Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Икĕ çулта пĕр хутчен тĕрĕсленмелле

Икĕ çулта пĕр хутчен тĕрĕсленмелле

Куçса çỹрекен маммографпа кăçалхи 6 уйăхра 3500 ытла хĕрарăм сывлăхне тĕрĕслеттернĕ.

Республикăри онкологи диспансерĕн мобильлĕ маммографи комплексĕ çулталăк пуçланнăранпа 84 хутчен çула тухнă. Муниципалитетсенче вĕсем тĕп больницăсенче чарăннă.

Маммографи тĕрĕслевне 40 çултан аслăрах хĕрарăмсене йыхравлаççĕ. Тĕпчев валли 10 минутран ытла вăхăт кирлĕ мар. Ыратнине туймасан та сывлăха икĕ çулта пĕр хутчен те пулин тĕрĕслеттермелле, мĕншĕн тесен кăкăр шыççине пуçламăш тапхăрта ятарлă оборудованипе пăхмасăр асăрхама май килмест.

«Утă уйăхĕн 17-27-мĕшĕсенче маммограф Сĕнтĕрвăрри округĕн тĕп больницинче ĕçлет. Çурла уйăхĕнче Улатăр тата Елчĕк округĕсенче», — пĕлтернĕ онкодиспансерăн рентгенодиагностика уйрăмĕн заведующийĕ Марина Сафонова.

Маммографи кăкăр парĕсен шыççисене палăртма пулăшакан чи ăнăçлă меслет шутланать. Сывлăх хавшанине малтанхи тапхăрта тупса палăртассине тата рентгенологи тĕпчевĕсене хĕрарăмсене май пур таран ытларах явăçтарассине тĕпе хурать те ĕнтĕ «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Онкологи чирĕсемпе кĕрешесси» регион программи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code