Четверг, 9 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации (Страница 660)

Чикĕсене палăртар

Халăх тата влаç умĕнче тăракан çивĕч ыйтусенчен пĕри - чикĕсене виçтерсе палăртман çĕр лаптăкĕсене саккунпа килĕшỹллĕн çирĕплетесси. Енчен те çĕр хуçи 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен çĕр чиккине виçтерсе кадастр учетне кĕртме ĕлкĕреймесен, çĕнĕ çултан унăн çак çĕр лаптăкĕпе çыхăннă тĕрлĕ килĕшỹ çырма, ăна сутма, парнелеме, еткерлĕхе пама, салука хывма

Подробнее

Раççей çар историйĕн кунĕсем

Наполеона çĕнтернĕ 1813 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче вырăс çарĕсем хăйсен союзникĕсемпе пĕрле Лейпциг патĕнче Наполеона çĕнтернĕ. Французсем çак çапăçура 80 пине яхăн çын тата артиллерие пĕтĕмпе тенĕ пекех çухатнă. Наполеон çарне çапса аркатни Франци çĕршывĕ унччен маларах Европăра çĕнсе илнĕ территорисене çухатас хăрушлăх кăларса тăратнă. 5 карапа путарнă 1827 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче

Подробнее

Сывлăхшăн хамăрăн тăрăшмалла

Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ пуçарнипе октябрь уйăхĕнче кăкăр ракне хирĕç кĕрешекен уйăхлăх иртет. Çак чир çĕр çинче анлă сарăлнă пилĕк чир йышне кĕрет. Юлашки вăхăтра кăкăр ракĕпе тата мастопатипе чирлекенсен шучĕ чылаях ỹсни палăрать. 20 çул каярах çеç ку енĕпе маммолог патне ытларах 50-60 çулсенчи хĕрарăмсене яратчĕç. Халĕ вара

Подробнее

Культура хыпарĕсем

Чăвашла çыракансене - грант Ача-пăча тата çамрăксем валли чăвашла çырнă литературăшăн грант параççĕ. Республикăра ачасем валли çыракансене çуллен хавхалантарса пыраççĕ. Кăçалхи конкурса Чăваш Енри тата Чĕмпĕр облаçĕнчи 17 автор 21 ĕçпе хутшăннă. "Шкул ỹсĕмне çитмен тата пуçламăш классенче вĕренекен ачасем валли çырнă хайлав" номинацире Чĕмпĕрте тухса тăракан "Канаш" хаçат редакторĕн Н.Ларионовăн

Подробнее

Тĕрĕслев ирттернĕ

Ют çĕршыв çыннисем ĕçлекен вырăнсенче пĕрлехи тĕрĕслевсем ирттересси, миграци сферинче пулса иртекен преступленисен çулне пỹлесси тата профилактика ĕçĕсене пурнăçласси йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен тĕп тивĕçĕ пулса тăрать. Çавна май районти полици пайĕн ĕçченĕсем "Нелегал" ятпа операци йĕркеленĕ. Тĕрĕслевсен вăхăтĕнче вĕсем ĕç паракансемпе ют çĕршыв гражданĕсен хушшинчи ĕç килĕшĕвĕсене саккуна пăхăнса хатĕрленипе,

Подробнее

«Йăла тата çемье»

Юпа уйăхĕн 16-22-мĕшĕсенче районта "Йăла тата çемье" ятпа профилактика мероприятийĕ иртет. Асăннă акцие Елчĕк районĕнчи полици пайĕн сотрудникĕсем яланах активлă хутшăнаççĕ. Çак тапхăрта вĕсем полици пайĕнче учетра тăракансен, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсен çемйисенче пулаççĕ, психика тĕлĕшĕнчен сывах маррисемпе тата çемье канăçлăхне пăсакансемпе, йĕркене пăхăнса пурăнман ытти граждансемпе курса калаçаççĕ, шкулсене çитсе ачасене

Подробнее

Тĕрĕслев ирттернĕ

Ют çĕршыв çыннисем ĕçлекен вырăнсенче пĕрлехи тĕрĕслевсем ирттересси, миграци сферинче пулса иртекен преступленисен çулне пỹлесси тата профилактика ĕçĕсене пурнăçласси йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен тĕп тивĕçĕ пулса тăрать. Çавна май районти полици пайĕн ĕçченĕсем "Нелегал" ятпа операци йĕркеленĕ. Тĕрĕслевсен вăхăтĕнче вĕсем ĕç паракансемпе ют çĕршыв гражданĕсен хушшинчи ĕç килĕшĕвĕсене саккуна пăхăнса хатĕрленипе,

Подробнее

Вулаканăн юратнă хаçачĕ вăл — «Елчĕк ен»

2018 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнса илекенсене май пур таран çăмăллăх кỹрес, çынсене хăйсем килĕштерекен изданисене йỹнĕрех хакпа çырăнса юлма майсем туса парас тĕллевпе Раççей Почти юпа уйăхĕн 5-15-мĕшĕсенче çырăнтару вунăкунлăхне йĕркелесе ирттернине вулакансем пĕлеççĕ. Çак кĕске тапхăрта районта пурăнакансем почта çыхăну уйрăмĕсенчен "Елчĕк ен" хаçата чăн хакран

Подробнее

Вячеслав СЯДУКОВ, «ДПМК «Яльчикское» ООО директорĕ: «Тĕлĕкре те лайăх çул-йĕр куратăп»

Çĕршыв экономикин аталанăвĕнче йывăрлăхсем çук мар. Апла пулин те чылайăшĕ Елчĕк тăрăхĕнчи çул-йĕр хуçалăхĕ самаях ырă енне улшăннине палăртать. "Çакна тума мĕн пулăшать сире?" - çак ыйту тавра калаçу пычĕ районта çулсем тăвакан, вĕсене юсакан тата тытса тăракан предприяти ертỹçипе. - Эпĕ Аслă Таяпа ялĕнче ỹснĕрен тата унта пурăннăран çул-йĕр

Подробнее

Çуллахи спорт сезонĕ вĕçленнĕ

Иртнĕ эрнере сивĕ çумăр лỹшкенĕрен çăмăл атлетикăн çуллахи спорт сезонне хупма май килмерĕ. Хальхинче вара çанталăк хăй илемĕпе савăнтарчĕ: хĕвел ăшшийĕ çуран чупакансене хавхалантарчĕ, кăштах сулхăн çилĕ вĕрсе малалла хăвăрт чупма хистерĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, районта çăмăл атлетикăн çуллахи сезонĕ çулсеренех "Елчĕк ен" хаçат призĕсемшĕн иртекен кросран пуçланать. Çуран чупакансен

Подробнее