Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение (Страница 5)

Çынна мĕскĕнлетет

Наркотиксемпе çыхăннă ыйтăвăн социаллă пĕлтерĕшĕ çĕршывра çивĕччисен йышĕнче. Çавăнпа та ку енĕпе асăрханулăха тата тимлĕхе ỹстермелле. Наркомани - хăрушă чир. Пĕр хут наркотик тутансан унран хăтăлма пĕрре те çăмăл мар. Йăлтах урăх енне çавăрса хурать вăл çын пурнăçне. Наркотикпа туслашнă хыççăн этем яланхи тивĕçсем, туйăмсем пирки манать. Вăл мĕскĕнленет, çынлăха çухатать.

Подробнее

Çапла пулмашкăн ăна чунĕ ыйтать, чĕри хушать…

Ентешĕмĕр - Шупашкар округĕн больницин тĕп тухтăрĕ, унсăр пуçне, тĕп ĕçĕнчен пăрăнмасăр нумай çултанпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулса халăх шанăçне тивĕçлипе тỹрре кăларакан, маларах темиçе хутчен район, хула депутатне суйланнă тата ытти нумай обществăлла ĕçе хастар хутшăнакан Владимир Николаевич Викторов тăван тăрăхра тухса тăракан "Елчĕк ен" хаçатăн Çĕнĕ

Подробнее

Диспансеризаци

тĕллевĕ - чирсене малтанхи тапхăрта тупса палăртасси, вăл е ку чир вăй илме пултарассине уçăмлатасси. Çакă пĕлтерĕшлĕ: диспансеризацие тата профилактика тĕллевĕллĕ медицина тĕрĕслевне сире çирĕплетнĕ медорганизацире тỹлевсĕр тухма пулать - паспорт тата ОМС полисĕ (е полис çинчен çырса илни) пĕрле пулмалла. Енчен те юлашки 12 уйăхра эсир диспансеризаци шутне кĕрекен мĕнле те

Подробнее

Манăн вĕренекенсем

Шкулта виçĕ теçеткене яхăн çул ĕçлерĕм, тĕрлĕ ашшĕ-амăшне, тĕрлĕ вĕренекене куртăм. Эпĕ вĕрентнĕ ачасем хушшинче наука докторĕсемпе кандидатсем, аспирантсем пур, çавăн пекех аслă шкула каймасăр çĕршывшăн усăллă тĕрлĕ ĕçре тăрăшакансем те чылаййăн. Вĕсене пурне те хам çуратнă ачасем пек çывăха хуратăп, вĕсем сывлăхлă пулнипе, çитĕнỹсем тунипе савăнатăп, нуша-хуйхăра та вĕсемпе пĕрлех

Подробнее

Онкоцитологи. Мĕн вăл?

Владимир ПУТИН, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ: - Паян сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн тухăçлăхĕ Раççей халăхне упраса хăварас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май медицина учрежденийĕсен вăй-хăватне ỹстерсе пыратпăр, ăсчахсене, наукăпа практика центрĕсене пулăшатпăр, промышленноçа диагностика тата ытти оборудованисене туса кăларма тĕрев паратпăр. Тĕллев - медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине лайăхлатасси, пахалăхне ỹстересси. Пирĕн çĕршыв гражданĕсем лару-тăру

Подробнее

Вакцинаци — чирсене асăрхаттарни

Вакцинаци вăл - чирсене асăрхаттармалли, чир йывăррăн иртессине хирĕç кĕрешмелли тата çыннăн сывлăхĕпе пурнăçне çăлса хăвармалли хăрушсăр меслет пулнине пĕлетпĕр. Грипп - вирус чирĕ, вăл сывлав органĕсене хавшатать, чирлĕ çынран сывлăш-тумлам мелĕпе ерет. Грипп чирĕ йывăра кайсан ỹпке, бронх шыççине, юн тымарĕсен е тата чĕре тĕртĕмĕн шыççине, миме шыççине пуçарса яма

Подробнее

Токсикологи центрĕ йышăнать

Юлашки çур çулта республикăра ачасем наркăмăшланнă тĕслĕх 200-тен те иртнĕ. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: эмел, уксус, бензин, краççын е çулăм кăлармалли шĕвек. Çакнашкал инкеке çакланнă ачасене Республикăри ача-пăча клиника больницинче йĕркеленĕ токсикологи центрĕ пулăшать. Кашни кунах уйрăма 1-2 ачана илсе килеççĕ. Ытларахăшĕ эмелпе наркăмăшланать. Алкоголе пула аптăракансем те пур. Кăçал çавнашкал наркăмăшланнă 30

Подробнее

Сигарет ан турт!

Сигарет туртни унта никотин пуррипе çеç сывлăха хавшатмасть. Табак тĕтĕмĕнче чĕрене сиенлекен, онкологи чирĕ пуçлама пултаракан наркăмăш - мышьяк, сывлăш çулĕсене сиенлекен хими япали - формальдегид, лейкоз тата онкологин ытти чирĕсене сарма пулăшакан бензол пуррипе те сигарет туртни пурнăçшăн хăрушă. Туртакан çыннăн пыра-киле ăс-тăнĕ те хавшать, куç çивĕчлĕхĕ чакать. Электрон сигарет туртни

Подробнее

Икĕ çулта пĕр хутчен тĕрĕсленмелле

Куçса çỹрекен маммографпа кăçалхи 6 уйăхра 3500 ытла хĕрарăм сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Республикăри онкологи диспансерĕн мобильлĕ маммографи комплексĕ çулталăк пуçланнăранпа 84 хутчен çула тухнă. Муниципалитетсенче вĕсем тĕп больницăсенче чарăннă. Маммографи тĕрĕслевне 40 çултан аслăрах хĕрарăмсене йыхравлаççĕ. Тĕпчев валли 10 минутран ытла вăхăт кирлĕ мар. Ыратнине туймасан та сывлăха икĕ çулта пĕр хутчен те

Подробнее

Эмелпе те, ăшă сăмахпа та

Медицина ĕçченĕсем пациента эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сиплеççĕ, ыратăвне сиреççĕ, чирлисене хавхалантарса кĕске хушăрах сипленме пулăшаççĕ. Патреккел ялĕнче пурăнакан Валентина Петрова шкул хыççăн медицина сестри пулас ĕмĕтпе çунатланнă. Чулхулари медицина училищинче вĕренсе пĕлỹ илнĕ хыççăн вăл хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ. Алла специальность илсен пĕр хушă Канаш районĕнче тăрăшнă. Хальхи

Подробнее