Воскресенье, 25 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 6)

Виççĕмĕш вырăнта

Округри алă вăйĕ виçекенсем Комсомольскинчи "Кĕтне" спорт çуртĕнче иртнĕ республикăри ăмăртура вăй виçнĕ. Пилĕк командăран Елчĕксем 3-мĕш вырăн йышăннă. Пьедесталăн чи çỹлти картлашки çине Курнавăш шкулĕнче вĕренекен Кристина Якимовăпа Лаш Таяпари Арсений Игнатьев хăпарнă. Тепĕр пилĕк атлет - призерсен йышĕнче.

Подробнее

Çĕршывра — 3-мĕш

Тутар Республикинчи Нижнекамск хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Пĕтĕм Раççейри уçă турнир иртнĕ. Асăннă ăмăртура хальччен нумай кубока çĕнсе илнĕ Михаил Миллин та (Елчĕк) вăй виçнĕ. Вăл 32 килограма çитичченхи кĕрешỹçĕсем хушшинче бронза медальçи пулса тăни те пысăк çитĕнỹ.

Подробнее

Фонд тăрăшнипе

"Елчĕкри çамрăксен фончĕ" ушкăн округра физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе чылай çул ĕнтĕ хăйĕн тỹпине хывать. Асăннă коллективăн пултаруллă яшĕсем хальхинче ФОКра Юрий Иванова халалласа мини футбол енĕпе çулсеренхи уçă турнира йĕркеленĕ. Командăсене те, уйрăм футболистсене те вĕсем хаклă призсемпе хавхалантарнă. Ултă командăран финалта хăнасем - "Патăрьел" тата "Теччĕ" командăсем тĕл пулнă.

Подробнее

Асăмрах Беляев

Округ центрĕн Спорт çуртĕнче Совет Союзĕн Геройне Александр Филиппович Беляева асăнса округри кире пуканĕ йăтакансен черетлĕ чемпионатне йĕркеленĕ. 90 ытла атлет ỹсĕме кура 6, 8, 12, 16, 24 килограмлă пукансене йăтса тупăшнă. Çăмăл виçесенчи спортсменсенчен Мария Егоровăпа Анастасия Семенова (Çĕнĕ Пăва шкулĕ), Артем Сайкинпа Павел Александров (Елчĕк), Ксения Львовăпа Валерия Доброхотова

Подробнее

Пурте хутшăнман

Асăннă спорт учрежденийĕнчех хĕрарăмсем волейболла выляссипе ăмăртнă. Ултă командăран пĕтĕм тĕл пулăва 2:0 шутпа вĕçлесе Елчĕк территори пайĕн спортсменĕсем кубока çĕнсе илнĕ, 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче - Кĕçĕн Таяпасемпе Аслă Елчĕксем. Мария Воронова (Таяпа Энтри), Наталия Галкина (Елчĕк), Лиана Чернова (Аслă Елчĕк) тĕрлĕ номинацире палăрса кубоксене тивĕçнĕ.Чемпионата Курнавăш, Аслă Пăла Тимеш тата

Подробнее

Пенсионерсем тупăшнă

Елчĕкри "Улăп" ФОКра округри пенсионерсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Территори пайĕсен командисем, Аслă Таяпасемсĕр пуçне, дартс вăййинче тата ГТО комплексĕн 4 тĕсĕнче тупăшнă. Уйрăм зачетра Римма Парферьевăпа (Аслă Пăла Тимеш) Александр Полиевтов (Анатри Тимеш) абсолютлă çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă.

Подробнее

Спортăн виçĕ тĕсĕнче

Тỹскелĕнчи культурăпа кану центрĕнче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисен ăмăртăвне йĕркеленĕ. Дартс вăййинче Курнавăшри Светлана Красновăпа Тăрăмри Анатолий Трофимов, шашка турнирĕнче Хăвăлçырмари Алина Ивановăпа Елчĕкри Петр Кузнецов, джакколо тупăшăвĕнче Кĕçĕн Таяпари Елена Кошкинăпа Аслă Пăла Тимешĕнчи Александр Портнов мала тухнă.

Подробнее

Спорт ăмăртăвĕсенче

ЙЫВĂР АТЛЕТИКА. Шупашкарта пирĕн ентеше, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне Виталий Петрович Маркова асăнса черетлĕ ăмăрту иртнĕ. Елчĕксем унта ăнăçлă кĕрешнĕ. Раççей спорт мастерĕсем - Полина Андреевăпа Любовь Мышова тата шанăç паракан Антон Айметовпа Игорь Абрамов 1-мĕш вырăна тухнă. Вунпĕрĕн призерсен йышне кĕни те аван кăтарту. ПАНКРАТИОН. Йошкар-Ола хулинче иртнĕ Атăлçи

Подробнее

Тутарстанран — ăнăçупа

Пăва хулинче ТР тава тивĕçлĕ тренерне С.А.Нафикова асăнса йĕлтĕрçĕсен районти черетлĕ ăмăртăвне ирттернĕ. Елчĕк тата Аслă Елчĕк шкулĕсенче вĕренекенсем - Александр Головин (1-мĕш вырăн), Давид Головин, Софья Афанасьева (2-мĕш), Ульяна Обручкова (3-мĕш) унтан пурте медальсемпе таврăннă. Пултаруллă йĕлтĕрçĕсем çитĕнỹсемпе лăпланса ларман, Шăмăршă округĕн 45-мĕш хĕллехи олимп вăййисенче каллех старта тухнă. Ултă округ

Подробнее

Раççей ăмăртăвне хутшăнĕç

Çак чыса пирĕн округри атлетсем республикăра иртнĕ мас-рестлинг ăмăртăвĕнче çĕнсе илнĕ. Хăйсен виçисенче Александр Багадеров (Тăрăм) 1-мĕш, Софья Жукова (Тĕмер), Тимофей Антонов (Элекçей Тимеш) - 2-мĕш, Андрей Вишнев (Елчĕк), Роман Николаев (Çирĕклĕ Шăхаль) 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Чăваш Тăрăмĕнче çуралнă, халĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен Светлана Окружнова чемпионка та апрелĕн 24-27-мĕшĕсенче Шупашкарта

Подробнее