Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Мăнаçланатпăр тăван районпа

Мăнаçланатпăр тăван районпа

Хаклав

Владимир АНДРЕЕВ, 2000 çулта Австралире иртнĕ XXVII Олимп вăййисен бронза медальĕн призерĕ (Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ):

— Уяв вăл ентешсене пĕр чăмăра пĕрлештерет. Елчĕк çĕрĕ пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ, хастар çынсемпе яланах пуян.

Елчĕк районĕн 90 çулхи юбилейне халалланă уяв тăван çĕрĕн ăшăлăхне тата илемне черетлĕ хут туйма, чылайранпа тĕл пулман юлташсемпе курса калаçма май пачĕ.

 

 

Владимир Галошев, режиссер:

— Тăван район юлашки çулсенче хăйĕн сăн-сăпатне каламалла мар курăмлă илемлĕхпе çĕнетрĕ. Елчĕк районĕнче пурăнакансен ăс-хакăлĕпе ĕçченлĕхĕ иксĕлми. Республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те пысăк утăмсем тунипе палăраççĕ хаклă ентешĕмсем. Мăнаçланатăп эпĕ хамăн тăван районăмпа. Юбилея Елчĕксем питĕ тĕплĕ хатĕрленнĕ, кашни ял тăрăхĕн куравĕсем чуна тыткăнлаççĕ. Ăста алăллă халăх пурăнать пирĕн патăмăрта.

 

 

Татьяна Шаркова, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

— Эпĕ Елчĕк районĕнче çуралса ỹснĕшĕн çав тери хĕпĕртетĕп. Кирек ăçта кайсан та: «Эпĕ Елчĕк», — тетĕп те чылайăшĕ темшĕн ман умра хăйсене шикленнĕн тыткалаççĕ. Сăлтавне те чухлатăп: Чăваш Енре Елчĕксем çĕр ĕçне юратнипе, ăста алăллă пулнипе, пуян та çирĕп пурăннипе, юрă-ташăра маххă паманнипе паллă вырăн йышăнаççĕ. Кашни сферăрах хăйсен ăсĕпе, пĕлĕвĕпе, ĕçченлĕхĕпе республикăна аталантарнă тата пуянлатнă çĕрте пултаруллă Елчĕк çыннисем вăй хураççĕ. Ахальтен мар мăн асаттесен пархатарлă ĕçĕсемпе пуçарăвĕсене пирĕн ачасемпе мăнуксем малалла тăсаççĕ.

Эпĕ хамăрăн тăван район çыннисене малашлăхра та ырă çул сунатăп.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code