Воскресенье, 25 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Физкультура и спорт (Страница 4)

Раççейре — кĕмĕл

Новосибирскра иртнĕ кире пуканĕ йăтакансен çĕршыври чемпионатĕнчен Чăваш Ен представителĕсем 3 медальпе таврăннă. Йыш пысăк: 43 регионтан 200 ытла атлет вăй виçнĕ. Таяпа Энтри каччи, Раççей спорт мастерĕ Анатолий Узюкин 68 килограма çитичченхи спортсменсем хушшинче кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарнă. Вăл 32 кг кире пуканне 115 хутчен тĕртнĕ. Чемпионатра палăрнисем çывăх вăхăтра

Подробнее

22-н ГТОра

"Солнышко" ача садне çỹрекенсем ГТО хастарĕсен ретне тăнă. Округри ГТО нормисен тесчĕн центрĕн судйи Петр Смирнов пĕлтернĕ тăрăх, 22 шăпăрлан ултă теста парăнтарассинче пысăк ăнтăлу, çирĕп вăй-хал кăтартнă. Уйрăмах вĕсене теннис шарикне тĕллесе ывăтасси, 10 метра чупасси килĕшнĕ. "Хĕвелçĕсенчен" "Шевлесем" те юлас темен: ГТОра хăйсене улттăн тĕрĕсленĕ.

Подробнее

Призера кĕме — пĕр утăм…

Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсем Президент ăмăртăвĕсен республикăри тапхăрĕнче вăй виçнĕ. Спортăн нумай енлĕ кĕрешĕвĕнче, çăмăл атлетикăра, теори конкурсĕнче, хутăш эстафетăра тупăшса вĕсем 15 командăран 4-мĕш вырăн йышăннă. Уйрăм зачетсенче Матвей Миллинпа Арсений Канжелев - 1-мĕшпе 2-мĕш.

Подробнее

Евăпа Софийăн çитĕнĕвĕ

Йывăр атлетсемпе кире пуканçăсен, çăмăл атлетсемпе кĕрешỹçĕсен çитĕнĕвĕсем пирки хаçатра тăтăшах çыратпăр. Гимнастсем çинчен пуçласа тесен те йăнăш мар. Округра художествăлла гимнастика спорчĕ енĕпе ĕçлекен секци çук, анчах çакăншăн куçĕсем çунса тăракан, ăнтăлуллă ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕшĕн нимĕн те хĕн мар. Ева Ишмуратовăпа София Савиновăна (Елчĕк) вĕсем тренировкăсене Патăрьелне илсе çỹреççĕ. Çулла ăсталăха

Подробнее

Вун пĕр призер

Шупашкарта ирттернĕ йывăр атлетсен ăмăртăвĕнче пирĕн çамрăк спортсменсен пухмачĕнче вун пĕр медаль пуçтарăннă. Ылтăнлисем вара Анастасия Абрамова, Матвей Романов, Антон Айметов, Александр Плотников аллинче.

Подробнее

Лайăх кăтартусемпе

Шупашкарти "Олимпийский" стадионта иртнĕ республикăри çăмăл атлетсен чемпионатĕнчен вара Елчĕксем нумайăшĕ медальсемпе таврăннă. Регионта çулсерен палăракан Семен Львовăн (Шăмалак) кăкăр çине 2 ылтăн медаль çакнă: йĕтре тĕртессипе тата молот ывăтассипе. Хăйсен ỹсĕмĕсенче Хăвăлçырмари Иван Ловкин 100 метра чăрмавсем урлă чупассипе, Тĕмерти Тимофей Солин сăнă ывăтассипе, Елчĕкри Алексей Васильев 1500 метра чупассипе

Подробнее

Медаль те пур

Чăваш Енри патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен 24-мĕш спартакиади пирĕн округа бронза медаль "парнеленĕ". Ăна шахматла выляса округ администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникĕ Олег Андронов çĕнсе илнĕ. Ентешсем çавăн пекех шывра ишессинче те, сĕтел çи теннис вăййинче те япăх мар ăмăртнă.

Подробнее

27-мĕш хут

Хулара пурăнакан ентешсен футбол вăййин "Туслăх" Кубокне Николай Баринов пуçарнипе ирттерме пуçланă. Çĕнĕ, 27-мĕш сезона та Кушкă ялĕнче уçнă. Халăх юратакан вăйăра 10 команда вăй виçнĕ. Вĕсене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов саламласа ăнăçу суннă. Каçчен пынă çивĕч тĕл пулусем çĕнтерỹçе те палăртнă: "Элпуç" команда вăл.

Подробнее

Ачасен шанăç пысăк

Вăрнарта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри уçă турнирне йĕркеленĕ. Хусантан, Ульяновскран, Йошкар-Оларан, Чăваш Енри 12 хулапа округран хутшăннă 200 атлет хушшинче Елчĕксем те палăрнă. Константин Миллин тренерăн вĕренекенĕсем - Михаил Миллин (Елчĕк) чемпион ятне, Богдан Сметанинпа Богдан Юнкеров (Лаш Таяпа) бронза медальсене çĕнсе илнĕ. Канашра А.Ю.Афанасьев тĕнче класлă спорт мастерĕн призĕсемшĕн те питĕ

Подробнее

Беларуçрен — ылтăнпа

Асăннă çĕршыври Киричев хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирне ирттернĕ. Раççейри 20 регионтан, çавăн пекех Абхазирен, Молдовăран, Казахстанран 800 яхăн атлет тупăшнă. Чăваш Ен чысне унта Елчĕкри Михаил Миллин хỹтĕленĕ. 35 килограмлă виçере кĕрешсе вăл ултă спортсмена парăнтарса ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Пысăк çитĕнỹпе ашшĕне - Константин Александрович тренера та саламлатпăр.

Подробнее