Среда, 27 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Человек дела (Страница 4)

Пурнăçа чĕререн юратсан – Çитĕнÿ те, телей те пур сан

Вера Ивановна Васильева районти выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас ĕçре тивĕçлĕ тÿпе хывнă. Çакна паян ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе тĕп специалистсем те çирĕплетсех калама пултараççĕ. 26 çул Елчĕк район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп зоотехникĕ пулса вăй хунă вăл, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ вара тата ытларах. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Подробнее

Чунри пĕрлĕх –иксĕлми чĕрĕлĕх

Çапла çирĕплетет агропромышленность ветеранĕсен республикăри организацийĕн Канашĕн членĕ В.Д.Свеклов Хăйне, Тĕрлемесри бухгалтерсен шкулĕнче пĕлÿ илекенскере, Елчĕк районĕ çĕнĕрен йĕркеленнĕ тапхăрта социаллă службăна ĕçлеме йыхравланă пуçлăха ним хурав пама та аптăраса тăнă. Ара, ачаранпах аппăш-тетĕшсемпе пĕрле килте, вĕренÿри каникулсенче колхозри тĕрлĕ ĕçе хутшăннисĕр пуçне нимĕнех те тума ĕлкĕрмен-çке вăл. – Эсĕ комсомолец, –

Подробнее

Пурнăç çынни

Çамрăк чухнехи пек ĕçе васкамалла мар пулин те хăнăхнă йăлапа Николай Соколов ура çине ир тăрать. Çĕрĕпе вĕçтернĕ çил-тăман пÿртрен тухакан алăк умнех хÿсе лартнă. Ăна тасатас, чăхсене апат парас тесе кил хуçи тумланса картишне тухрĕ. Мĕн пĕчĕкрен юратать вăл кил картинче тăрмашма. Картишĕнчи кашни япала хăй вырăнĕнче, тирпейлĕ. Пур

Подробнее

Сумлă та пархатарлă кун-çул

Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Ильич Евполов Октябрь Революцийĕн, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Ленин орденĕсен кавалерĕ, тĕрлĕрен медальсемпе Тав хучĕсен шучĕ те çук унăн... Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлă «Слава» колхозăн Çĕнĕ Эйпеç ялĕнчи пĕрремĕш комплекслă бригадине нумай çул ăнăçлă ертсе пынă Владимир Евполовпа тĕл пулса калаçни иртнĕ ырă вăхăтри

Подробнее

Елчĕксен иккĕмĕш олимпиецĕ

2000 çулхи Сиднейри XXVII-мĕш Олимп вăййисенче Лаш Таяпа каччи Владимир Андреев 20 çухрăма хăвăрт утассипе бронза медале тивĕçнине хаçат вулаканĕсем пĕлеççех ĕнтĕ. Елчĕксем хăйсен мухтавлă ентешĕпе чăннипех мăнаçланаççĕ, унăн çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ. ...Çитĕнÿ нихăçан та çăмăл килмест. Сентябрь уйăхĕн шăрăх çанталăкĕ тăнă Австралире. 20 çухрăма хăвăрт утассипе вун-вун çĕршывран килнĕ спортсмен старта

Подробнее

Кушкă ялĕн тепĕр наука кандидачĕ

«Лайăх лаша пуласси тихаран, лайăх çын пуласси ачаран паллă», – тенĕ ĕлĕкех чăвашсем. Ачалăхĕ çăмăл килмен Кушкă ялĕнчи Ольгăпа Сергей Фроловсен çемйинче ÿснĕ Генăн. Ялта ача сачĕ пулманран вăл ытларах амăшĕ çумĕнче çитĕннĕ. 2000 çулта Геннадий Кушкăри вăтам шкула 1 класа кайнă. Амăшĕ вырăнпах чирлĕ выртнăран мĕн пĕчĕкрен ĕçе кÿлĕннĕ арçын

Подробнее

Пĕрремĕш тракторист

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Тĕмер ялĕн çыннисем МТС çумĕнчи трактористсем хатĕрлекен шкултан йышлăн вĕренсе тухнă. Вĕсенчен пĕри – Павел Иванович Марков. Районта тухса тăракан «Колхоз ялавĕ» хаçатăн 1943 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче пичетленнĕ номерĕнче 1-мĕш страницăра Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕ кун çути курнă. Унта пысăк тухăçлă тыр-пул туса илес, выльăх-чĕрлĕх

Подробнее

Блиц-интервью: Анатолий ВОЛКОВ

Анатолий Волков – Раççейри паллă хирург тата пултаруллă прозаик. Вăл Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă. Тухтăр пулас ĕмĕт ăна ача чухнех тыткăнланă, çав вăхăтрах сочиненисем те ăнăçлă пулса пынă. Вырăс чĕлхи вĕрентекенĕ ăна филологи факультетне вĕренме кĕме ÿкĕтленĕ пулин те çамрăк Волковра тухтăр пулас ĕмĕт çĕнтернĕ. Анатолий Никандрович Хусанти медицина институтĕнчен,

Подробнее

Чăвашлăх юхăмĕн патриочĕ

Елчĕк çĕрĕн пулăхлă та кăпăшка çĕрĕ çинче çарран чупса ÿснĕ, симпыл евĕр сиплĕ сывлăшĕпе киленсе сывласа аталаннă яш-кĕрĕм аслă çĕршывăмăрăн кирек хăш кĕтесĕнче тарăн хунав ярсан та тăванлăх, чăвашлăх туйăмне мала хурать, хĕрÿ чĕреллĕ пулнăран харсăр ĕçĕсемпе палăрать. Вĕсенчен пĕри – ĕнер 55 çул тултарнă хисеплĕ çыннăмăр, Чĕмпĕр тăрăхĕнче курăмлă

Подробнее

Хисеплĕ вĕрентекен, харсăр депутат

Çĕр çинче пархатарлă професси чылай. Анчах кирек мĕнле ĕçе алла илес тесен те вĕрентекен панă пĕлÿ пысăк вырăн йышăнать. Аслă Таяпа ялĕнче пурăнакан Ольга Сядукова вĕрентекен профессине ачаранах кăмăлланă. Хăйĕн тантăшĕсемпе, пĕр тăванĕсемпе «шкулла» вылянă вăхăтра та хĕр ача яланах учитель сăнарне суйланă, хăйне пĕчĕккĕллех учитель евĕр тытма хăнăхса пынă. Тÿскелĕнчи Александр

Подробнее