Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > семьяидети

Иксĕмĕрĕн пĕр кун-çул…

Кĕрхи тĕксĕм кунсем пуçланнă май Çĕнĕ Пăвари Егоровсем кăштах хăйсене канури пек туяççĕ. Ара, кил картинче темле ĕçех çук, пахча-анкартинче ăнса пулнă çимĕçсене пуçтарса кĕртнĕ. Çĕр-аннемĕр вăхăтлăха канать: ăна сухаласа, чавса çемçетнĕ... Ватлăхра шăм-шака канлĕх кирлĕ тетпĕр пулсан та çу кунĕсенче канăç мĕнне пĕлменскерсене пÿртре ларасси çăмăл мар. Çапах вăхăта усăллă

Подробнее

Шăпа килет тĕрлĕрен

Паян нумай ачаллă çемьесене патшалăх пысăк пулăшÿ кÿрет пулсан та çĕршыври демографи лару-тăрăвĕпе мухтанаймăн. Ашшĕ-амăшĕ пуласси ĕмĕртенех питĕ яваплă. Ку чухне чи малтан çамрăк мăшăрсен сывлăхĕ çирĕп пулни пĕлтерĕшлĕ. Хăш-пĕр çемьесем темиçе çул телей кайăкĕ вĕсен ăшă та хăтлă йăвине вĕçсе кĕрессе кĕтеççĕ, анчах кăлăхах. Çавна май ун пек мăшăрсене

Подробнее

Кашни ачан ыйхи расна

1,5 çулхи хĕрĕм кун каçиччен пĕр хут çеç çывăрать. Кăнтăр апачĕ тĕлне хăйĕн куçĕсем «çыпăçсах» лараççĕ пулин те çывăрасси пирки шухăшламасть. Вăйпах вырттармалла мар-ши ăна? ИРИНА. Ахăртнех, сирĕн хĕрĕре кунне пĕрре çывăрни те çителĕклĕ. Унăн кун йĕркине улăштарма тăрăшăр. Пĕрре кăна çывăрнăран вăл халь 2,5-3 сехет таранах «хуп турттарма» пултарать. Каçхине ачан

Подробнее

Ашшĕ кам пулĕ-ши?

Хĕрĕм виçĕ çул каялла упăшкинчен уйрăлчĕ. Çулталăкран çĕнĕрен пĕрле пурăнма пуçларĕç. Халĕ çут тĕнчене çĕнĕ кайăк килессе кĕтетпĕр. Кĕрĕве ачан ашшĕ тесе çырĕç-ши; Çакна питĕ пĕлес килет. Мария Ивановна. Ыйту çине ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда БАЙМУШКИНА хуравлать: – Пурнăçра çакăн евĕр шăпа час-часах тĕл пулать. Уйрăлнă хыççăн мăшăр тепĕр хут пĕрле пурăнма пуçлать,

Подробнее

Тĕрĕссине калама мĕнле вĕрентмелле?

Ывăлăм кĕçĕн класра вĕренет. Шкула кайичченех вăл улталама хăтланнине туяттăмăр-ха. «Пĕчĕккĕ-ха, ÿссен хăех улшăнĕ», – теттĕмĕр ун чухне. Çывăх уйăхсенче вăл 10 çул тултарать, киревсĕр йăлине çав-çавах пăрахаймасть-ха. Суясси шкулти лару-тăрăва сăнлассипе те, киле парса янă ĕçсем тĕлĕшĕпе те, çемьери хутшăнупа та çыхăннă. Тĕрĕссине калама епле хăнăхтармалла-ши? /Редакцие килнĕ шăнкăравран/. Тÿрех палăртатăп:

Подробнее

Виççĕри ывăл ашшĕне, виççĕри хĕр ача амăшне пулăштăр

Çĕнĕ Пăвари Çамрăксен урамĕнче çу кунĕсенче ача-пăча хаваслăн вылянине асăрхатăн та чунра ăшăлăх хуçаланать. Уçă сывлăшра савăнакан ачасене халĕ тăтăшах кураймастăн та, хĕпĕртетĕн шăпăрлансем телевизор е телефон «ăшне» кĕрсе ÿкменшĕн. Ачалăх – кашни çыннăн чи асамлă та хаваслă вăхăчĕ. Вăл мĕнле иртесси, паллах, ашшĕ-амăшĕнчен килет. Николайпа Ольга Крысовсем ачисене мĕн

Подробнее

Исаевсен савăнăçĕ

РФ Президенчĕ Владимир Путин указĕпе килĕшÿллĕн 2018-2027 çулсене Ачалăх вунăçуллăхĕ тесе йышăннă. Çавна май çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе çулсерен тĕрлĕ программа ĕçе кĕрсе пырать. Нумай ачаллă çемьесем патшалăхăн уйрăм тимлĕхĕнче тăраççĕ. Энтепери Исаевсен çичĕ çул кĕтнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланнă – вĕсене патшалăх пулăшнипе хăпартнă икĕ хутлă çуртăн уççине панă. Çак кунсенче

Подробнее

Вăрçă вăхăтĕнчи трактористка

Çуралнă кун хăйне евĕрлĕ хаваслă уяв. Ăна 95-мĕш хут кĕтсе илсен вара... Тăрăм ял тăрăхĕнче 90 çултан иртнĕ 8 çын пурăнать. Вĕсенчен пĕри – Анатри Тимешри Вера Чернова. Вăл иртнĕ кунсенче 95-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илнĕ. Турханта çуралса ÿснĕ хĕрĕн пурнăçĕ çăмăл килмен. Çамрăклăхĕ вăрçă вăхăтĕнче иртнĕ май колхозра тăрăшнă. 1944-1945

Подробнее

Хĕрарăмсене – çĕнĕ професси

Чăваш Ен «Демографи» наци проекчĕн пĕр программине пурнăçлас тĕлĕшпе çĕршывра лидерсен шутне кĕнĕ. Чăваш Ене Роструд асăннă нацпроект тытăмне кĕрекен «Халăха ĕçе вырнаçма пулăшасси» проектпа килĕшÿллĕн граждансене çĕнĕ профессисене тÿлевсĕр майпа вĕрентес енĕпе ăнăçлă ĕçленине кура ырласа хакланă. Федерацин ĕçлев служби пĕтĕмлетнĕ тăрăх, республика асăннă кăтартупа çĕршыври регионсен хушшинче виççĕмĕш вырăн

Подробнее

Аслă ăрурисен сывлăхĕ тĕп вырăнта

Районта тĕрлĕ сферăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем йышлăн. Çавна май аслă ăру çыннисен ĕмĕрĕ вăрăма тăсăлтăр, вĕсем активлă та сывлăхлă пулччăр тесе тимлесси районти сывлăх сыхлавĕн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Ватăсене нумай çул тата сывлăхлă пурăнма пулăшас тесе «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Аслă ăру» проект пурнăçа кĕрсе пырать. Районти ватăсен

Подробнее