Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Человек дела (Страница 15)

Çынлăха мала хуракан

Сăмаха шухăшласа, теприне хисеплесе тата лăпкăн калаçакансем халăхра пысăк хисепре. Вашават утăмлă, яланах уçă та хавас кăмăллă, çынлăха мала хуракан Николай Малышкинпа район хаçатĕнче ĕçлеме пуçласан паллашма тивнĕччĕ. Вăл ун чухне район администрацийĕнче çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалистра тăрăшатчĕ. Унтанпа самай вăхăт иртрĕ, шăпа Николай Федоровичпа ĕçтешсем пулма та пÿрчĕ. «Елчĕк

Подробнее

Пурнăç илемĕ – юратнă ĕç, ачасем

«Прогресс» хуçалăхĕн Патреккелти сысна ферминче тирпейлĕх хуçаланни пурин чунне те савăнтарать. Ферма йĕри-тавра карта тытса çавăрнă, унти чечек клумбисенче çу каçипех тĕрлĕрен илемлĕ чечексем ешереççĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен çурчĕ таса та хăтлă, кану кĕтесĕсем илемлĕ. Витесен умĕнче, картишĕнче кирлĕ мар япала выртнине кураймăн. Зооветеринари требованийĕпе килĕшÿллĕн сысна фермине ют çынсем кĕмеççĕ. Сысна

Подробнее

Çын яланах йышлă

Чăваш Республикин Елчĕк нотариат округĕн нотариусĕ Руфина Воронцова çак ĕçре 10 çула  яхăн тăрăшать. Хăйĕн патне тĕрлĕ ыйтупа пыракан кашни çынна тимлĕ итлекен, сăпайлă калаçакан, ĕçе пахалăхлă пурнăçлакан, саккунсене тĕплĕн ăнлантаракан нотариуспа халăх кăмăллă. – Пирĕн патăмăрта çын яланах йышлă. Граждансене тĕрлĕ ыйту интереслентерет, ытларах Амăшĕн капиталĕпе, куçман пурлăхпа, пурлăха еткерлĕхе

Подробнее

Ылтăн алăллă музыкант

Пурнăçăн хăйĕн саккунĕ: кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртнине сиссе те юлаймастăн. 45 çул каялла Аслă Елчĕкри вăтам шкулта вĕренеттĕмĕр. Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсен варринче вăхăт питĕ интереслĕ иртетчĕ. Шкулта уроксем вĕçленсен те киле кайма васкаман, тĕрлĕ кружока, мероприятие çÿреттĕмĕр. Кашни кунах пысăк тăхтав вăхăтĕнче вара коридорта илтĕнекен купăс сасси

Подробнее

Чун киленĕçĕ – ĕçре

Çын пурнăçĕнчи пĕтĕм ырăлăх çемьерен пуçланать. Арçын çемье тĕрекĕ те хÿтĕлевçи пулсан, хĕрарăм çемье вучахне чĕртекен тата унăн ăшшине ĕмĕрĕпе упраса пурăнакан. Шăпах хĕрарăм чун-чĕре ăшăлăхне, кăмăл пуянлăхне çывăх çыннисене пĕр шелсĕр парнеленĕрен çемье членĕсем хăйсене лăпкă та канăçлă тытаççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ шухăшсемпе çунатланаççĕ – пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăх

Подробнее

Ÿркенмен хĕрарăм

Çуткÿлĕнчи куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккара сутуçă пулса тăрăшать Роза Савастьянова. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннăскер малтанах Елчĕкри универмагри «Галантерея» уйрăмра, унтан райпон Курнавăшри, Çуткÿлти лавккисенче заведующи пулса тăрăшрĕ. Пĕр вăхăт столовăйра те вăй хучĕ. Пурнăç çулĕ ăна тĕрлĕ ĕçе явăçтарчĕ. Юлашки çулсенче каллех юратнă ĕçех таврăнчĕ. Роза Витальевна Курнавăш тăрăхĕнчи харсăр

Подробнее

Елчĕк ученăйĕ

Раççейри чи паллă тата сумлă ученăйсенчен, чукун çул рельсĕсене контрольлекен облаçри изобретательсенчен пĕри, техника наукисен докторĕ Анатолий Аркадиевич Марков октябрь уйăхĕнче 70 çул тултарнă. Анатолий Марков Ĕнел ялĕнче çуралнă. Вăл хăйĕн пурнăçне чукун çул рельсĕсен дефектоскопийĕпе çыхăнтарассине çемьере никам та шутлама пултарайман. Чи çывăхри Горький чукун çул станцийĕ Канаш урлă 60

Подробнее

Пурнăçĕ мирлĕ вăхăтра татăлчĕ

Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕ Михаил Никифорович Чернов 1918 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче Вырăскасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пуçламăш классенче ялти шкулта, 5-7-мĕш классенче Курнавăш шкулĕнче вĕреннĕ ача. Вĕренÿре питĕ лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă, обществăлла ĕçре хастарлăхпа палăрнă. Çивĕч ăслă пулнине кура 7-мĕш класра пĕлÿ илнĕ вăхăтра вĕренÿ çулĕ варринчех шкул пĕтернине çирĕплетекен

Подробнее

Сцена çинче 50 çула яхăн

Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Музыкантова артистка 70 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ. Çак сумлă пулăма ентешсемпе пĕрле паллă тума Валентина Ивановна тăван тăрăха килчĕ. Ольга Туркай пьеси тăрăх лартнă «Чи кирли, чи юратни...» /Ален Делон/ спектакльте Люсена Ивановна рольне вылярĕ вăл. Кам калĕ ăна çичĕ теçетке урлă каçнă тесе: çамрăк чухнехи

Подробнее

Чăн-чăн патриот

Çак кунсенче Геннадий Дмитриев тăван ялта хăнара. Нумаях пулмасть Италире правилăсăр кĕрешес енĕпе иртнĕ тĕнче чемпионатĕнчен таврăнчĕ вăл. Геннадий Николаевич Лаш Таяпана пушă алăпа мар, ветерансен хушшинче çĕнсе илнĕ ылтăн медальпе тата тĕнче чемпионĕн пиçиххийĕпе таврăнчĕ. Италире вăл пьедестал çинче Лаш Таяпа ялавне вĕлкĕштернипе чăннипех мухтанатпăр эпир. Чăн-чăн патриот, тăван яла,

Подробнее