашкал çанталăк пуласса шантарнăччĕ - тỹрре тухмарĕ. Кăнтăр енчен вĕрсе тăнă çил вара йĕлтĕрçĕсене чăрмав кỹмерĕ. "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕ умне пуçтарăнакансене Елчĕкри культура керменĕн ĕçченĕсем чылай маларах хаваслă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç, хусканусем тума

Подробнее

Кубоксем — Елчĕксенче

Канашри "Локомотив" спорт комплексĕнче иртнĕ кире пуканĕ йăтакансен Чăваш Ен Кубокĕнчен ентешсем тỹрех икĕ çĕнтерỹпе таврăннă. Сумлă ăмăртăва ултă округран 90 яхăн атлет хутшăннă. Эстафета кĕрешĕвĕнче Елчĕксем (Артем Шкапов, Анатолий Узюкин, Алексей Петухов, Александр Константинов) пурне те кая хăварса куçса çỹрекен Кубок хуçисем пулса тăнă. Уйрăм спортсменсен кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕ те çак

Подробнее

Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнчи 24-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Çĕнĕ Пăвари Давид Алексеевич КРЫСОВ (пĕрремĕш тренер-преподавателĕ С.В.Александров) ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл хутăш кĕрешỹ енĕпе (ММА) республика чемпионатĕнче 56,7 килограмлă атлетсен хушшинче çĕнтерỹçĕ пулса тăнă.

Подробнее

Спорт хыпарĕсем

АРМРЕСТЛИНГ. Патăрьелте сакăр округ команди хутшăннипе 14-15 çулсенчи арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче республика ăмăртăвĕ иртнĕ. Пирĕн тăрăхран хăйсен виçисенче Максим Никифоров (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ), Даниил Симаков (Елчĕк) 2-мĕш, Милана Мижерова (Лаш Таяпа), Тимофей Антонов (Елчĕк) 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Командăсен кĕрешĕвĕнче кил хуçисем çĕнтернĕ, Елчĕксем - 5-мĕш. ЙЫВĂР АТЛЕТИКА. Елчĕкри Спорт

Подробнее

Тепĕр хутчен кандидат

Канашри "Локомотив" спорт керменĕнче хулари, Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Çĕрпỹри командăсен 150 ытла атлечĕ хутшăннипе хутăш кĕрешỹ (ММА) енĕпе республика чемпионатне йĕркеленĕ. Çивĕч конкуренцие пăхмасăр 56,7 килограмм таякан боецсен хушшинче Çĕнĕ Пăвари Давид Крысов (пĕрремĕш тренерĕ - Сергей Александров) чемпион кăна мар, спорт мастерĕн кандидачĕ те пулса тăнă. Аса илтеретпĕр: пĕлтĕр Давид "Корэш"

Подробнее

Икĕ ăмăртура тупăшнă

Лаш Таяпа ялĕнче Владимирпа Петр Сметанинсене асăнса йĕлтĕрçĕсен тата хоккеистсен черетлĕ ăмăртăвĕсене ирттернĕ. Ку хĕллехи сезонта пирĕн округри йĕлтĕрпе ярăнма юратакансем старта пĕрремĕш хут тухнă. Сакăр ỹсĕмре йĕркеленĕ ăмăртăва Патăрьелсемпе Шăмăршăсем те хутшăннăран ăна икĕ форматпа пĕтĕмлетнĕ. Округ шайĕнче ылтăн медальсене Анастасия Аверьянова, Софья Афанасьева, Валерия Яковлева (Аслă Елчĕк шкулĕ), Антон

Подробнее

Çỹллĕ шайра иртнĕ

Спорт вунă кунлăхĕ округра тĕрлĕ мероприятипе пуян пулнă. Хоккей (виçĕ турнир), мини-футбол (3), ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен, волейболистсен, теннисистсен турнирĕсенче 50 ытла команда вăй виçнĕ. Вĕсене, тĕпрен илсен, ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене, физкультурăпа спортра тỹпе хывнисене асăнса йĕркеленĕ. Чи массăлли - Владислав Лепешкин юстици лейтенантне халалланă футболçăсен ăмăртăвĕ: 15 команда! Географи тĕлĕшĕнчен

Подробнее

Тренерсене асăнса — турнир

Паянхи кун округра пурăнакансенчен чылайăшĕ Елчĕкре йывăр атлетика спорчĕ мĕнле аталанса кайнине пĕлмест те пулĕ. Пĕтĕмпех пĕр çын штанга йăтма тытăннинчен пуçланнă тесен те йăнăш пулас çук. Совет Çарĕнче службăра тăнă вăхăтра Елчĕк çамрăкĕ Николай Мальков çирĕп хул-çурăмлă арçынсем помост çинче йывăр штанга çĕкленине пуçласа курнă. Виçĕ çул çар ретĕнче

Подробнее