Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > селоилюди

Ялсен малашлăхĕ пур

Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕ 7 яла пĕрлештерсе тăрать. Пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 7628 гектарпа танлашать. Пурĕ 1063 хуçалăх кунта, 432-шĕнче пурăнмаççĕ. Территори пайĕнче 3 культура çурчĕ, 3 библиотека, 1 шкул, 1 врач амбулаторийĕ, 3 фельдшерпа акушер пункчĕ. Çавăн пекех Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче аслă ỹсĕмрисене тата инвалидсене хỹтлĕхпе тивĕçтерекен 1 стационар уйрăмĕ

Подробнее

Çемье телейĕ — килĕшỹре

Хальхи çамрăксенчен чылайăшĕ хулара пурăнма ĕмĕтленет. Ялсем вара ватăлсах пыраççĕ. Хăвăлçырма ялĕнче чи çамрăк çемьесен шутне Андрейпе Ирина Шкаповсене кĕртме пулать. 2006 çулта чăмăртаннă çемье яла пурăнма юлнишĕн пĕрре те ỹкĕнмест. Атте-анне сывă, кермен пек çурт-хуралтă, виçĕ шăпăрлан çумра. Тата мĕн кирлĕ пурнăçра? Шкаповсен кил-йышĕнче виçĕ ăру пурăнать. Чи хисеплисем, паллах, асламăшĕпе

Подробнее

Икĕ Артемăн — пĕр тĕллев

Вĕренỹ çулĕн иккĕмĕш чĕрĕкĕ те пĕр тăхтавсăр малалла васкать. Сисместĕн те, акă, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем çитĕç. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулти 11 класра пĕлỹ илекенсем тĕп тĕрĕслеве хатĕрленессине округри предмет олимпиадисенчен пуçланă - иртнĕ çулхи пекех малтисен йышне кĕме ĕмĕтленеççĕ вĕсем. Паллах, пулас професси пирки шутлама та ир мар. Класри 8 вĕренекенрен икĕ

Подробнее

Пултаруллă вĕренекенсем

Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи 11-мĕш класра вĕренекенсемпе тĕл пулма тỹр килчĕ нумаях пулмасть. Эпир килнĕ тĕле чăваш чĕлхипе литература, этика тата çемье пурнăçĕн психологийĕ предметсене вĕрентекен Нина Леваян урокĕ вĕçленнĕччĕ. Нина Аркадьевна пире çак класра вĕренỹре малта пыракан, предмет олимпиадисене тата тĕрлĕ конкурссене хастар хутшăнакан, пурнăçа чун-чĕререн юратакан, илеме чунпа туякан пултаруллă

Подробнее

Пурнăç çулран-çул хăтлăланать

Граждансен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе наци проекчĕсем валли сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Республикăра наци проекчĕсене пурнăçлама 2019-2024 çулсенче 83,7 миллиард тенкĕ ĕçе кĕртмелле. "Пуçару бюджечĕ" программа республикăра 2017 çулта вăя кĕнĕ. 2020 çулта ăна çĕршыв Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе яллă вырăна комплекслă аталантаракан патшалăх программине кĕртнĕ. Халăх пуçарăвĕпе юлашки 6 çулта

Подробнее

Пỹлĕм уçнă

Округ центрĕнчен аякра вырнаçнă Каркалар ялĕнче клуб тахçанах çук ĕнтĕ. Çапах та çынсен пушă вăхăта усăллă ирттерес, пĕрле пуçтарăнса калаçас туртăм юлнах. Халĕ ĕнтĕ ĕмĕтленни пурнăçланнă: фельдшерпа акушер пункчĕн 50 тăваткал метра яхăн йышăнакан пĕр пỹлĕмĕ ял çыннисен "аллинче". Унта ушкăнпа юрă-ташă вĕренме, ал ĕçĕ тума, хаçат-журнал вулама майсем çителĕклĕ. Пỹлĕме уçма

Подробнее

Унра вăй-хал иксĕлми

Шкул мĕн пĕчĕкрен кашни ачана вĕренме çеç мар, ĕçлеме, пурнăçа юратма вĕрентет. Халĕ, çулсем иртнĕ майăн, иртнĕ тапхăра каялла "тавăратăн", пĕр коллективра тăрăшнисене аса илетĕн… Тăрăм ялĕнче пурăнакан Венера Петрова (хĕр чухнехи хушамачĕ Ефремова) çинчен кĕскен çырса пĕлтерес тетĕп. Вăл 70 çул каялла Шупашкар округĕнчи Янăш ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Мамăшри

Подробнее

Чи кирли — халăхпа килĕшỹре пурăнни

Курнавăш территори пайĕнчи 7 ялти (Курнавăш, Çуткỹл, Вырăскасси, Турхан, Çĕнĕ Пăва, Кĕçĕн Шăхаль, Аслă Шăхаль) 1001 хуçалăхра 2146 çын пурăнать: вăл шутран 1126 арçын, 1020 хĕрарăм. Ĕçлеме пултаракан 1162 çын шутра тăрать, 613 пенсионер. 18 çула çитменнисем 280 ача, вăл йышран шкул çулне çитейменнисем - 93. Территори пайне 5 çул Алексей

Подробнее

Ача амăшĕ-героиня

Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралса ỹснĕ Мария Кривова амăшĕ-героиня Анатри Тимеш ялĕнче пурăнать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 9 çулта çеç пулнă вăл. Анчах çав нушаллă вăхăт унăн асĕнче ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă. Ашшĕ - Михаил Андреевич Рахмин - Анна мăшăрĕпе сакăр ачана кун çути парнеленĕ, анчах та Мария амăшĕнчен виçĕ

Подробнее

Хисепе ĕçпе çĕнсе илнĕ

Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан Юрий Диомидов пурнăçне электрик профессийĕпе çыхăнтарнă. Хăйĕн тăрăшуллă та ырми-канми ĕçĕпе çĕнсе илнĕ вăл халăх хисепне. 1953 çулта Леонид Алексеевичпа Вера Николаевна Диомидовсен çемйинче кун çути курнăскер 4-мĕш ача пулнă. Вăл çуралнă кун ирпе ирех бригадир чỹречерен шаккаса Вера Николаевнăна сĕлĕ вырма кайма йыхравланă. Анчах та

Подробнее