Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» старта чĕнет

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» старта чĕнет

Шăматкун, февралĕн 10-мĕшĕнче, çĕршыври 75 регионта йăлана кĕнĕ «Йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупу иртет. Ăна пĕр кун маларах Кăнтăр Корейăри Пхенчхан хулинче уçăлакан Олимп вăййисене халалланă.

Сывă пурнăç йĕркине çирĕплетме пулăшакан пысăк пĕлтерĕшлĕ чупу пирĕн районти ял тăрăхĕсен территорийĕсенче те иртет. Елчĕк ял тăрăхĕнче пурăнакансен тата район центрĕнчи предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсен ăмăртăвĕ Елчĕкри вăтам шкул умĕнчи спорт лапамĕнче 12 сехетре пуçланать.

Старта пурне те йыхравлатпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code