Йышлă пасар тупăшлă
Кĕркуннехи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн ял хуçалăх ярмăрккине йĕркелесе ирттересси Елчĕк тăрăхĕнче тахçанах йăлана кĕнĕ. Ял хуçалăх продукцийĕпе сутă тăвакан пасара ял хуçалăх предприятийĕсем анчах мар, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем те йышлăн хутшăнчĕç. Ир вăранма хăнăхнă ял çыннисем, ял хуçалăх ярмăркки пуласси пирки район хаçатĕнче вуласа пĕлнĕрен, ир-ирех Елчĕкри пасар территорийĕнче хĕвĕшме тытăнчĕç.
Подробнее