Елчĕкри «Улăп» ФОКра воин-интернационалиста, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Анатолий Митрофанович Патшина асăнса чăваш наци спорт кĕрешĕвĕ енĕпе округăн уçă ăмăртăвне ирттернĕ.
Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски округĕсенчи тата Чулхула облаçĕнчи Сергач хулинчи 50 яхăн спортсмен вăй виçнĕ унта. Ентешсенчен ылтăн медальсене Арсений Кульмаков (Аслă Таяпа), Артур Тимагин (Лаш Таяпа), Виктор Катеров, Богдан Казначеев, Данил Патшин (Аслă Елчĕк), Давид Крысов, Евгений Абрамов (Çĕнĕ Пăва) çĕнсе илнĕ. Пьедестал çине хăпарма тивĕçнĕ пĕтĕм атлета Елчĕк тата Аслă Елчĕк çамрăкĕсем призсемпе хавхалантарнă.

