Пятница, 10 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > селоилюди (Страница 2)

Тĕп больницăна — 170 çул

Кăçал округри тĕп больница хăйĕн 170 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çавна май "Ял тата унăн çыннисем" черетлĕ проекта, хисеплĕ вулаканăм, округри тĕп больницăна тата унăн хастар ĕçченĕсене халалларăмăр. Тухтăрсем, медицина сестрисем, фельдшерсем, лаборантсем, техперсонал. Вĕсем пире пурнăçри чи хаклă пуянлăха - сывлăха паракансем тата упракансем. Сывлăх пуртан этем телейлĕ те

Подробнее

«Çĕнĕ ФАПа куç пек кĕтетпĕр»

Наци проекчĕсен тĕп тĕллевĕ - халăх пурнăçĕн шайне лайăхлатасси тата хăтлăлатасси, ăна ырă енне улăштарасси. "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕн пĕрремĕш звенине модернизацилеме май паракан программипе килĕшỹллĕн Елчĕк муниципалитет округĕнче кăçал Кивĕ Эйпеç, Тăрăм тата Аслă Пăла Тимеш ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем тата врач амбулаторийĕ хăпартаççĕ. Çĕнĕ медицина учрежденийĕсенче чирлисене йышăнмалли, кĕтмелли,

Подробнее

Шкул сакки çинчех профессиллĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн патшалăх инспекцийĕн начальникĕ Владимир Мекшеев Иван Козлов вĕренекене тракторист-машинист удостоверенине панă самант Шкул ачасене тĕрлĕ енчен аталантарни вĕсене малашлăха çирĕппĕн пусăмлама май парать. Кĕçĕннисене пĕчĕкренех пулас профессине суйлама пулăшнине тата профориентаци ĕçне явăçтарнине ырламалла анчах. Ачаран ĕçе хăнăхса ỹснисен пысăк пайĕ хăйсен пурнăçне тăван тăрăхпа çыхăнтараççех. Шкулсенче агроклассем ĕçлени

Подробнее

Сăваплă вырăна тасатрĕç

Тĕмерте иртнĕ çул "Пуçару бюджечĕ" проектпа усă курса ял варринче таса çăлкуçпа юнашар шыва кĕмелли вырăна пилĕк стеналлă çурт вырнаçтарса лартрĕç. Ялти кашни çемье тенĕ пекех тума хутшăнчĕ çак ĕçе. Халăхран хывмалли укçа-тенке ялта пурăнакансем те, тĕрлĕ тăрăхра тĕпленнĕ ентешсем те пачĕç. Подряд организацийĕ - Елчĕкри "Стройэнергосервис" ООО тара тытнă Алексей

Подробнее

Проект пулăшнипе — çĕнĕ çул

Регион шайĕнче йышăннă проектсен тĕп тĕллевĕ - халăх пурнăçне лайăхлатасси. Тĕрлĕ пысăк калăпăшлă ĕçсене пурнăçлама ял çыннине "Пуçару бюджечĕ" пулăшу парать. Тăрăм территори пайĕнчи Кипеç ялĕнче асăннă проект пулăшнипе Озерная урамри 1-мĕш çурт умĕнчен пуçласа 37-мĕш çурт таран хытă сийлĕ çул сарнă. Ĕçе округри "ДПМК Яльчикское" ООО пурнăçланă. Контрактăн пĕтĕмĕшле хакĕ

Подробнее

Агроном — уй-хир хуçи

Ял пуласлăхĕ мал ĕмĕтлĕ те пуçаруллă çамрăксенче. Яш-кĕрĕм яла юлсан ял пĕтет тесе хăрамалла мар. Нумаях мар пулсан та, пур-ха вĕсем хура тăпрана кăмăллакан, ун çинче ĕçлеме килĕштерекен яшсемпе хĕрсем. Дмитрий Трофимов "АСК-Яльчики" агрофирмăра агрономра тăрăшать. Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче агронома вĕренекенскер кунта иккĕмĕш çул вăй хурать. - Мĕнпе илĕртет тата тыткăнлать

Подробнее

Халăх пуçаруллă пулнăран ĕç кал-кал пырать

Аслă Таяпа территори пайĕ 3 яла пĕрлештерсе тăрать: Аслă Таяпа, Чăваш Тăрăмĕ тата Шуршу. Пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 5071 гектарпа танлашать. Пурĕ 598 хуçалăх, çав шутран 430-ĕшĕнче пурăнаççĕ. Виçĕ ялта 1091 çын пурăнать, пĕрмаях пурăнакансем - 826 çын. Кăçалтан территори пайне запасри майор Анатолий Скворцов ертсе пырать. Маларах чылай çул ертỹçĕ тилхепине

Подробнее

Проект теми анлă

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви çулсерен телевиденипе радио тата пичет тытăмĕсем хушшинче тĕрлĕ конкурс ирттерет.Вĕсенчен чи палли - социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем. Пичет изданийĕсен конкурсĕнче кăçал çĕнтерỹçĕсен йышне "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Петрован проекчĕ те кĕнĕ. Малашне, май уйăхĕнчен пуçласа ноябрьччен, вулаканăн

Подробнее