Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > иземляки (Страница 2)

Шăрçа çумне шăрçа…

Чăваш çĕрĕнче нумай ăста пурăнать. Пĕрисем тĕрлеççĕ, теприсем çыхаççĕ, виççĕмĕшĕсем çăмран япала йăвалаççĕ, тăваттăмĕшĕсем йывăçран темĕн те ăсталаççĕ... Кашниех хăйĕн ал-урине хăш енĕпе те пулин аталантарать. «Ÿркенмен – ăста пулнă», – тенĕ ваттисем унашкал çынсем çинчен. Çакнах Чăваш Республикинчи халăх ÿнерĕпе ал ăсталăхĕн маçтăрĕ, капăрлăхсем тăвас тĕлĕшпе ĕçлекен Людмила Балтаева çинчен

Подробнее

Хирург калавсем çырать

Медицина ăслăлăхĕсен докторĕ Анатолий Никандрович Волков профессор – Аслă Елчĕк çынни. А.Волков Хусанти медицина институтне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Пурнăç анлăшĕ Канаш районĕнчи Сиккасси больницинче пуçланнă. Кунта вăл 1955-1958 çулсенче ĕçлет, хăй тĕллĕн шухăшлама пĕлнипе, хирургире çĕнĕ мел-меслет шырама ÿркенменнипе тÿрех палăрать, ял больницинчех кăткăс операцисем тăвать. Анатолий Никандрович аспирантура хыççăн пĕр тапхăр

Подробнее

Çурт-йĕр туса ыр ят илнĕ

Хăйсен пурнăçне çурт-йĕр е çул-йĕр тăвассипе çыхăнтарнă ентешсем сахал мар пирĕн тăрăхра. Чапа тухнисем, орден-медаль е тĕрлĕ хисеплĕ ят илнисем те пайтах вĕсем хушшинче. Пĕр çемьере çуралса ÿссе пĕр çулпа кайнисем тата вĕсен ĕçне пысăк хак панă тĕслĕхсем сайрарах-тăр. Шăмалакри Колесовсем акă çичĕ пĕртăван пулнă – виçĕ хĕрпе тăватă ывăл.

Подробнее

Хастарлăхĕ иксĕлми

Чăваш хĕрарăмĕн хастарлăхĕнчен тĕлĕнмелли çук ĕнтĕ. Вăл кирек хăш отрасльте те чунне парса тăрăшать, кил-çурт ăшшине упрать, ачи-пăчине пурнăç çулĕ çине хатĕрлет, общество ĕçĕнче çунса-вĕресе тăрать. Тăрмăш хĕрĕ – Анисия Игнатьева-Чапуркина /псевдонимĕ Роза Анисси/ пирки те çакнах калама пулать. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне /1992/, аспирантура /2015/ пĕтернĕскер, Шупашкарти 12-мĕш

Подробнее

Турхансен ĕçне тăсаканĕ

Турхан ялĕ Елчĕк районĕн хĕвеланăç пайĕнче, Кĕçĕн Пăла юханшывĕн сулахай енче вырнаçнă. 40 ытла киллĕ тăрăхран сахал мар ăслăлăх ĕçченĕсем, ÿнерçĕсем, çар çыннисем тухнă. Пĕртăван Турхансен – çыравçăсен ячĕсем кăна мĕне тăраççĕ! Чи асли – Якку /1874-1938/ – сăвăсем çырма XIX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнчех тытăннă. Чăваш поэзийĕнче пейзаж тата философи

Подробнее

Пуян тĕнче курăмлă

Борис Борлен пĕр тĕл пулура çапла каланăччĕ: «Пултарулăх пĕр енлĕ пулмасть». Çакă Кушкă ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Владимир Галошева тÿрремĕнех пырса тивет. Унра – чăваш тĕнчин вун-вун вăрттăнлăхĕ. – Володя, пултарулăх çулĕ çине епле тăнă-ха эсĕ? – Эпĕ мĕн пĕчĕкренех искусство енне туртăннă. Юмах, приключениллĕ тата фантастикăлла хайлавсем вулама юратнă май, вĕсене

Подробнее

Тĕрлĕ енлĕ талант

Çут тĕнче канлĕ ыйхăран вăраннă вăхăт... Тĕлĕнмелле хитре çак тапхăр. Илемлĕ кăна-и; Вăл тыткăна илекен хăйĕн темĕнле асамлăхĕпе мĕн пур чĕрĕ чуна антăхтарать тейĕн... Шăпах çак илемлĕ тапхăрта, ака уйăхĕнче, Тăрмăш ялĕнчи Федор Федотовичпа Антонина Васильевна Деникаевсен кил-йышĕнче пиллĕкмăш пепке – Вера – çуралнă. Халĕ вăл – Вера Никонорова, Çĕнĕ Шупашкарти 16-мĕш

Подробнее

Çеçпĕл Мишшине пĕлнĕ

Тăван тавралăх историйĕпе кăсăкланнă май çакна лайăх асăрхарăм: чылай килте хăйсен çемйин архивĕсенче аслашшĕ-асламăшĕсенчен тăрса юлнă хаклă та кăсăклă документсем упранаççĕ. Анчах хальхи çамрăксем вĕсен пĕлтерĕшне ăнлансах каймаççĕ. 2016 çулта Акчел ялĕнчи Владимир Московский таврапĕлÿçĕ мана Шупашкарта пурăнакан М.Антиповăпа паллаштарчĕ. 84 çулхи Маргарита Павловна Елчĕк районне пуçласа яракансенчен пĕрин, 1920 çулта

Подробнее

Ырă ятлă тухтăр

Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви çулсерен ирттерекен Пĕтĕм Раççейри тухтăрсен конкурсне иртнĕ çул çĕршывăн 56 регионĕнчен тата çичĕ федераци округĕнчен 667 ĕç тăратнă. Конкурс 29 номинаципе иртнĕ. Тупăшура Чăваш Енри виçĕ тухтăр пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Медицина реабилитацийĕн чи лайăх тухтăрĕ ята республикăри клиника онкологи диспансерĕн онколог тухтăрĕ, 44 çулхи Надежда Александровна

Подробнее

31 çултах – халăх депутачĕ

Елчĕк районĕнче çуралса Раççей шайĕнчи политик пулса тăнă çынсем сахал пирĕн. Валерий Шуйков – вĕсенчен пĕри. Аслăрах ăрурисем астума тивĕç, çамрăксенчен вара ăна пĕлекенсем сахаллăн пулĕ. Вăл Шăмалак ялĕнче 1958 çулта çуралнă, тăван ялти, унтан Елчĕкри вăтам шкулта вĕреннĕ. ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн 1-мĕш секретарĕ те пулнă хăй вăхăтĕнче. Пирĕншĕн вăл

Подробнее