АРМРЕСТЛИНГ. Патăрьелте сакăр округ команди хутшăннипе 14-15 çулсенчи арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче республика ăмăртăвĕ иртнĕ. Пирĕн тăрăхран хăйсен виçисенче Максим Никифоров (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ), Даниил Симаков (Елчĕк) 2-мĕш, Милана Мижерова (Лаш Таяпа), Тимофей Антонов (Елчĕк) 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Командăсен кĕрешĕвĕнче кил хуçисем çĕнтернĕ, Елчĕксем — 5-мĕш.
ЙЫВĂР АТЛЕТИКА. Елчĕкри Спорт çуртĕнче Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Сергей Шелтукова асăнса черетлĕ уçă турнир йĕркеленĕ. Хĕрсенчен абсолютлă виçе категорийĕнче Ангелина Айметова çĕнтернĕ пулсан, арçын ачасенчен ылтăн медальлисен йышне çаксем кĕме пултарнă: Богдан Карсаков, Юрий Федотов, Андрей Вишнев, Никита Филимонов, Матвей Горшков, Герман Романов, Даниил Немцев, Давид Портнов, Антон Айметов.
ХОККЕЙ. Патреккелĕнчи площадкăра Николай Рыбкин ячĕпе ирттернĕ йăлана кĕнĕ турнирта çамрăксен 4 команди вăй виçнĕ. Çивĕч кĕрешỹре кубока тата 40 пин укçан приза вырăнти спортсменсем çĕнсе илнĕ, Аслă Елчĕксемпе (20 пин тенкĕ) Яманчỹрелсем (10 пин тенкĕ) — призерсем. Хоккей ăмăртăвĕсен хальчченхи хăнăхман позицийĕнче — Лаш Таяпасем, вĕсене 5 пин тенкĕ парса хавхалантарнă. Çавăн пекех уйрăмах пысăк ăсталăхпа палăрнă хоккейçăсене те чысланă.
ЙĔЛТĔР СПОРЧĔ. Сергей Горшков ертсе пынипе Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упире пирĕн округри шкул ачисем те старта тухнă. Тутарстанпа Чăваш Енĕн ултă округ команди хушшинче Аслă Елчĕкри Софья Афанасьева 1-мĕш, Ульяна Обручкова — 2-мĕш, Елчĕкри Давид Головин 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Пĕр кун маларах Ульянăпа Софья Карапай Шăмăршăри пысăк ăмăртура пьедесталăн «ылтăн» картлашки çине хăпарма тивĕçнĕ.

