Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Человек дела (Страница 16)

Чăн-чăн патриот

Çак кунсенче Геннадий Дмитриев тăван ялта хăнара. Нумаях пулмасть Италире правилăсăр кĕрешес енĕпе иртнĕ тĕнче чемпионатĕнчен таврăнчĕ вăл. Геннадий Николаевич Лаш Таяпана пушă алăпа мар, ветерансен хушшинче çĕнсе илнĕ ылтăн медальпе тата тĕнче чемпионĕн пиçиххийĕпе таврăнчĕ. Италире вăл пьедестал çинче Лаш Таяпа ялавне вĕлкĕштернипе чăннипех мухтанатпăр эпир. Чăн-чăн патриот, тăван яла,

Подробнее

Германовсем – ырă йăхран

Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти музейра урок ирттересси йăлана кĕнĕ. Çак ĕçе эпир хамăр тăрăхри паллă çынсемпе ачасене тĕплĕнрех паллаштарас тĕллеве асра тытса йĕркелетпĕр. Музейра урок иртттерме меллĕ те – истори материалĕсем пĕтĕмпех куç умĕнче. Чăннипех, Кĕçĕн Пăла тăрăхĕнче чыса, хисепе тивĕçлĕ çынсем сахаллăн мар. Çак уроксенче вĕренекенсем паллă

Подробнее

Праçникре те ĕçре

Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем кану мĕнне пĕлмеççĕ. Календарь çинчи пысăк уявсенче пушшех вĕсем службăра, ыттисен канлĕхĕшĕн тимлеççĕ. Акă, паян та, професси уявне пăхмасăр, полици лейтенанчĕ Петр Львов дежурствăра. Ир-ирех служба тивĕçне пурнăçлама тытăннă вăл: пĕр автомашинăн водительне чарăнма ыйтать, тепĕрне... Çул çинче яланах такăр çул пултăр, водительсем çул-йĕр правилисене пăхăнса

Подробнее

Пурнăçăм – колхоз çитĕнĕвĕсем

Çакăн пек калать «Прогресс» хуçалăхра нумай çул зоотехник, тĕп зоотехник, каярахпа кадрсемпе ĕçлекен специалист пулса ĕçленĕ, пархатарлă ĕçĕшĕн «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» ята, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне илме тивĕçлĕ пулнă Галина Георгиевна Баранова. Галина Юркина /хĕр чухнехи хушамачĕ/ Вăрнар районĕнчи Уравăш ялĕнче 1938 çулта, колхозник çемйинче çуралнă. Вĕсем тăватă пĕр

Подробнее

Турхан ялĕнчи Турхансем

Чăваш хутлăхĕнче Турхан ятлă ялсем, шăпах çакăн евĕр илтĕнекен хушаматсем те сахал мар. Авалхи чăваш сăмахĕнчи çак ят мăнаçлăн, хăюллăн янăранăн туйăнать. Турхан – пуян та чаплă ял, çыннисем – харсăр, Турхан хушаматлисем вара ĕçре те, вĕренÿре те, пурнăçра та хăйсен вырăнне тупнă çынсем. Алă ăсти – Алексей Григорьевич Турхан

Подробнее

Çемье пуçĕ – 70 çулта

Шăкăл-шăкăл калаçса, çур сăмахран ăнланса чылай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсем сахал мар пирĕн хушăмăрта. Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче çакăн евĕр çемьесем. Валерий Христофоровичпа Римма Георгиевна Павловсем Елчĕкри Заводская урамра пурăнаççĕ. Вĕсен çурчĕ умне пырса чарăнсанах хуçисен типтерлĕхĕ тата ĕçченлĕхĕ куç умне тухса тăрать. Пÿрт умĕнче, пахчара çитĕнекен йывăç-тĕмсем, хитрелĕхĕпе илĕртекен чечексем,

Подробнее

«Тĕнчери мĕнпур пуянлăх вăл – анне»

– тет чăваш эстрада юрăçи Юрий Кашкăр. Темиçе çул каялла районти Акатуя хăйĕн юррисемпе савăнтарма килнĕ Юрий Кашкăра çĕр ĕçченĕсен чи паллă уявне хаклама ыйтнăччĕ. Кĕске калаçурах вăл харсăр Елчĕк халăхĕ мухтавлă ĕçĕсемпе палăрнăшăн мăнаçланнине хăпартланса палăртрĕ. Çамрăк юрăç-композитор тăван ене, унăн çыннисене пысăка хурса хаклани чуна ăшăтрĕ ун чухне. Унтанпа вăхăт

Подробнее

«Манăн телейĕм çынсенче – чăн-чăн туссемпе вулакансенче», –

пĕлтерет сумлă юбиляр Анатолий Артемьевич Тимофеев 1938 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Раккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ те /Артем Иванович/, амăшĕ те /Ольга Дмитриевна/ тăлăхсем пулнăран унăн çывăх тăванĕсем сахалтарах пулнă. Çапах та вăл, пĕчĕкренех пĕлÿ патне туртăнакан ача, пиллĕк-улттăра чухнех хăйĕнчен икĕ çул аслăрах аппăшĕн «Букварьне» шăкăлтаттарса вулама,

Подробнее

Тимĕре çыпăçтаракан ăста

«ДПМК «Яльчикское» ООО ĕçченĕсем професси уявне тулли кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем Аслă Шăхаль ялне каçакан кĕпере тĕпрен юсанă çĕрте тăрăшаççĕ. Рабочисем пĕринчен тепри хастар. Сахал яваплă юлташлăх ертÿçи Вячеслав Сядуков районти çул-йĕре пысăк пахалăхпа тытса тăракан кашни ĕçчене ырăпа аса илет. Кĕпер çинчех манăн Виталий Тихонов газоэлектросварщикпа çывăхрах паллашма

Подробнее

Çамрăклăхри вăр-варлăхне çухатман

Шăмалак ялĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранне Роза Львовăна 80 çула çитнĕ тесе никам та калаймĕ. Роза Филипповна хăйĕн çулĕсене кура мар вăр-вар та маттур, çирĕп ăс-тăнпа пурăнать, хаçат-журнал нумай çырăнса илет. Чи малтанах «Елчĕк ен» хаçата алла илет, район хыпарĕсенчен тăрса юласшăн мар вăл. – Роза Филипповна, мĕн çĕнни пур район

Подробнее