Среда, 27 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Человек дела (Страница 17)

Ĕçне чун-чĕререн парăннă педагог

Мĕн çамрăкран чунра ырă йĕр хăварнăран, ачасене ашшĕ-амăшĕ пек юратса пурнăçа вĕрентнĕрен, чĕререн ăс-тăн панăран учительсем нихăçан та асăмăртан тухмаççĕ. Асăмăрта анчах мар, ĕмĕрех чĕремĕрте упранаççĕ вĕсем. Патреккел шкулĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта тăрăшакан Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Татьяна Никифорова социаллă педагог пирки сăмахăм. «Çивĕч ăслă, ырă чунлă, ăшă

Подробнее

Паллă художникăн пĕр ĕмĕрхи юбилейĕ

Чăваш искусствинче паллă йĕр хăварнă çынсенчен пĕри – Николай Овчинников халăх художникĕ çуралнăранпа ыран 100 çул çитет. Николай Васильевич Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Мĕшĕл ялĕнче çуралнă. Ашшĕ, Василий Федотович, вĕреннĕ çын пулнă, учительте ĕçленĕ. Амăшĕ, Ирина Ивановна, хресчен çемйинчен. Ултă çул тултарсан ашшĕ Кольăна шкула илсе каять. Ача пуçласа алла букварь тытать, унта çуртсен,

Подробнее

Çыравçă тăван тăрăхра

Вырăскассинче, учительсен çемйинче çуралса ÿснĕ Елен Нарпи çыравçă час-часах тăван енре пулать, вулакансемпе тĕл пулать. Елена Петровна пултарулăхне район çыннисем лайăх пĕлеççĕ. Унăн прозăри ăсталăхĕ студент чухнех палăрнă. Шкулта вĕреннĕ чухне çамрăк корреспондент район хаçачĕпе туслă çыхăну тытнă. Хальхи вăхăтра И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетра студентсене пĕлÿ парать, çырас пултарулăха çулсерен ÿстерсе пырать.

Подробнее

Бригадир

Акчел ялĕнче пурăнакан Петр Васильевич Кудрявцев хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех, пурĕ 43 çул, тăван «Прогресс» хуçалăхра тăрăшать. Малтан водитель, халĕ – бригадир, пĕрремĕш комплекслă бригадăна ертсе пырать. Ахальтен мар çак хисеплĕ çынна пархатарлă ĕçне кура «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят парса чыс тунă. Ашшĕпе амăшĕ – Василий Георгиевичпа Зинаида

Подробнее

Вăй-хала пиçĕхтерекен

Кашни шкултах пур вĕсем, пултаруллă вĕрентекенсем. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулти харсăр педагогсенчен пĕри – Олег Осипов. Физкультура учителĕн ятне илтмен çын та юлмарĕ пулĕ районта. Олег Николаевич вĕрентекен ачасем спорт енĕпе çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туса ăна хăйне кăна мар, тăван шкула, района, çавăн пекех республикăна та мăнаçланмалли чыс-хисеп кÿреççĕ. Юлашки виçĕ

Подробнее

47 çул руль умĕнче

Владимир Николаев Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта водительте тăрăшать. Тавра ялсенчи шкул ачисене ирхине шкула, уроксем хыççăн килне турттарать вăл. 62 çулхи Владимир Васильевич мĕн çамрăкран руль умĕнче. Сумлă ĕç ветеранĕ 47 çул стаж пуçтарнă. Малтанах «Слава» колхозра шоферта, унтан киномеханикра, каярахпа колхоз автобусĕн водителĕнче вăй хунă. Хăйĕн

Подробнее

Ĕнерхи ертÿçĕ – çыравçă

Илья Левый 6 çул хушшинче виçĕ кĕнеке пичетлесе кăларма пултарнă çыравçă. Вĕсенче Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхне кĕрекен ялсен, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен, шкулсен историне, нумай çыннăн кун-çулне çутатнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче И.Левый «Знамя» колхоз председателĕнче вăй хунă. Çав тапхăрта тĕп тата вăтам звенори специалистсен экономика вĕренĕвне ертсе пыратчĕ. Асăннă ĕçе нумай çул

Подробнее

«Кăмăла çĕклет»

Иртнĕ çулхи кĕркунне Чăваш патшалăх академи симфони капеллин хорне йĕркеленĕренпе 50 çул çитрĕ. Коллектив хăйĕн пуçламăш утăмĕсене 1967 çулта – Чăваш АССР телевиденипе радион патшалăх комитечĕн хорне йĕркелесе янипе тунă. 1986 çултанпа ăна тĕп дирижер пулса Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин профессор ертсе пырать. Çав вăхăтра хор Чăваш Республикинчи К.В.Иванов

Подробнее

«Профессине чун-чĕререн юрататăп»

55 çулхи юбилей. Иртнине аса илмелли, малашлăха палăртмалли меллĕ сăлтав. Шăпах çак вăхăтра, тивĕçлĕ канăва тухас умĕнхи куçăм тапхăрĕнче, çын хăйĕн хыçа юлнă кун-çулне тĕпĕ-йĕрĕпе тишкерсе тухать. – Самана уттипе тан пырас тесе вĕçĕмсĕр васкаса, шав çĕннине шыраса, ĕçе пуçĕпех путса вăхăт иртсе кайнине, сумлă юбилей çитнине сиссе те юлаймарăм, –

Подробнее

Яланах халăх хушшинче

Ял тăрăхĕсенчи йĕркелĕхе тивĕçлĕ шайра тытса тăрас ĕçре полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен тÿпи пысăк. Таяпа Энтри ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ унтах пурăнакан Григорий Александрович Шадриков хăйĕн ĕçне пĕлнипе тата чунтан парăннипе палăрса тăрать. Граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, общество йĕркелĕхне çирĕплетес, йĕркене пăсасран тата преступлени тăвасран асăрхаттарас тĕллевсене мала хурса тимлет вăл. – Участоксенчи уполномоченнăйсем

Подробнее