Воскресенье, 25 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 5)

Шкулăн пĕр «ылтăн» кунĕ

Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти ГТО значкисчĕсемпе çыхăннă ку. Вĕсен йышĕнче вара аслисем мар, пурте пĕрремĕшсем. Кашниех ылтăнлă. Çав ятпа маттурсене наставникĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Борис Клементьев тата директор канашçи Анна Иванова саламланă.

Подробнее

Штангистсене асăнса

Округ центрĕнчи Спорт çуртĕнче Елчĕк ялĕнчи йывăр атлетсене - Алексей Шляпина, Александр Кедрова, Сергей Кушманова асăнса йĕркеленĕ турнира шкул ачисем хутшăннă. Çĕнĕ ятсенчен пьедестала "ылтăнланисем" çаксем: Вадим Баранов, Юрий Федотов, Никита Филимонов, Данил Купташкин, Артур Кузьмин. Вĕсене тата ытти пултаруллă атлетсене Александр Шляпин, Олег Клементьев, Кирилл Михайлов тата Кушмановсен çемйи хаклă

Подробнее

Пенсионерсем аптăрамаççĕ-ха

Елчĕксем çакна Хĕрлĕ Чутай округĕнче иртнĕ республикăри пенсионерсен XIV спартакиадинче çирĕплетнĕ. Аслă ăрурисем спортăн пилĕк тĕсĕнче вăй виçнĕ пулсан, Аслă Пăла Тимешĕнчи Римма Парферьева ГТО комплексĕн ăмăртăвĕнче çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Асăннă дисциплинăра командăсен (Елена Степанова, Римма Парферьева, Александр Полиевтов, Петр Петрушкин) зачетĕнче ентешсем 2-мĕш позицире. 70 çултан аслисен йышĕнче шывра ишессипе

Подробнее

Пуçлăх аллинчен

Чăваш наци кĕрешĕвĕ енĕпе ăмăртусем ирттересси йăлана çирĕп кĕрсе пырать. Шупашкарта ирттернĕ черетлĕ турнира спортсменсене саламласа чыс тума Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăй хутшăннă. Унăн аллинчен пирĕн ентешсем - Аслă Елчĕкри Богдан Казначеев (3-мĕш вырăн), Çĕнĕ Пăвари Евгений Абрамов (1-мĕш) медальсемпе дипломсене илнĕ.

Подробнее

Çитĕнỹсем курăмлă

Елчĕк муниципалитет округĕнче спорта юратакансем йышлă. Çакна пирĕн тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем округра тата ун тулашĕнче иртекен ăмăртусене тăтăшах хастар хутшăнса çитĕнỹсем тунинчен куратпăр. Спорт мероприятийĕсем календарь çулне çирĕплетнĕ планпа килĕшỹллĕн пыраççĕ. Иртнĕ çула пĕтĕмлетес пулсан, 2025 çулта округра пурĕ 68 спорт ăмăртăвĕ ирттернĕ, унта 2310 çын хутшăннă. Округ командисем çавăн пекех

Подробнее

Хаçат çăмăл атлетсене пуçтарчĕ

Апрель уйăхĕн иккĕмĕш эрнинче округра çулсеренех çăмăл атлетсен çуллахи тапхăрĕ уçăлать. Вăл "Елчĕк ен" хаçат парнисене çĕнсе илессипе çыхăннă. Мария Егорова Ульяна Васильева Кирилл Миллин Михаил Миллин Ярослав Тихонов Самира Сабитова Изабелла Кудряшова Светлана Кожевникова Павел Чернов Виктор Райков Алексей Васильев Анна Симакова Лариса Гладкова Татьяна Васильева Борис Головин Владимир Зиновьев Апрелĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ 47-мĕш кроса хутшăнакансене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, хаçатăн тĕп редакторĕ Елена Петрова саламларĕç,

Подробнее

Регион тулашĕнче ăмăртĕç

Шупашкарта йĕркеленĕ йывăр атлетсен ăмăртăвĕнче Елчĕксем яланхи пекех ăнăçлă кĕрешнĕ. Уйрăмах Матвей Романовăн, Даниил Немцевăн, Денис Барткавичюсăн хĕпĕртемелли сăлтав пысăк: çитес эрнере Чулхула облаçĕнче иртекен Атăл çи федераци округĕн чемпионатне хутшăнĕç. Май уйăхĕнче вара вĕсемпе пĕрле Матвей Горшков Раççейри шкул ачисен спартакиадинче вăй виçĕ. Турнирта Даниил Немцевпа Александр Плотников 1-мĕш разрядçăсем

Подробнее

Ỹркенỹ çук

Асăннă сăмахсем Лаш Таяпа ялĕнчи футбол вăййине юратакансемпе çыхăннă. Кунти çамрăксем ытти округра е регионта ирттерекен турнирсене те хаваспах тухса çỹреççĕ. Черетлĕ туртăм вĕсене Çĕрпỹ округĕнчи Апакассинчи В.Т.Трофимов ячĕллĕ тĕп шкулти мини футболăн уçă турнирне илсе çитернĕ. Ултă командăран 2-мĕш пулнă вĕсем унта - Шупашкарти "Дизель" футбол клубĕ хыççăн. Ентешсенчен Алексей

Подробнее

Кубок — Шăхальсенче

Елчĕкри "Улăп" ФОКра округри территори пайĕсен спартакиадин календарĕпе килĕшỹллĕн арçынсен волейбол турнирне йĕркеленĕ. Аслă Пăла Тимеш тата Лаш Таяпа командисемсĕр пуçне 7 коллектив вылярĕ унта. Кашни тĕл пулу пысăк хавхаланура тата çивĕчлĕхре иртрĕ. Виççĕмĕш вырăншăн Елчĕксемпе Тăрăмсем тĕл пулчĕç. Кил хуçисем халĕччен призерсен йышне кĕмен командăна çăмăллăнах çĕнтеретпĕр тесе шутларĕç пулĕ.

Подробнее