Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ят-сума çĕклекенсем — ĕç паттăрĕсем

Ят-сума çĕклекенсем — ĕç паттăрĕсем

Елчĕк районĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул çитрĕ пулсан вĕсенчен юлашки 80 çул хушшинчи кун-çулĕ манăн куç умĕнче пулса иртрĕ тесен те йăнăш пулмĕ.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçиччен колхоз ĕçĕсемпе паллашма Елчĕк райсовечĕн ĕç тăвакан председателĕсем А.А.Дмитриев, унтан Г.Т.Тимофеев яла лашапа килсе çỹренисене лайăх астăватăп. Вăл вăхăтсенче колхозниксем ĕçе пысăк хаваслăхпа хутшăннă, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçленĕ. Пирĕн çĕршыв çине нимĕç фашисчĕсем тапăнса кĕни çак савăнăçлă пурнăçа аркатрĕ. Çĕршыва тăшмансенчен хỹтĕлесе унăн никама пăхăнманлăхне, халăх пурнăçне хỹтĕлесе мирлĕ пурнăçшăн кĕрешни, тылра ырми-канми йывăр условисенче ĕçлени çинчен пурте пĕлеççĕ, çавăнпа ун пирки чарăнса тăма шутламастăп.

Эпĕ астăвасса пирĕн район пур енĕпе илсен те: ял хуçалăх, культура, халăха вĕрентсе çутта кăларас, медицина ĕçĕсемпе яланах малтисен ретĕнче тăнă. Паллах, вăхăтне кура, çитменлĕхсем те сахал мар пулнă. Уйрăмах ялсенчен аякка тухса çỹреме хытарнă çулсем пулманни, машинăсем çỹременни пысăк чăрмавсем кăларса тăратнă. Эпир, вăрçă хыççăн вăтам шкул пĕтерекенсем, Елчĕкре ирттерекен экзаменсене тытма Вырăскасси ялĕнчен 18 çухрăма çумăрлă çанталăка пăхмасăр çуран килсе каяттăмăр. Институтра вĕреннĕ тапхăрта та 60 çухрăма хыçа хăварса Канашран çуранах таврăннă.

Район центрĕнче хăна çурчĕ пулман пирки аякри ялсенчен ĕçпе килекен çынсене хваттерсене вырнаçтарас тĕллевпе колхозсем Елчĕкри уйрăм çынсемпе килĕшỹ тунă. Елчĕк çыннисем кашни çынна хăйсен тăванĕ пек тараватлăн йышăнатчĕç.

Çур ĕмĕр хушши çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас енĕпе тăрăшнă май, çак ĕçре ырă тĕслĕхсем нумай пулнине палăртатăп. 50-70-мĕш çулсенче обществăлла майпа районти çутĕç ĕçченĕсен профсоюз органне ертсе пынă вăхăтра республикăра иртекен нумай мероприятие, пухусемпе пленумсене хутшăнма тỹр килнĕ. Çутĕç министерствипе профсоюз обкомĕн ертỹçисем Елчĕк районне яланах ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнне хурса хаклатчĕç. Эпĕ ĕçленĕ тапхăрта РОНО заведующийĕсем пулса В.В.Щипцовпа Л.Г.Теллин нумай çул ăнăçлă вăй хучĕç. Республикăри шкулсем хушшинче çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленес енĕпе ирттерекен социализмла ăмăртура район темиçе хут Çĕнтерỹ ялавне тивĕçнĕ. Ача шучĕ йышлă пулнине кура районти кашни ялта шкул пулнă. Вĕрентекенсем яланах халăх хушшинче пулса агитмассăллă ĕçсене йĕркелесе пыратчĕç. Вĕсем ачасене тарăн пĕлỹ панипе анчах çырлахман, çарпа патриотизмла воспитани ĕçне те çỹллĕ шайра йĕркелесе пыма пултарнă. Вăтам шкул пĕтернĕ яш-кĕрĕм кашни çулах теçетки-теçеткипе çар училищисене вĕренме кĕретчĕ. Ахальтен мар эпир хамăрăн районтан тухнă çар полковникĕсемпе, генералĕсемпе, Совет Союзĕн 3 Геройĕпе — А.Беляевпа, Н.Ивановпа тата С.Андреевпа мухтанатпăр.

Мирлĕ пурнăçра ĕçпе чапа тухнă районти Социализмла Ĕç Геройĕсем, мухтавлă ятсене, патшалăх премийĕсене тивĕçнисем, тĕнчипе тата çĕршывĕпе паллă спортсменсем Елчĕк районĕнчи шкулсен, халăх ят-сумне çỹлти шая çĕклеççĕ. Çак çитĕнỹсем хăй вăхăтĕнчи партипе комсомол организацийĕсем пĕлсе ертсе, хавхалантарса пынипе пулнă. Кашни шкултах пионерпа комсомол организацийĕсем ĕçпе вĕресе тăратчĕç. Вĕренỹре, ĕçре пĕр-пĕрне пулăшасси йăлара пулнă. В.И. Таллеров ертсе пыракан районти пионерсен çурчĕ республикипех паллă, унта ытти шкулсенчен те ăсталăха туптама килетчĕç. Шкулсенче çĕршыври тĕрлĕ халăх хушшинчи туслăха çирĕплетес енĕпе те нумай ĕçленĕ. Хамăрпа кỹршĕллĕ Тутар Республикипе тачă çыхăну тытнă, пĕр-пĕрин патĕнче пулса ĕç опычĕпе паллашнă, пĕр-пĕрин культурин ырă енĕсене пурнăçа кĕртессипе тимленĕ. Районти колхозсем те Тутар Республикинчи çĕр ĕçченĕсемпе килĕштерсе, ăмăртса ĕçленĕ.

70-80-мĕш çулсем хушшинче районта çĕнĕ типлă проектпа хатĕрленĕ шкул çурчĕсем хăпарса ларчĕç. Аслă Елчĕк, Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Таяпа, Тĕмер, Кĕçĕн Таяпа, Таяпа Энтри, Курнавăш, Çĕнĕ Пăва, Тăрмăш, Шăмалак, Лаш Таяпа, Кушкă, Кивĕ Эйпеç, Энтепе, Вăрăмхăва, Çуткỹл ялĕсенче капмар шкул çурчĕсем хута кайрĕç, хăтлă ача сачĕсен çурчĕсене туса ĕçе кĕртрĕç. Кĕске вăхăтра çакăн чухлĕ вĕренỹ учрежденийĕ туса лартни унччен республикăри нихăш районта та пулман. Çак çитĕнỹсенче, паллах, Елчĕк районĕнчи партипе совет органĕсенче ĕçленĕ ертỹçĕсен, колхоз председателĕсен, шкул директорĕсен тата подрядчик пулса ĕçленĕ СМУ начальникĕн В.И.Морозовăн тỹпи калама çук пысăк пулнă. Юхан шывсем урлă каçмалли тимĕр-бетон кĕперсене тума районта хăват çитерни те теме тăрать.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, района Н.П.Миллин ертсе пынă тапхăрта та нумай ырă ĕçпе улшăнусем пулса иртрĕç. Района газ илсе çитерни, çапла майпа çуртсене «кăвак çулăмпа» хутса ăшăтмалла туни кăна мĕне тăрать! Ку ырлăха район халăхĕ ĕлĕк тĕлĕкре те курман.

Хальхи вăхăтра ачасем сахалланса пынине пула шкулсен шучĕ чакать пулин те вĕсенче çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани пама пĕтĕм услови пур.

Районăн 100 çулхи юбилейне тата пысăк çитĕнỹсемпе кĕтсе илме ентешсене тăнăç пурнăç, ăнăçу, ырлăх-пурлăх, çирĕп сывлăх сунатăп.

П.ЧЕРНОВ,
СССР халăх учителĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Петр Никифорович Чернов директор вĕрентекенсемпе педагогика канашне ирттерет. 1978 çул

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code