Среда, 27 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Сельское хозяйство (Страница 7)

Уява — ỹсĕмсемпе

Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕр ĕçченĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене иртнĕ эрне вĕçĕнчех - Мăнкун уявĕ тĕлне акса пĕтернĕ. Вĕсене çак ятпа муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăна çитсе саламланă, уй-хирте пурнăçламалли малашнехи ĕçсенче ăнăçусем суннă. Ял хуçалăх предприятийĕнче тыр-пул лаптăкĕ 540 гектар йышăнать. Унсăр пуçне, пĕр çул

Подробнее

Ака ĕçĕн пуçламăшĕ ăнăçлă

Округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ĕнерхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2392 гектар çинче (14 процент) акнă. ЧР Ял хуçалăх министерствин оперативлă сводкине тишкерес пулсан та, ака ĕçĕсене пурнăçлассипе Елчĕксем хальхи вăхăтра республикипе илсен чи малтисен ретĕнче. Юлашки кунсенчи ĕç тухăçлăхлăхĕ

Подробнее

Çĕрпе мĕнле усă куратпăр?

Россельхознадзăрăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕсем çĕр саккунĕсене мĕнле пăхăннине уçăмлатас тĕллевпе 2023 çулта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 68,5 пин гектар лаптăка тĕрĕсленĕ. Ку ĕçе хăвăртрах та лайăхрах пурнăçлама пире вĕçекен пилотсăр аппаратсем пулăшаççĕ. Хуçалăхсем 37,2 пин гектар çĕр лаптăкĕпе (çуррине яхăн) саккуна пăсса усă курнине çирĕплетнĕ. Çĕрпе усă курмалли

Подробнее

Уй-хире тухма вăхăт

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, инженерипе агрономи службисем, вырăнсенчи территори пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăннипе тунтикун акана тухас умĕнхи йăлана кĕнĕ округ шайĕнчи анлă канашлу пулса иртнĕ. Унăн ĕçне округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый пĕтĕмлетнĕ. Кăçалхи канашлăва Кĕçĕн Таяпари Борис Головин хресчен (фермер) хуçалăхĕнче йĕркелеме шут тытни ахальтен мар. Мĕншĕн тесен

Подробнее

Ĕçченсен хĕрỹ тапхăр

Çак кунсенче "Труд" хуçалăхра пулса кунти ĕçченсем çурхи ака ĕçĕсене мĕнле хатĕрленнипе паллашма тỹр килчĕ. Валерий Германов ертỹçĕ пире хапăл туса кĕтсе илчĕ. Чи малтанах производство кооперативĕн техника паркне чарăнтăмăр. Кунта ĕç вĕресе тăни тỹрех куç тĕлне пулчĕ. Уй-хире илсе тухма хатĕр тракторсене, акана хутшăнакан агрегатсене пĕр рете вырнаçтарса лартнă. -

Подробнее

«Ял пурнăçне юрататăп»

Ял пуласлăхĕ çамрăксенче тетпĕр. Вĕсем яла юлсан ял малашлăхĕшĕн пăшăрханмалла мар. Дмитрий Трофимов "АСК-Яльчики" агрофирмăра агрономра тăрăшать. Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче агронома вĕренекенскер кунта та виççĕмĕш çул. Асăннă хуçалăхра пулнă май çамрăк агрономпа хаваспах калаçрăмăр. Унпа эпир иртнĕ çулах паллашнăччĕ. Çамрăкран хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пама ыйтрăмăр. - Пирĕн предприяти ĕçĕ-хĕлне

Подробнее

Техника юсавлăхне тĕрĕсленĕ

Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çỹрекен тата ытти тĕрлĕ тĕслĕ машинăсене тĕрĕслесе тăракан инспекцийĕ уй-хирти çурхи ĕçсене хутшăнакан тракторсемпе прицепсене ятарлă приказпа килĕшỹллĕн патшалăх техника тĕрĕслевĕ ирттерет. Комисси членĕсем тракторсемпе прицепсен юсавлăхне, патшалăх енчен регистрациленине, киввисене шутран кăларнине сăнаççĕ. Апрелĕн 4-мĕшĕнче комисси членĕсем округри тĕрлĕ хуçалăхра пулчĕç. Çав шутран - "Сатурн" ЯХПКра

Подробнее

Пысăк тухăç никĕсĕ — паха вăрлăхра

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене черетлĕ çур акире акса хăварма, палăртнă ĕç планĕпе килĕшỹллĕн, пĕтĕмпе 3990 тонна вăрлăх кирлĕ пулсан, ăна вара ытлашшипех - пурĕ 5200 тонна хатĕрленĕ. Пĕтĕм вăрлăх ака стандартне туллин тивĕçтерет. Çанталăк условийĕсене пула кĕрхи культурăсем хĕл каçма пултарасси шанчăклах мар пулни те ял хуçалăх организацийĕсене

Подробнее

Уя тухма хатĕр «Прогрессем»

Хирсем хулăн юрпа хупланнă тесе лăпкăлăха путман акционерсен "Прогресс" хупă обществин ĕçченĕсем. Кунти комплекслă бригадăсенче çур акине хутшăнакан техникăпа агрегатсене пĕтĕмпех юсавлисен ретне лартнă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобрени çителĕклĕ хатĕрленĕ, вăрлăх та тивĕçлĕ кондицире. Çур аки, ĕç çи тапхăрĕсене хатĕрленессинче тата ирттерессинче Ĕнелсем уйрăмах харсăр. Округра та ырă тĕслĕхре вĕсем. Асăннă бригадăри хастарсен

Подробнее

Хула ачи ялта çурт туяннă, ĕне сăвать

Куллен çапла: çĕнĕ кунăн тăваттăмĕш сехетĕнче карас телефон çинчи будильник шăнкăртатсанах Кирилл ура çине сиксе тăрать. Пĕр тесен, палăртнă вăхăтра вăранма ăна тинех шăнкăрав та кирлĕ мар, çапах, йăлана кĕнĕ хăнăхăва пăрахăçламасть. - Пĕлсе пĕтер, çĕрлехи концерт хыççăн тутлă ыйхă хăйĕн ытамĕнчен ярасшăн пулмĕ те. Çывăрса юлма юрамасть манăн. Кашни минут

Подробнее